Конкурсăн тӗллевӗ хӗрарӑм-аннене хисеплеме вĕрентесси, ҫемье хаклӑхне ҫирӗплетесси, сывӑ та килӗшӳллӗ ҫемье хисепне ӳстересси пулса тăчĕ.
Тăватă эрне хушшинче конкурса хутшăнма кăмăл туса 97 заявка ярса пачĕç. Вĕсем Пушкăртстан Республикинчи Мияки, Авăркас, Федоровка, Ĕпхÿ, Пелепей, Ермеккей, Пишпÿлек, Çтерлĕ, Кăрмăскал, Давлекан районĕсенчен, Ĕпхÿ, Çтерлĕ, Пелепей, Октябрьский хулисенчен тата регион тулашĕнчен: Чăваш Республикинчен, Ноябрьск, Сургут, Нижневартовск хулисенчен килсе çитрĕç.
«Анне çумра пулсан, тĕнче асамлăхпа тулли» конкурс тăватă номинаципе иртрĕ. Пĕтĕмĕшле 7145 çын хăйне килĕшнĕ сăн ÿкерчĕкшĕн сасăларĕ. «Эпĕ - анне» номинацире хĕрарăм хăйĕн ачисемпе ÿкнĕ сăн ÿкерчĕкне редакцине ярса памаллачĕ. Унта 340 сасă пухса Авăркас районĕнчи Мăйлăпукан ялĕнчи Людмила Федорова мала тухрĕ. Вăл - нумай ачаллă анне. Вăл виçĕ хĕре пурнăç панă. Халĕ вĕсем çитĕнсе çитнĕ ĕнтĕ, телейлĕ кукамая тăватă мăнук парнеленĕ. Паянхи кун Людмила Евграфовна тивĕçлĕ канура. Унччен маларах колхозра бухгалтер, ял вулавăшĕнче библиотекарь пулса тăрăшнă. Хуçалăхри ĕçсене пĕтерсен Людмила Федотова аллине кĕнеке тытать. Вуласси уншăн пысăк киленÿ пулса тăрать. Çавăн пекех хăйĕн ачисене яланах тутлă апатсем хатĕрлесе кĕтсе илет.
Иккĕмĕш номинацире, «Икĕ чĕре, икĕ пурнăç», ача кĕтнĕ вăхăтра тунă сăн ÿкерчĕк тăратмаллаччĕ. Кунта вара Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнчи Юлия Яковлева 330 сасă пухса çĕнтерчĕ. Юлия мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтереççĕ, вĕсен икĕ ывăл та пĕр хĕр. Паянхи кун Юлия декрет отпускĕнче тăватă уйăхри хĕрне пăхать. Маларах вăл район вулавăшĕнче библиотекарь пулса тăрăшнă. Аслă Никита ывăлĕ пианино калассипе интересленет. Юлиан ывăлĕ футболпа кăсăкланать, час-часах хăйĕн командипе парнеллĕ вырăнсем йышăнать. Юлия Яковлева пушă вăхăтне сад пахчинче ирттерет, пÿртре те, кил картинче те чечексем ĕрчетет, тутлă апат пĕçерет. Çавăн пекех чăвашла сăвăсем çырать.
«Аннен куçĕсем» номинацинче хĕрарăм портретне редакцие çитермеллеччĕ. Çак номинацире Çтерлĕ хулинчи Зинаида Осипова хăйĕн сăн ÿкерчĕкĕпе пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Вăл нумай ачаллă çемьере ÿснĕ май хăй те нумай ача амăшĕ пулса тăнă. Унăн икĕ хĕр те пĕр ывăл тата тăватă мăнук. Паянхи кун Зинаида Евстафьевна сывлăх сыхлав сферинчи уйрăм предприниматель. Çавăн пекех вăл нутрициологпа диагност специализацисене алла илнĕ. Час-часах сывлăх сыхлав темипе семинарсем ирттерет. Зинаида Осипова - ырă та уçă кăмăллă, çынсене хăйĕн патне туртакан çын. Вăл яланах пурне те пулăшма хатĕр, час-часах спонсорла пулăшу та парать.
Юлашки, «Кашни анне хаклă» номинацире, вăрах вăхăт кĕрешнĕ хыççăн Çтерлĕ хулинче пурăнакан Анастасия Ефремова çĕнтерчĕ. Вăл икĕ ача амăшĕ. Вун тăватă çулхи Александр ывăлĕ тата вун икĕ çулхи Владлена хĕрĕ вара «Самбо» кĕрешÿ секцине çÿреççĕ. Тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса пĕрре мар республика шайĕнче парнеллĕ вырăнсем йышăннă. Анастасия Владимировна ача садĕнче ӗҫ сыхлавӗн специалисчӗ (специалист по охране труда) пулса ĕçлет. Пушă вăхăтне вара усăллă ирттерме тăрăшать. Вăл çекĕлпе те, йĕппе те çыхма ăста. Тĕрлĕ йышши салфеткăсем, мунчаласем, кĕпесем çыхать тата тĕрлет. Унсăр пуçне Анастасия спортпа та питĕ туслă, вăл йĕлтĕрпе ярăнассипе тата ишессипе кăсăкланать. Çавăн пекех хăйĕн ачисемпе Пушкăртстан Республикин паллă вырăнĕсене çитсе курма тăрăшать.
Кашни номинацире çĕнтерÿçĕсене редакци парни кĕтет. Хальхинче вăл шÿлкеме (нагрудное украшение) пулĕ. Шÿлкемесене пирĕн ентеш, халĕ Чăваш Республикинчи Етĕрне районĕнчи Лапракасси ялĕнче пурăнакан Виктория Иванова, ятарласа ăсталаса пачĕ. Пысăк тав ăна çавăншăн.
Çĕнтерÿçĕсене ăшшăн саламлатпăр. Парнесене хулара пулнă май кĕрсе илме пултаратăр. Çывăх вăхăтра пурне те электронлă дипломсене ярса парăпăр. Пур участника та пирĕн конкурса хутшăннăшăн пысăк тав. Сире çирĕп сывлăх, ăнăçу, çемьере татулăх сунатпăр. Анне вăл – тĕнчери чи хаклă çын. Çавăнпа та хисеплер ăна, упрар, май пур таран тимлĕх уйăрма тăрăшар.
Татьяна ИВАНОВА.