Паянхи Раççей çинчен
Эпир тĕнчери йĕрке тĕпрен улшăннă вăхăтра тăшманлă Хĕвел анăçпа уçă хирĕç тăрура пурăнатпăр. Пире пурне те пусмăрлама хăтланаççĕ, пирĕн çĕршыва хирĕç санкцисем йышăнаççĕ.
Апла пулин те эпир ура çинче çирĕп тăратпăр. Мĕншĕн тесен ЧĂНЛĂХ – ПИРĔН ЕНЧЕ! Унсăр пуçне пирĕнпе пĕрле хăйне евĕрлĕ чун-чĕм вăйĕ – мăн асаттесем Тăван çĕршыва юратма, ăна хÿтĕлеме ялан хатĕр пулма пиллесе хăварни.
Владимир Путин вăхăтĕнче паянхи Раççей хăйĕн мăнаçлăхне тата тĕнчери авторитетне тавăрма пултарчĕ. Çĕнĕ союзниксемпе партнерсем хушшинчи хутшăнусем çирĕпленеççĕ. Унсăр пуçне çĕршывăмăрăн экономика тата çар хăвачĕ ÿссе пырать. Çапла майпа Раççей аслă патшалăхсенчен пĕри пулса тăрать, тĕрĕслĕхпе нумай полярлă тĕнчене мала хурать.
Тăванла Донбасшăн шанчăклă тĕрев пулма тăрăшатпăр. Унта темиçе теçетке гуманитари конвойĕ, пиншер «халăх посылки» ăсатрăмăр. Çар хирĕç тăрăвĕсем пыракан зонăсенчен эвакуациленĕ çемьесене ăшшăн йышăнтăмăр. Паянхи кун Пушкăртстанри тухтăрсем Донбасс территорийĕнче хăйсен тивĕçне вахта мелĕпе пурнăçлаççĕ. Строительсемпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем Красный Лучра, Мариупольте темиçе теçетке пурăнмалли çурта, инженерипе çул-йĕр инфраструктурине юсарĕç, хăпартрĕç.
Эпир мĕнпур республикипе ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕмĕрсемшĕн пăшăрханатпăр. Вĕсем киле ырă-сывă таврăнччăр тесе кĕл тăватпăр, май килнĕ таран пулăшатпăр.
Ялти нушасем çинчен
Аграри ĕçченĕсем уйрăм тав сăмахне тивĕç. Кăçал вĕсем хастар ĕçлерĕç. Вунă уйăх хушшинче ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси 25% яхăн ÿсрĕ, унăн экспорт калăпăшне сыхласа хăвартăмăр. Çĕр ĕçченĕсем 5 млн тонна ытла тĕш тырă çапса илчĕç, 30 çулхи рекорд хыçа юлчĕ. Тăватă млн тоннăпа танлашакан тухăç пирĕншĕн кулленхи пулăм евĕр пулса тăмалла тесе шутлатăп. Темиçе çултан - 5 млн тонна та. Çакă кабинетра ларса ĕмĕтленни кăна мар, тĕплĕ шухăшланă плансемпе çыхăннă.
Республикăра паянхи кунччен пушă выртакан тата усă курман çĕрсем пурри пăшăрхантарать. Çитес çул ял хуçалăх енĕпе усă курма юрăхлă çĕрсене инвентаризаци тума хушатăп. 2024 çул тĕлне пушă выртакан пĕр гектар çĕр те пулмалла мар.
Эпир ял-саласенчи урамсене çутăпа тивĕçтерессипе çыхăннă программăна, ăна кăшăлвирус сарăлнă вăхăтра чарса лартнăччĕ, тепĕр хут хута яратпăр. Çитес çултан çакна пурнăçа кĕртме 300-шер миллион тенкĕ уйăрăпăр. Ача сачĕсемпе шкулсем, поликлиникăсемпе больницăсем патне выртакан çулсене çутăпа тивĕçтермелле.
Пĕчĕк тăван çĕршывшăн
тумалли ĕçсен çулталăкĕ
2023 çул Пĕчĕк тăван çĕршывшăн усăллă ĕçсем тумалли çулталăк пулĕ. Пирĕн кашнийĕн эпир çуралнă, пĕрремĕш утăм тунă, унта шкул пĕтернĕ тăван кĕтес пур. Эпĕ хамăн ялта пилĕк çул пурăннă, тепри – вуннă, виççĕмĕшĕ – çирĕм. Хăшĕ-тĕр вара хăй ĕмĕрне çавăнта ирттернĕ. Такам-тăр ялта çуралнă, такам-тăр – хулара. Апла пулин те кашни çыннăн хăйĕн тымарĕсемпе çыхăну, тăван кĕтесшĕн пĕр-пĕр ырă ĕç тума кăмăлĕ пур. Кам-тăр пысăк ĕç тума хатĕр, хăшĕ-тĕр – пĕчĕккине. Енчен те пурте пĕрле çĕршывшăн пĕр-пĕр ырă ĕç пурнăçа кĕртсен кăтарту лайăх пулмалла.
Ĕç çыннин пĕлтерĕшĕ çинчен
Иртнĕ çулхине пирĕн промышленность 8 процента яхăн ÿсрĕ, кăçалхи 10 уйăх хушшинче – 2,8%. Вăл малалла та аталанасси питĕ пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен кашни çĕнĕ предприяти, çĕнĕ цех кăтарту ÿстĕр тата çынсен пурнăçĕ лайăхлантăр тесе ĕçлет.
Республика çăмăл тата вăрман промышленноçĕсене, халăх промыслисене малашне те пулăшу парĕ. Çитес çулта инвалидсем валли реабилитаци иртме техника хатĕрĕсем туса кăларакан производствăпа çыхăннă, çавăн пекех хурт-хăмăр ĕçне пулăшу памалли программăсем вăй илĕç.
Паян республикăра ĕçсĕрлĕх шайĕ пĕчĕк. Çакă факт. Анчах пире урăх япала пăшăрхантарать – предприятисенче çынсем çитменни. Çавăнпа пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл кадрсем хатĕрлесси пулса тăрать. Çак ыйту пирĕн республикăшăн, экономикăшăн тата малалла аталанас ĕçре питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпир Ĕç Çынни пирĕн пурнăçра тĕп вырăн йышăнтăр тесе тăрăшмалла.
Вырăнти çулсене юсама
чылай укçа-тенкĕ
Регионти тата муниципаллă пĕлтерĕшлĕ çулсене ытларах юсамалла. Республика правительствине çитес çулта вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене тума, вĕсене тĕпрен юсама хушма тăватă миллиард тенкĕ уйăрса пама хушатăп. Çавăн пекех кашни район ялти çулсем çине вак чул сапма 10-шар млн тенкĕ илме тивĕçĕ. Йывăрлăх кăларса тăратакан çулсем тăрăх юсав ĕçĕсен графикне хатĕрлемелле, ăна çынсем патне çитермелле.
Шкулсене юсассипе çыхăннă тăкаксем вунă хут ытла ÿснĕ
Тăватă çул хушшинче республикăра 44 шкулпа 59 ача сачĕ хăпартнă, юсанă. Владимир Путинăн шкулсене тĕпрен юсассипе çыхăннă программи шайĕнче икĕ çул хушшинче çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме 6,5 млрд тенкĕ уйăрса парăпăр. Çапла майпа 140 шкул çуртне юсăпăр, ытларах ялсенчисене. Маларах çакăн пек кăтартусем пулман. Укçа-тенкĕ пур çулсенче те çакна пурнăçлама 600 миллион тенкĕрен ытла тăкакламан.
Пирĕн тĕллев – педагог профессийĕн пĕлтерĕшне ÿстересси. Шкулсенче, ытларах ялсенче, çамрăк специалистсем çитменни сисĕнет. Çавăнпа правительствăна çитес çултан ял тăрăхĕсенче ĕçлекен çамрăк учительсен грант виçине 150 пин тенке çитерме ыйтатăп.
Пур çĕртре те тухтăрсем пулччăр
Юлашки виçĕ çул хушшинче эпир 250 ФАП, пилĕк тухтăр амбулаторийĕ хăпартрăмăр, пуçтарса лартрăмăр. Паянхи кун та çак ĕç малалла пырать. Пирĕн тĕллев – малтанхи звенона çирĕплетесси. Çын шăнкăравласа илеймесĕр участокри тухтăр е пĕр-пĕр специалист патне çырăнайманнине тĕп тумалла.
Пенсионерсем валли экскурсисем йĕркелеме икĕ хут ытла укçа-тенкĕ
«Пушкăртстанри вăрăм ĕмĕрлĕх» программа тивĕçлĕ канури çынсен кăмăлне кайрĕ. Кăçал 10 пин пенсионер республика тăрăх çÿл çÿреве кайма пултарчĕ. Правительствăна çак программа валли икĕ хут ытла укçа-тенкĕ уйăрма ыйтатăп. Çитес çулта 20 пин ытла тивĕçлĕ канури çын унпа усă курма пултартăр.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.