Пушкăртстан Раççейĕн аталану çулĕпе çирĕп утать. Экономика тата укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсене пăхмасăр тĕреклĕ экономика тытса пыратпăр, халăх умĕнчи социаллă гарантисене пурнăçлатпăр.
2025 çулта çĕнĕ наци проекчĕсене пурнăçа кĕртме пуçларăмăр. Пĕтĕмĕшле çулталăк хушшинче тума палăртнисем пурнăçланчĕç. Федераллă бюджетран 37 млрд тенкĕ явăçтарнă, декабрь уйăхĕ тĕлне 33 млрд тенкипе усă курнă. Ку вăл 93% танлашать.Проблемăллă самантсем те пур. Сăмахран, 2024 çулта республика пурăнмалли çурт-йĕр хăпартассипе рекорд турĕ – 3,3 млн тăваткал метр хута ячĕ. 2025 çулта çак кăтартусем анса ларчĕç. Регион 11 уйăх хушшинче 2,152 млн тăваткал метр çурт-йĕр тума пултарнă. Кунта объективлă сăлтавсем пур, çавăнпа та правительствăна çак ыйтупа тухăçлăрах ĕçлеме хушу панă.
Çулсем çинче çынсем нумай вилеççĕ. Çак лару-тăрăва тĕпрен улăштармалла. Кăтартусем тăрăх, декабрь уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле çул-йĕр çинче вилнисен шучĕ – 400 яхăн çын. 2018 çулта вăл 550-па танлашнă.
Пушкăртстанра пурăнакансем çуркунне çитсен çулсене юсасси кая юлса пуçланни пирки нумай ыйту хускатрĕç. Влаçри çынсем ку енĕпе чылай критика илчĕç. Кунта объективлă сăлтавсем те пулчĕç – «Башкиравтодор» çине рейдерла тапăнни. Тем тесен те çакă питĕ те сисĕмлĕ те ыраттаракан тема. Халь урамра – хĕлле, çав вăхăтрах çул-йĕр ĕçченĕсене çуркунне çитиччен тумалли ĕçсене маларах палăртса хума хушнă.
Коммуналлă хуçалăхăн инфратытăмне çĕнетме 2027 çулччен çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăрнă – 4,2 млрд тенкĕ. Иртнĕ çул пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕн объекчĕсенче аварисемпе пăрăхсем шăтни чылай пулчĕ. Кунта эпир ыттисенчен уйрăлса тăмастпăр, çĕршывĕпе пур çĕрте те коммуналлă инфратытăм кивелнĕ. Авăркас тата Учалă районĕсене, шăпах çак тăрăхсенче пăтăрмахсем ытларах пулса иртнĕ, лару-тăрăва çăмăллатма резервран укçа-тенкĕ уйăрма тиврĕ. Çивĕч ыйтусене комплекслă татса парас тесен федераллă правительствăпа тачă çыхăнса ĕçлемелле.
Социаллă сфера çирĕп аталанчĕ. Эпир сывлăх сыхлав тытăмне çĕнетессипе тухăçлă ĕçленĕ: тăватă çĕнĕ поликлиникăпа больница хăпартнă тата тăххăррăшне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Çакă сывлăх сыхлав сферишĕн питĕ пысăк пулăшу шутланать. Больницăсемпе поликлиникăсем валли 100 ытла ятарлă автотранспорт тата 5 пин тĕрлĕ медицина хатĕрĕ туяннă. Лайăх та тивĕçлĕ кăтарту.
Вĕренÿ тытăмĕнче ырă та пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Вăтăр тăхăр ача сачĕн, шкулăн тата колледжăн çурчĕсене тĕпрен юсанă. Шкулчченхи учрежденисемпе (ача сачĕсемпе) туллин тивĕçтернĕ. Планпа палăртнă тăрăх Аслă шкулсен хушшинчи студентсен кампусĕ аталанать. 2025 çулта иккĕмĕш черетпе Геном центрĕ тата «21 шкул» уçăлнă.
Физкультурăпа спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Пирĕн республикăра çак ĕçе тăтăшах 2,3 млн çын хутшăнать. Эпир çĕршывра спорт сооруженийĕсен шучĕпе малта пыратпăр. Иртнĕ çул спорт объекчĕсем нумай хута ятăмăр, иккĕшĕ – çÿллĕ шайра хăпартнисем: иккĕмĕш черетри кĕсменçĕ (гребной) слалом тата çăмăл атлетсен манежĕ.
Республикăра ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшу парассипе тивĕçлĕ йĕрке çирĕплетнĕ. Вăл çĕршывра чи лайăххисенчен пĕри шутланать. Çак ĕçсене пурнăçлама тăкакланакан укçа-тенкĕ виçине икĕ хут ÿстернĕ, халĕ вăл 31 млрд тенке çитнĕ. Иртнĕ çул пулăшу памалли майсен шутне йышлăлатнă – паянхи кун вĕсем 54 çитнĕ.
Иртнĕ çулхи 9 уйăх хушшинче тĕп капитала хывнă инвестици виçи 445 млрд тенкĕпе танлашать. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ февраль-март уйăхĕсенче паллă пулĕ, анчах та маларах çакна палăртмалла: 2025 йывăр çулта та инвестици виçи ытти çулхисенчен пысăкрах пулас шанчăк пур. Ун чухне эпир тухăçлă çулсенче çеç мар, йывăр вăхăтра та инвесторсене явăçтарма пултарнине çирĕплетĕпĕр.
Пушкăртстанра инвестици аталанăвĕ Раççейри вăтам кăтартуран икĕ хут иртсе кайнине палăртмалла. Маларах инвесторсем республикăна килĕштерсех кайман, халĕ вĕсемшĕн алăксем уçă, пире шанаççĕ, системăллă пулăшăва та кашни утăмрах курма пулать. Наци рейтингĕнче республикăн инвестици климачĕн лару-тăрăвĕ иккĕмĕш çул виççĕмĕш вырăн йышăнать.
Эпир промышленноçа начар мар аталантаратпăр. Çĕнĕ кăтарту çуралчĕ, ăна дронофикаци рейтингĕ тетпĕр. Çак енĕпе эпир виççĕмĕш вырăнта. Регионсен Наци рейтингĕнче наукăпа технологи аталанăвĕнче çиччĕмĕш. Ку енĕпе пирĕн ĕçлемелли пур-ха.
Эпир индустри тата технопарксем шучĕпе малта. Раççейре промышленность кластерĕсем йĕркелессипе тата аталантарассипе пĕрремĕшсем. Пирĕн «Алга» хăйне евĕр экономика зони Наци рейтингĕнче Раççейри хăйне евĕр экономика зонисене инвестици илĕртĕвĕпе виççĕмĕш вырăн йышăнать. Пирĕн «Алга» 2020 çулта ĕçле пуçланă, эпир вара ытти вырăнсенче 2000 тата 2005 çулсенче пуçарса янă зонăсемпе ăмăртмалла ĕçлетпĕр. Кĕске вăхăт хушшинче пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă.
Республикăра креативлă экономикăна аталантарассипе системăллă ĕç туса ирттернĕ, пулăшу йĕркелемелли тытăм йĕркеленĕ, законсем кăларнă. Креативлă индустри кунне те çирĕплетнĕ, ăна август уйăхĕн 8-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Пушкăртстан Наци премин креативлă индустри сферинче чи лайăх виçĕ регион шутне кĕнĕ.
11 уйăх хушшинче ял хуçалăх таварĕсем туса кăларасси 7% ÿснĕ, унăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 266 млрд тенкĕ урлă каçнă. Эпир тахçанах ял хуçалăхĕ тухăçлă та тупăшпа ĕçлекен отрасль пуласса кĕтнĕ. 2025 çулта 10,8 млрд тенкĕлĕх 2 пин ытла пысăк тухăç паракан техника туяннă.
Иртнĕ çулта республикăра тÿрĕ эфирпа правительствăн 46 канашлăвне ирттернĕ. Вĕсенче 175 ыйтăва (кулленхи пурнăçри мĕнпур аспектсене пырса тивеççĕ) пăхса тухнă. Ыйтусен пиллĕкмĕш пайĕ социаллă сферăна тата сывлăх сыхлавне пырса тивнĕ. Кашни вуннăмĕш ыйту пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕпе çыхăннă, кашни вун пиллĕкмĕшĕ – вĕренÿпе тата ял хуçалăхĕпе. Мĕнпур кăтартусем тăрăх 209 хушу панă, вĕсенчен çурри ытла пурнăçланнă.
Пирĕн управлени команди малашлăх çине аталанулăхпа, çирĕплĕхпе тата шанчăкпа пăхнине кăтартса парать. Пушкăртстанра пурăнакансен ырлăхĕшĕн ĕçлесе ырă та лайăх аталанăва упраса хăварасси пирĕншĕн тĕп тĕллев пулса тăрать.
Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.