Пур хыпар та

Сывлăхлă та телейлĕ пулас тесен, курăк чейĕ ĕç

ПР Ахмет-Заки Валиди ячĕллĕ наци библиотекинче «Беседы с травником Гордеевым» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ.

Унăн авторĕ – обществăлла электрон хаçатăн литература редакторĕ, РФ тата ПР Журналистсен союзĕн членĕ, вырăс географи обществин чăн членĕ Евгения Сюткина. Кĕнеке Ĕпхÿри «Китап» издательство çуртĕнче пичетленсе тухнă. Тиражĕ – 700 экземпляр.
- Ку кĕнекере тĕрлĕ курăксем пулăшнипе сывлăха епле сиплемелли, пурнăçа чирлемесĕр, юратупа килĕшÿре, иккĕленмесĕр тата кулянмасăр пурăнса ирттермелли вăрттăнлăхсем çинчен çырса кăтартнă, - тет кĕнеке авторĕ. - Унти пур информацие те Раççейри паллă курăкçăпа Михаил Гордеевпа калаçнă май пухса пынă. Эпир Михаил Васильевичпа 15 çул каяллах паллашрăмăр. Вăл курăксем çинчен çав тери нумай пĕлни мана тĕлĕнтерсех ячĕ. Курăкçăпа çыхăну тытнăçемĕн эпĕ çакна ăнланса илтĕм: вăл мĕн пĕлнине çынсем патне илсе çитермелле. Çавăн хыççăн Михаил Гордеевпа кашни тĕл пулса калаçмассеренех статья çырса пичетлеме пуçларăм. Юлашкинчен вĕсене пĕрлештерсе кĕнеке кăларма тĕллев лартрăм. Наукăпа популярлă кăларăм пулнăран ботаник ученăйсенчен рецензи илмеллеччĕ. Пĕрне биологи наукисен докторĕ, РАН биологи институчĕн директорĕ Василий Мартыненко профессор, иккĕмĕшне çак институтри аслă наука сотрудникĕ Альберт Мулдашев çырса пачĕç. Ал çырăва «Китап» издательство çурчĕн 2018 çулхи планне кĕртрĕç. Малтан унăн электрон вариантне кăларчĕç. 2019 çулта кĕнеке хут çинче пичетленсе тухрĕ, - пĕтĕмлетрĕ хăй сăмахне Евгения Сюткина.
Кĕнеке презентацинче ПР Пичетпе массăллă информаци хатĕрĕсен агентствин ертÿçи Борис Мелкоедов, ПР Физкультурăпа спорт, туризм экс-министрĕ Владимир Самородов, «Башинформ» информаци агентствин тĕп редакторĕ Артем Валиев, Василий Мартыненко профессор, Вырăс географи обществин регионти уйрăмĕн председателĕ Вячеслав Аброщенко пулчĕç.
Пуçтарăннисем валли «М.В. Гордеев фитоцентрĕнчи» курăк чейĕсене тутанса пăхассине йĕркеленĕ. Мероприятие музыкант, саунд-продюсер тата HAUA проект йĕркелÿçи Марат Файзуллин шăпăрпа тата металлофонпа калани илем кÿчĕ.
Презентацин чи çивĕч саманчĕ курăкçă хăй тухса калаçни пулчĕ. Михаил Гордеев курăксем пулăшнипе сывлăха епле çирĕплетмелли вăрттăнлăхсем çинче чарăнса тăчĕ. Тĕлпулăва хутшăнакансем çак кун хăйсемшĕн усăллине нумай пĕлчĕç.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.