Пур хыпар та
Пĕтĕмлетÿ
21 Майӑн , 11:55

«Эпĕ – куçаруçă» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн тутар тата чăваш кафедрин никĕсĕ çинче апрель уйăхĕн 10-26-мĕшĕсенче «Эпĕ – куçаруçă» республика шайĕнчи конкурс иртнĕ. Ăна чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă.

«Эпĕ – куçаруçă» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ
«Эпĕ – куçаруçă» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

Конкурс условийĕсемпе килĕшÿллĕн унта хутшăнакансен ĕçĕсене «Илемлĕ текста вырăсларан чăвашла куçарасси» номинаци тăрăх йышăннă. Пурĕ Пушкăртстан Республикинчи тата Чăваш Енри шкулсенчен 30 ĕç тăратнă. Жюри членĕсем текста туллин куçарнине, текст оригинала тивĕçтернине, чĕлхе нормисене пăхăннине, грамматика конструкцийĕсене тĕрĕс куçарнине, чĕлхене пĕлнине хак панă. Çапла майпа 30 ытла конкурс ĕçĕнчен чи лайăххисене суйласа илнĕ. Халĕ сире çĕнтерÿçĕсемпе тата призерсемпе паллаштаратпăр.
I вырăна Татьяна Павлова (10 кл., Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал шкулĕ, вĕрентекенĕ – М.Р. Павлова), Дарья Ярославцева (11 кл., Чăваш Республики, Шупашкар районĕ, Мăнал вăтам шкулĕ, А.Ю. Московцева) çĕнсе илнĕ.
II вырăна Арина Артемьева (9 кл., Авăркас районĕ, Степановка шкулĕ, А.П. Артемьева); Светлана Дурасова тата Карина Петрова (10 кл., Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, Н.М. Глухов), Анастасия Григорьева (11 кл., Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, Н.М. Глухов), Ольга Никитина (II курс, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕ, Л.В. Коротаева) тивĕçлĕ пулнă.
III вырăна Елена Мелидова (9 кл., Чăваш Республики, Шупашкар районĕ, Мăнал вăтам шкулĕ, А.Ю. Московцева), Снежана Сафронова (9 кл., Авăркас районĕ, Степановка шкулĕ, А.П. Артемьева), Елена Данилова (9 кл., Авăркас районĕ, Нукасак шкулĕ, Л.Ф. Осипова), Елизавета Русакова (9 кл., Федоровка районĕ, Ашкатар шкулĕ, Т.Н. Вальщикова), Арина Кузнецова (9 кл., Çтерлĕ районĕ, Ямансас ялĕ, Е.М. Маркелова), Аделина Сагитова тата Святослав Потапов (11 кл., Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, Н.М. Глухов), Кристина Никифорова (IV курс), Константин Петров (III курс) тата Татьяна Иванова (II курс) (Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕ, Л.В. Коротаева) пайланă.
Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, малашне те тĕрлĕ конкурссене хастаррăн хутшăнса мала тухма сунатпăр.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Çтерлĕ хули.

«Эпĕ – куçаруçă» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ
«Эпĕ – куçаруçă» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: