Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пĕтĕмлетÿ
19 Августӑн 2019, 12:46

Ӳсĕмсем – позитивлă

ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Радий Хабиров ертсе пынă правительствăн ларăвĕнче республикăн 2019 çулхи пĕрремĕш çурçулĕнчи социаллă экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвне тунă. Унăн ĕçне министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисем хутшăннă. Çавăн пекех видеоконференци формачĕпе усă курса муниципалитетсен пуçлăхĕсем те.

- Пĕтĕмĕшле кăçалхи çул республикăшăн позитивлă шутланать. Хăш-пĕр индикаторсене илсен плана палăртнинчен ирттерсе пурнăçлани курăнать,- тенĕ Радий Хабиров. - Промышленность лайăх хăвăртлăхпа аталанать. Ял хуçалăхĕ пуçласа 100 процентлă кăтартусем патне тухрĕ. Строительство секторĕ палăрмалла аталанать. Кунта эпир пур енĕпе те плюспа пыратпăр. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси 13,4 % ÿснĕ. Суту-илÿ сферинчи лару-тăру лайăхланнă – ÿсĕм 32 процентпа танлашать. Çак енĕпе Пушкăртстан Атăлçи федераллă округра иккĕмĕш вырăнта, Раççейре малтанхи вуннăмĕшсен шутĕнче. Çакă ĕç укçи ÿснипе пĕрле халăх тавар туянасси нумайланнипе çыхăннă пулĕ тесе шутлатăп. Ĕçсĕррисен шучĕ чакни, ĕç рынокĕ çирĕп пулни пĕлтерĕшлĕ.
Регион ертÿçи демографии ыйтăвĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтнă. Чи малтан ача çураласси чакнипе тата чирлесе, çул-йĕр çинчи аварисене пула вилнисемпе çыхăннă ыйтусем çине.
Экономикăри аталану тата социаллă сферăри лару-тăрупа хăйсен доклачĕсенче вице-премьерсем тĕплĕн паллаштарчĕç.
Премьер-министр çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан - ПР Правительство Аппарачĕн ертÿçи Илшат Тажитдинов пĕрремĕш çурçул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх промышленность таварĕсене туса кăларас кăтарту 4,4 процент ÿснине пĕлтернĕ. Инвестици кăтартăвĕсем (çурçулшăн) кăшт каярах паллă пулаççĕ, хальлĕхе пĕрремĕш кварталта республика экономикине 40,2 млрд тенкĕ хывни куç умĕнче. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 4,3 процент нумайрах. Çак цифрăсем çине «Инвестсехетсем» ирттерни палăрмалла витĕм кÿрет. Çулталăк пуçланнăранпа вĕсенче 71 инвестици проектне пăхса тухнă.Пĕтĕмĕшле инвестици виçи 132 млрд тенкĕпе танлашать тата 13 пин ĕç вырăнĕ уçма май парать. Республика хысни те позитивлă лару-тăрупа савăнтарать. Январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пĕтĕмĕшле пĕрлештернĕ бюджета налук шайĕнче тата ытти тÿлевсене пула 87 млрд тенкĕ кĕнĕ.
Демографи ыйтăвĕ республика ертÿçисемшĕн чи çивĕч ыйту пулса тăрать. Çак ыйтупа ларура вице-премьер тивĕçĕсене пурнăçлакан Ленара Иванова чарăнса тăнă. Пилĕк уйăх хушшинче çуралакансен шучĕ чакни, халăх сахаллани палăрать. Çак çитменлĕхсене пĕтерме «Демографи» наци проекчĕ пулăшмалла. Правительство шайĕнче хĕрарăма ĕçпе тивĕçтерме çĕнĕ хушма механизмсем сĕнеççĕ, ача сачĕсенчи вырăнсен шутне ÿстерме çĕнĕ объектсем хăпартаççĕ, хĕрарăма пĕчĕк ачапа виçĕ çула çитиччен килте ларма ирĕк параççĕ тата ытти те. Çаксене пурне те çамрăк аннесене хÿтĕлес, пулăшас тĕллевпе пурнăçа кĕртме палăртнă. Апла пулсан ача çураласси тата çемье тупăшĕ ÿсессине шанма пулать тесе шутлать Ленара Иванова.
Республикăра медицина учрежденийĕсем тăвассипе тата халăха больницăсене чăрмавсăр çÿреме майсем туса парассишĕн нумай ĕçсем пурнăçа кĕртеççĕ. Сăмахран, Ĕпхÿре республикăри Кардиологи центрĕн хирурги корпусне хăпартма пуçланă. Вăл çĕнĕрен хăпартакан чи пысăк медицина объекчĕсенчен пĕри шутланать. Çулталăк вĕçлениччен икĕ пысăк поликлиника, 25 фельдшерпа акушер пункчĕ хута каймалла. Туймазăпа Тÿртÿллĕ хулисенче çĕнĕ поликлиникăсем, Языково ялĕнче сипленмелли корпус туса пĕтермелле. Кăçал Çтерлĕ хулинче пĕчĕк ачасем валли “Сĕт кухнин” ĕçне пуçарса янă. Çулталăк вĕçлениччен вĕсем Октябрьскипе Сибай, Нефтекамскпа Белорецк хулисенче ĕçле пуçлĕç.
Çавăн пекех Ленара Иванова ĕç рынокĕнчи аталану лайăх енне улшăннине палăртнă: ĕçсĕррисен шучĕ 4,9-тан 4,5 процента çити чакнă. Бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçи 8,8 процент ÿснĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: