Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пĕтĕмлетÿ
22 Июнӗн 2022, 12:00

Олимпиада пултаруллисене палăртрĕ

Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк факультетĕнче 5-11 классенче вĕренекен шкул ачисем тата студентсем валли онлайн мелпе республика шайĕнче чăваш чĕлхипе интернет-олимпиада иртрĕ.

Олимпиада пултаруллисене палăртрĕ
Олимпиада пултаруллисене палăртрĕ

Ăслăлăх ăмăртăвне Пелепейпе Çтерлĕ хулисенчи, Авăркас, Пишпÿлек, Пелепей, Давлекан, Кармаскалă, Мияки, Çтерлĕ, Çтерлĕпуç, Федоровка районĕсенчи вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илекен 70 вĕренекен хутшăнчĕ. Олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 5-8 классем хушшинче пĕрремĕш вырăна Кармаскалă районĕнчи Йăмран шкулĕнче вĕренекен Елена Макаровапа (7 кл.) Давид Кузьмин (6 кл.) (вĕрентекенĕ – Татьяна Козлова), Федоровка районĕнчи Ашкатар шкулĕн вĕренекенĕсем Виктория Петрова (6 кл.), Анжелика Селиверстова (5 кл.), Елизавета Русакова (6 кл.) (Татьяна Вальщикова) тивĕçрĕç.
9-11 классем хушшинче пĕрремĕш вырăна Давлекан районĕнчи Чуйăнчă-Николаевка ялĕнче вĕренекен Ангелина Лаврентьева (9 кл., Лидия Исаева) çĕнсе илчĕ.
Студентсем хушшинче малти вырăна ППУ Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн студенчĕсем Анфиса Салихова (3 курс), Кристина Никифорова (2 курс) тата Елена Романова (5 курс) тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнисен хушшинче çÿлерех асăннă факультетра пĕлÿ илекен Анастасия Федорована (3 курс), Элина Яковлевана (3 курс), Евгений Савельева (5 курс), Константин Петрова (1 курс), Елена Храмована (5 курс) палăртмалла.
Олимпиадăна хутшăннă вĕренекенсемпе студентсене, вĕсене хатĕрленме пулăшнă вĕрентекенсене пурне те ăшшăн саламлатпăр, тав тăватпăр, малашне те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Олимпиадăна хутшăннисем пурте электрон почта урлă çĕнтерÿçĕсемпе призерсен дипломĕсене, Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.
Лариса КОРОТАЕВА.
Çтерлĕ хули.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: