Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пĕтĕмлетÿ
29 Сентябрӗн 2021, 10:38

«Чăвашла ÿкеретпĕр» конкурс çĕнтерÿçисем паллă

Республика шайĕнчи «Чăвашла ÿкеретпĕр» пултарулăх студийĕ тăвасси» проектпа килĕшÿллĕн иртнĕ чăвашла видеороликсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Услови тăрăх, пултарулăх ăмăртăвне 7-18 çулхи чăвашла калаçма пĕлекен ачасем хутшăннă.

«Чăвашла ÿкеретпĕр»  конкурс çĕнтерÿçисем паллă
«Чăвашла ÿкеретпĕр» конкурс çĕнтерÿçисем паллă

Çамрăк блогерсем тăван чĕлхене халăх хушшинче сарас тĕллеве пурнăçларĕç пулсан, конкурс вара ачасемпе çамрăксене наци культурине, чĕлхине юратма вĕрентес, видеоискусство урлă ачасен пултарулăхне аталантарас, чăвашла кĕнекесем вулама хăнăхтарас тĕллевсене пурнăçлама пулăшрĕ.
Видео ÿкерес ăсталăхĕсене Пишпÿлек, Авăркас, Пелепей, Мияки, Çтерлĕ, Кармаскалă, Ермеккей, Федоровка, Куюргазă, Ĕпхÿ районĕсенчи тата Курск хулинчи ачасем тĕрĕслесе пăхма кăмăл турĕç.
Видеороликсен тематики тĕрлĕренччĕ. Ĕçсенче чăваш халăх йăли-йĕрки те, наци хăйне евĕрлĕхĕ тата ыт.те. сăнланнăччĕ. Конкурсантсен ăсталăхĕсене сумлă жюри членĕсем - «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн членĕ Марина Яковлева, Пишпÿлекри 2№ вăтам шкулти чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Наталья Николаева, Пишпÿлекри тĕп библиотекăн Пушкăртстанри чăваш халăхĕпе ĕçлекен секторăн ертÿçи Наталья Тарасова – хак пачĕç.
7-12 çулхисем хушшинче чи лайăх видеоролик авторĕ Куюргазă районне кĕрекен Павловка шкулĕнчи Вадим Григорьев (сăн ÿкерчĕкре) пулса тăчĕ. Иккĕмĕш вырăна Пишпÿлек ялĕнчи Арина Кузьмина тата Курск хулинчи Ксения Маслова тивĕçрĕç. Виççĕмĕш вырăна Пелепей хулинчи Владимир Афанасьевпа Ĕпхÿ районĕнчи Нагаево ялĕнчи Дарья Сидорова пайларĕç.
13-18 çулти ÿсĕмрисем хушшинче Пелепей хулинчи Владимирпа Валерий Трофимовсем «Чăвашсем паян тата авалхи вăхăтра» видеороликпа пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Иккĕмĕш вырăна Пишпÿлек районне кĕрекен Хушăлка ялĕнчи Элина Новикова тата Куюргазă районĕнчи Ксения Егорова (сăн ÿкерчĕкре) çĕнсе илчĕç. Виççĕмĕш вырăна Ермеккей тăрăхĕнчи Эрехĕрри ялĕнчи Екатерина Зарянова тата Пишпÿлек районĕнчи Тимур Ганиев тивĕçрĕç. Конкурс çĕнтерÿçисен видеороликĕсемпе Пишпÿлекри тĕп библиотекăн сайтĕнче тĕплĕнрех паллашма пулать.
Проект ПР Пуçлăхĕн Пушкăртстан Республикинчи патшалăх тата тăван чĕлхесене сыхласси тата аталантарасси грантпа килĕшÿллĕн иртрĕ. Конкурса йĕркелекенсем – Пишпÿлекри тĕп библиотека тата Пишпÿлекри «Вектор» çамрăксен центрĕ.
– Асăннă конкурса республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ачасем хутшăнни питĕ савăнтарать. Ăмăрту пире пурне те тăван чĕлхене юратни пĕрлештерсе тăнине çирĕплетет. Пирĕн ачасем хăйсен халăхĕпе мăнаçланаççĕ, халăх йăли-йĕркипе интересленеççĕ. Çавăнпа та эпир малашне те тĕрлĕ проектсем ирттерме палăртатпăр, – тет проект авторĕ Елена Ганиева.
Надежда ТАРАСОВА.
Пишпÿлек районĕ.

«Чăвашла ÿкеретпĕр»  конкурс çĕнтерÿçисем паллă
«Чăвашла ÿкеретпĕр»  конкурс çĕнтерÿçисем паллă
«Чăвашла ÿкеретпĕр» конкурс çĕнтерÿçисем паллă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: