Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
20 Мартӑн 2019, 14:01

Ярмулай шкулĕнчи спортзалăн тăрри ишĕлсе аннă

Регионти кризислă лару-тăру управленийĕн центрне март уйăхĕн 7-мĕшĕнче ирхине Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи шкулăн спортзал тăрри ишĕлсе анни çинчен пĕлтернĕ. Ишĕлнĕ лаптăк 72 тăваткал метрпа танлашнă.

- Аманнисем тата вилнисем çук. Çурт ишĕлсе аннин сăлтавне тĕпчеççĕ‚ - тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанăн МЧС пресс-служби.
2018 çулхи апрель уйăхĕнчен пуçласа спортзалта занятисем ирттерме чарăннă. Мĕншĕн тесен вăл авариллĕ пулнине йышăннă. Шкул зданийĕ вара инкек курман.
Пелепей район администрацин информаципе аналитика пайĕн ĕçченĕ Светлана Шириня пĕлтернĕ тăрăх‚ Вĕрентÿ управленийĕн ертÿçи Наталья Лаврова 2019 çулхи март уйăхĕн 9-мĕшĕнче Ярмулай шкулĕнче вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе пуху ирттернĕ. Унта ачасем малашне Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕнче пĕлÿ илес ыйтăва пăхса тухнă. Ашшĕ-амăшĕсем килĕшнипе ачасем валли вĕрентÿпе воспитани процесне март уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа хулари чăваш гимназийĕнче‚ иккĕмĕш смена вăхăтĕнче (13:30 сехетре уроксем пуçланаççĕ) пуçарса яма йышăннă. Ярмулай шкулĕнче вĕренекенсен класĕсен йышне салатса яман. Паянхи кун ачасене хăйсен вĕрентекенĕсемех ăс параççĕ. Учительсем ĕçлеме тивĕç сехечĕсене те сыхласа хăварнă. Çавăн пекех ялти спортзала комисси пăхса тухни паллă. Вăл вĕрентÿ учрежденийĕнче юсав ĕçĕсене пуçлама проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеме тытăннă.
Ирида НОВИКОВА.
Пелепей районĕ.
Читайте нас: