Пур хыпар та
Патăрлăх сехечĕ
19 Нарӑсӑн 2020, 16:09

«Афганистан манăн чĕрере»

Февраль уйăхĕн 12-мĕшĕнче Совет салтакĕсене Афганистанран кăларнăранпа 31 çул çитнине халалласа Чуртан шкулĕнчи аслă классенче вĕренекенсемпе «Афганистан манăн чĕрере пурăнать» литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. Мероприятие йеркелесе ирттерес ĕçе Чуртан тата Усăллă ялĕсенчи вулавăш ĕçченĕсем, Чуртанти шкул тата культура çурчĕ хутшăнчĕç.

Тĕлпулăва Пĕтĕм Раççейри «Боевое братство» пĕрлĕхĕн Çтерлĕри уйрăмĕн пайташĕсем килсе çитрĕç. Çав шутра - асăннă пĕрлĕх ертÿçи Георгий Степанов, Афган вăрçине хутшăннă Михаил Трифонов, Юрий Петров омоновец. Мероприятие икĕ ялти библиотека ĕçченĕсем ертсе пычĕç. Тĕлпулу тăршшĕпе Афганистана халалланă сăвăсемпе юрăсем пулчĕç, Афган вăрçин хроникипе паллашрĕç. Çак вăрçă XX ĕмĕр историйĕнчи чи хăрушă та юнлă вăрçăсенчен пĕри шутланать. Çав вăхăтри пулăмсем, пирĕн салтаксен паттăрлăхĕ çинчен «Боевое братство» пĕрлĕх ертÿçи Георгий Дмитриевич каласа пачĕ. Çавăн пекех вăл вăрçă çинчен хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерчĕ, çитĕнекен ăрăва малашлăхра ырă çул сунчĕ. Михаил Сергеевичпа Юрий Анатольевич пĕрле служба иртнĕ юлташĕсем, салтакăн кулленхи пурнăçĕ, службăри йывăрлăхсем, çапăçу хирĕнче выртса юлнисем, аманнă шăпасем çинчен каласа пачĕç.
Мероприяти вĕçĕнче ертÿçĕсем «Эпир - интернационалистсем» куравпа паллаштарчĕç. Тĕлпулу каçĕ шăплăх минучĕпе вĕçленчĕ.
Ывăлĕсене вăрçăра çухатнă ашшĕ-амăшĕсене, ашшĕсемсĕр ÿснĕ ачасене тата пире Афган вăрçи хăй çинчен тăтăшах аса илтерсе тăрĕ. Çакăн йышши мероприятисем çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕçре питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хăйĕн паттăрĕсене асра тытакан халăх çеç вилĕмсĕр.
Ольга ПАТРАЕВА, вулавăш ĕçченĕ.
Çтерлĕ районĕ, Усăллă ялĕ.