Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пĕтĕмлетÿ
23 Июлӗн , 14:40

Хаçата чунтан парăннисем парнеллĕ пулчĕç

Июль уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Урал сасси» хаçат редакцийĕнче чăваш кăларăмне 2024 çулăн иккĕмĕш çур çулне çырăннисем хушшинче лотерея вылявĕ иртрĕ.

Хаçата чунтан парăннисем парнеллĕ пулчĕç
Хаçата чунтан парăннисем парнеллĕ пулчĕç

Юлашки çулсенче «Урал сасси» хаçата çырăнса илекенсем хушшинче парне выляттарасси вăй илсех пырать. Лотерея вылявĕ пекех иртет вăл. Унăн тĕп условийĕ – хаçата çырăннин квитанцине е копине редакци почтине ярса парасси. Ку хутĕнче вылява хутшăнас тĕллевпе редакцие чăваш кăларăмне çырăннă 79 çын квитанци ярса пачĕ.
«Пушкăртстан Республики» Издательство çурчĕ чăваш хаçатне çырăнакансем хушшинче лотерея вылявĕ ирттерме 17 парне уйăрса пачĕ. Парнесем тĕрлĕрен пулчĕç. Кил хуçалăхра усă курмалли вак-тĕвексенчен пуçласа суперприз таранах. Ку хутĕнче квитанцисене редакцие ярса парса вылява хутшăннисенчен çаксем парнеллĕ пулчĕç:
А.Н. Русаков (Федоровка районĕ, Федоровка ялĕ) – хупăллă пластмасс чашăк;
В.Л. Семенова (Пелепей хули) – пахча çимĕçе, е вĕсене сиен кÿрекен хурт-кăпшанка сапмалли хатĕр (опрыскиватель);
Н.Я. Иванов (Пишпÿлек районĕ, Кенгер-Менеуз ялĕ) – сĕтел çи теннис вылямалли набор;
А.Л. Андреев (Пишпÿлек районĕ, Йăлпăлак ялĕ) – канфет хумалли кĕленче ваза;
С.А. Мельникова (Мияки районĕ, Еспуç ялĕ) – автомашина чÿречи çине çакмалли карă;
Н.К. Никитина (Пелепей хули) – стакансен пуххи;
И.И. Егорова (Пелепей хули) – машинăна юртан тасатмалли щетка;
В.С. Леонтьева (Мияки районĕ, Тимеш ялĕ) – йывăç касмалли пĕчĕк пăчăкă;
А.И. Леонтьев (Пишпÿлек районĕ, Калиновка ялĕ) – кашăк айне хумалли хатĕр;
Ю.Д. Иванова (Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ) – отверткăсен пуххи;
Р.М. Павлов (Пелепей хули) – пластмасс авăрлă тимĕр щеткăсен пуххи;
Х.П. Михайлова (Пишпÿлек районĕ, Кенгер-Менеуз ялĕ) – хупăллă, çаврака пластмасс контейнер;
Н.П. Тарасова (Пишпÿлек ялĕ) – пластмасс витре;
Г.Г. Аблясова (Пелепей хули) – пластмасс таз;
А.А. Федорова (Куюргазă районĕ, Павловка ялĕ) – чиене тĕшшисенчен тасатмалли хатĕр;
Г.М. Ларионов (Шаран районĕ, Хурамал ялĕ) – салат савăчĕсен пуххи.
Тĕп парнене (манты пĕçермелли савăт) Ермеккей тăрăхĕнчи А.Г. Васильева тивĕçрĕ. Алевтина Григорьевна – педагогика ĕçĕн ветеранĕ, хаçата мĕн тухма пуçланăранпах çырăнса илет. Апла пулсан парне хăйне тивĕçлĕ хуçа шыраса тупрĕ. Алевтина Григорьевнăна малашне те пирĕн хаçатпа пĕрле пулма çирĕп сывлăхпа вăрăм кун-çул, хавхалануллă кăмăл-туйăм сунатпăр.
Вылява хутшăннисене пурне те тав тăватпăр, çитес лотерейăна хутшăнса татах та хăвăр шăпăра тĕрĕслесе пăхма сĕнетĕп. Хальхинче çĕнтерейменнисен те кулянма кирлĕ мар. Вĕсем çур çул тăршшĕпех хаçата вуласа киленме пултараççĕ. Парне илме килекенсене редакцире 9.00-18.00 сехетсенче (вырсарни кунпа шăмат кунсăр пуçне) кашни кун кĕтепĕр. Килсе çÿреме май çуккисене редакцие шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр. Вĕсен парнисене çула май камран та пулсан парса ярăпăр е командировкăсенче пулнă май хамăр кĕртсе парăпăр. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8 (347 86) 4-12-78 (тĕп редактор), 8 (347 86) 4-12-78 (корреспондентсем).
Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: