Нумаях пулмасть вара, март уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнче «Формирование функциональной грамотности обучающихся в процессе обучения родному (татарскому, чувашскому) языку и литературе» регионсем хушшинчи наукăпа методика семинарĕ иртрĕ. Унтах конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене чысларĕç. Паянхи номерте хамăрăн вулакансене вĕсемпе тĕплĕнрех паллаштаратпăр.
I вырăна Дарья Захарова (4 кл., Пишпÿлекри 1 № шкул, вĕрентекенě – М.И. Захарова), Ирина Юдина (8 кл., Федоровка районĕ, Урал шкулĕ, Е.Н. Васильева), Полина Макеева (9 кл., Эрехĕрри шкулĕ, Ермеккей районĕ, М.С. Ильина), Светлана Дурасова (10 класс, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, Н.М. Глухов), Ольга Никитина (II курс, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕ, Л.А. Афанасьева) çĕнсе илчĕç.
Саккăрмĕш классем хушшинче конкурса хастар хутшăнса призерсен ретне Варвара Павлова (7 кл., Пелепей районĕ, Ярмулай шкулĕ, Т.А. Алексеева), Арианна Андреева (8 кл., Федоровка районĕ, Урал шкулĕ, Е.Н. Васильева), Елизавета Русакова, Анастасия Федорова (8 кл., Федоровка районĕ, Ашкатар шкулĕ, Т.Н. Вальщикова), Дарья Бабушкина (8 кл., Пелепей хулинчи 1№ шкул, С.В. Игнатьева), Арсений Герасимов (8 кл., Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ, Т.Н. Козлова), Мария Леонтьева (8 кл., Давлекан районĕ, Канчăлав шкулĕ, Л.Н. Иванова) кĕме пултарчĕç.
Тăххăрмĕш классем хушшинче призер ятне Полина Максимова, Савелий Петров, Анастасия Иванова (9 кл., Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ, Л.Н. Павлова), Варвара Петрова (9 кл., Давлекан районĕ, Чуйăнчă-Николаевка шкулĕ, Л.В. Исаева), Елизавета Виноградова (9 кл., Авăркас районĕ, Треппел шкулĕ, И.Р. Виноградова), Арина Артемьева (9 кл., Авăркас районĕ, Степановка шкулĕ, вĕрентекенě – А.П. Артемьева), Ангелина Сидорова (9 кл., Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, Н.М. Глухов), Татьяна Макарова (9 кл., Пишпÿлек районĕ, Пишпÿлекри 3№ шкул, вĕрентекенě – Л.Ф. Семенова) тивĕçлĕ пулчĕç.
10-11 классенчи призерсене палăртма та кăмăллă: Вероника Никитина (10 кл., Ĕпхÿ хули, П.М. Миронов ячĕллĕ Чăваш вырсарни шкулĕ, вĕрентекенěсем – Л.Н. Пашина, Г.Ю. Кириллова), Юлия Семенова (11 кл., Авăркас районĕ, Семен шкулĕ, Г.В. Иванова), Татьяна Павлова (10 кл., Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал шкулĕ, вĕрентекенě – М.Р. Павлова), Анастасия Михайлова (10 кл., Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, Н.М. Глухов).
Студентсен хушшинче Татьяна Иванова (II курс), Константин Петров (III курс) (Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕ, вĕрентекенĕ – Л.В. Коротаева), Екатерина Михайлова (Ĕпхÿ хулинчи апат-çимĕçпе сервис колледжĕн филиалĕ, Р.Р. Каримова) призерсем пулса тăчĕç.
Конкурса хутшăнма кăмăл тунă шкул ачисемпе студентсене, вĕсене хатĕрлекен вĕрентекенсене, парне илме укçа-тенкĕпе пулăшнă Алексей Петров уйрăм предпринимателе тата Светлана Прохорована чунтан тав тăватпăр.
Лариса КОРОТАЕВА,
филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ, доцент.