Ăмăрту аслă тата кĕçĕн ушкăнсем хушшинче сакăр номинаципе - ачасем (кирек хăш ÿсĕмрен пуçласа вун сакăр çула çитиччен): арçын ача тумĕ; хĕр ача тумĕ; ушкăнпа ÿкнĕ сăн ÿкерчĕк (икĕ тата ытларах çын) тата аслисем: (вун тăхăр çултан пуçласа): арçын тумĕ; хĕрарăм тумĕ; ушкăнпа ÿкнĕ сăн ÿкерчĕк (икĕ тата ытларах çын); ăрусен çыхăнăвĕ; хăйне евĕрлĕ фото, ăна редакци ĕçченĕсем суйласа илчĕç – иртрĕ. Конкурса хутшăнас текенсен чăваш тумĕпе ÿкнĕ пĕр сăн ÿкерчĕке редакцие ярса памаллаччĕ. Унта хутшăнакансем хăйсен ячĕсене, хушамачĕсене тата миçе çултине палăртмаллаччĕ.
Конкурса Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен (Чăваш Ен, Тутарстан республикисем, Çурçĕр, Эренпур облаçĕ) тата республикăри районсенчен 111 сăн ÿкерчĕк тăратрĕç. Ăмăртăва хутшăнакансене «Урал сасси» хаçатăн «Вконтакте» социаллă сетьри ушкăнĕн подписчикĕсем хак пачĕç. Вĕсен тĕллевĕ хăйсен кăмăлне кайнă сăн ÿкерчĕкшĕн сас парасси пулчĕ. Сасăлав шучĕсем тăрăх «Хĕр ача чăваш халăх тумĕпе» номинацинче Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнчи Ева Федорова пĕчĕк чиперкке (3 çулта) - 465 сасă пухрĕ, мала тухрĕ. «Арçын ача чăваш халăх тумĕпе» номинацире Федоровка районĕнчи Ашкатар ялĕнчи Тимур Абдуллин (4 çулта) 130 сас пухса çĕнтерчĕ. «Чăваш халăх тумĕпе ачасем ушкăнпа ÿкнĕ сăн ÿкерчĕк» номинацире Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕре пурăнакан Ярослава Тихоновапа Динар Валеева çитекеннисем пулмарĕç (5 çулта) - 261 сас.
Çитĕннисем хушшинче «Хĕрарăмсем чăваш халăх тумĕпе» номинацире Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнчи Любовь Леонтьева (200 сасă) çĕнтерчĕ. «Арçынсем чăваш халăх тумĕпе» номинацире Мияки районĕнчи Суккул ялĕнчи Владислав Архиповшăн ытларах сас пачĕç (50 сасă). «Чăваш халăх тумĕпе аслисем ушкăнпа ÿкнĕ сăн ÿкерчĕк» номинацире Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнчи Роза тата Юрий Михайловсем 123 сасă пухса мала тухрĕç. «Ăрусен çыхăнăвĕ» номинацире Пелепей хулинчи Марина Куляковапа Арина Афанасьевана (130 сасă) çитекеннисем пулмарĕç. «Редакци суйласа илнĕ хăйне евĕрлĕ сăн ÿкерчĕк» номинацин çĕнтерÿçисем Ермеккей районĕнчи Кăратмас ялĕнчи Вера, Андрей, Софья, Анна, Алексей Борцовсем тата Владимирпа Зоя Колесниковсем пулса тăчĕç. Вĕсен сăн ÿкерчĕкне «Урал сасси» хаçатăн 2022 çулхи календарьне тунă чухне усă курăпăр. Ытти илемлĕ сăн ÿкерчĕксене (суйласа илсе) хаçат страницисенче вырнаçтарăпăр.
Тата çакна та палăртса хăварас килет, конкурса хутшăннă кашни сăн ÿкерчĕк электронлă дипломсене тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçĕсем парнесене хулара пулнă май кĕрсе илме пултараççĕ. Сирĕн енне пынă май хамăр та кĕртсе хăварăпăр. Пирĕн конкурса хутшăнса хăвăрăн сăн ÿкерчĕкĕрсемпе савăнтарнăшăн чунтан тав тăватпăр! Хаваспах чăваш халăхĕн тумĕсем пуян та хăйне евĕрлĕ пулнине курса килентĕмĕр. Сире пурнăçра çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр. Малалла та пирĕнпе пĕрле пуласса шанатпăр.
Кирек епле ăмăрту та, паллах, тавлашу çуратать. Эсир панă сĕнÿсене, канашсене малашне шута илĕпĕр. Ырă та ăшă сăмахăрсемшĕн пысăк тав.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.