Çĕршыв президенчĕпе регион пуçлăхне суйлани
Çулталăкри тĕп политика пулăмĕсенчен пĕри, шăпах унран çĕршыв аталанăвĕ кăна мар, тĕнчери лару-тăру та килнĕ, март уйăхĕнче Раççей президентне суйлани пулса тăнă. Республикăра суйлава хутшăннисен кăтартăвĕ рекордлă çÿллĕ шайра пулнă – 84%. Паянхи кун президент тивĕçне пурнăçлакан Владимир Путиншăн суйлавçăсен 90% сасăланă, çакă Пушкăртстанра пурăнакан 2,5 млн çынпа танлашать.
Сентябрь уйăхĕнче республика пуçлăхĕн суйлавĕ иртнĕ. Радий Хабиров иккĕмĕш срока суйланма кăмăл туни паллă пулнă: вăл пĕрремĕш пилĕкçуллăха ăнăçлă ĕçленĕ, пысăк проектсем нумай хута янă, вĕсене вĕçлемелле. Хăйĕн тĕллевĕсене вăл асăннă девизпа палăртнă: «Пушкăртстанра çынсем вăрах, тивĕçлĕ тата килте пурăнмалла».
ПР Пуçлăхĕн суйлавне хутшăннисен шучĕ 72,34 процентпа танлашнă. Çакă лайăх кăтарту – çĕршыври чи пысăккисенчен пĕри. Радий Хабировшăн суйлавçăсен 80% ытла çын сасăланă. Икĕ суйлава та суйлавçăсем чылайăн хутшăнни çынсем влаçа шаннине, вĕсем çирĕплĕхе суйласа илнине, тепĕр темиçе çултан регионпа тата çĕршывпа мĕн пуласси пĕрех маррине кăтартса парать.
Экономика ÿсĕмĕ
Пĕтĕм Раççей пекех, республикăн та санкцисемпе инфляцисен условийĕсенче ĕçлеме тивет. Анчах пирĕн экономика парăнмасть. Промышленность производствин, суту-илÿ тата çурт-йĕр строительствин кăтартăвĕсем ÿсеççĕ. Республика инвесторсене бизнеса илсе пыма хăтлă условисем туса пама пултарнăран инвестицисем ÿсеççĕ. Кăçал регион Инвестклиматăн наци рейтингĕнче хăйĕн позицийĕсене лайăхлатнă, виççĕмĕш вырăна куçнă. Çĕнĕ проектсем хута янипе çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлаççĕ. Ĕлĕк кризис яланах ĕçе çухатнипе, ĕç укçи чакнипе вĕçленнĕ пулсан, хальхи лару-тăрура производствăсенче ĕçлеме алăсем çитмеççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекенсем ĕç укçине ÿстерме, специалистсене хăйсен патне явăçтарма хатĕр.
Республика тулашри экономика çыхăнăвĕсене тухăçлă йĕркелет. Регионăн ĕçтешĕсем хушшинче 100 ытла патшалăх, çав шутра Беларусь, Узбекистан, Китай, Иран, ОАЭ, Казахстан. Ноябрь уйăхĕнче Ĕпхĕве Раççейпе Казахстанри регионсем хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусен ХХ юбилейлă форумне йышăнма шаннă.
Вăйлă экономика Пушкăртстана ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене пур енчен те пулăшма май парать. 2024 çулта асăннă тĕллеве пурнăçа кĕртме регион 10 млрд тенкĕ ытла уйăрнă.
Парксем, скверсем,хăрушлăхсăр çулсем ытларах
Республикăра пысăк хуласем те, пĕчĕк ялсем те палăрмаллах улшăнса пыраççĕ. Илемлĕ, тирпейлĕ парксем, скверсем нумайланаççĕ, подъездсем çĕнелеççĕ, «Пушкăрт картишĕсем» программа тăрăх картишсенче хальхи саманана тивĕçтерекен ача-пăча тата спорт площадкисем тăваççĕ. Ĕпхÿ хули 450 çул тултарнă тĕле пысăк проектсем пурнăçланă: Кĕрешÿ керменĕ, кĕсмен каналĕ, Фехтовани центрĕ тата ытти те хăпартнă.
Кăтартусене кура федераци центрĕ региона, çав шутра транспорт инфраструктурине аталантарассипе çыхăннă проектсене, ытларах та ытларах укçа-тенкĕ уйăрать. Март уйăхĕнче Хĕвелтухăç енчи çула уçнă, паян специалистсем тоннеле Галле Округĕ урампа çыхăнтараççĕ. Пугачев урамне çĕнетесси те малалла пырать, Шакша кĕперне тĕпрен юсас ĕç вĕçленет.
Пушкăртстан шкулсене çĕнетес енĕпе малта
2024 çулта шкулсене тĕпрен юсамалли президент программипе килĕшÿллĕн республикăри 146 çурта çĕнетнĕ. Планра - тата 88 вĕренÿ учрежденине йĕркене кĕртесси, 16 ача сачĕпе çичĕ колледжа юсасси. Федераци укçи-тенкисĕр пуçне Пушкăртстан колледжсене çĕнетес ĕçе хăйĕн укçине те хывать. Вĕсене юсанисĕр пуçне хальхи оборудованипе те тивĕçтерет. Республика ĕç рынокĕ валли хăйĕн кадрĕсене ÿстермелле.
Радий Хабиров пуçарнипе регионта педагогсене санаторие каймалли путевкăсем парса хавхалантарма йышăну тунă. Грантсем парасси те малалла тăсăлать: 2024 çулта 150 специалист 690 пиншер тенкĕлĕх грант илнĕ. Шкул çулчченхи педагогсене пуçласа укçа-тенкĕ парса хавхалантарнă – çакăн йышши пулăшу Раççейĕн пĕр регионĕнче те çук. 75 воспитатель 575 пин тенкĕшер грантсем илме тивĕçнĕ.
Унсăр пуçне çĕнĕ шкулсем хăпартаççĕ. 2024 çулта тăватă шкул хута янă, вуннă ытла шкул – строительство процесĕнче. Кăçал Ĕпхÿре республикăри математика лицейĕ-интернатне хăпартма пуçланă.
Медицина аталанăвĕ
Сывлăх сыхлавне модернизациленине пула Пушкăртстанра пурнăç вăрăмăшĕ 73,2 çулпа танлашать, ачасем вилесси икĕ хут чакнă.
2024 çулта Ĕпхÿре республикăри ача-пăча клиника больницин ача-пăча гематологийĕпе онкологи центрĕ уçăлнă. Регионти 66 больницăна юсаса çĕнетнĕ. Çулталăк хушшинче тăватă пин ытла медицина оборудованийĕ, 206 санитари автомобилĕ туяннă, ялсенче хăвăрт пуçтарса лартакан 130 ФАП вырнаçтарнă. Вĕсенче кашнинче тенĕ пекех интернет пур, çавна пула медицина ĕçченĕсем телемедицина консультацийĕсем ирттерме, дистанциллĕ ЭКГ тума, электронлă больница хучĕсемпе рецептсем çырса пама пултараççĕ. Республикăра «сывлăх поезчĕсем» малалла ĕçлеççĕ. Çулталăк хушшинче вĕсем 300 ытла ял-салара пулнă, 169 пин йышăну йĕркеленĕ.
«Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ» программăсем тăрăх 2024 çулта 162 медицина ĕçченĕ 500 пинрен пуçласа 1,5 млн тенкĕ таран, тухтăрсем «Пĕчĕк медицина организацийĕсем валли тухтăрсем» программăпа килĕшÿллĕн 1 млн тенкĕ таран тÿлевсем илнĕ.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.