Пур хыпар та
Патăрлăх сехечĕ
23 Майӑн , 13:20

Тăван ялне самолетпа вĕçсе килнĕ

Пишпÿлек районĕнчи Йăлпăлак ялĕнче пурăннă Егорпа Наталья Андреевсен çемйинчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин фронтне 4 ывăл ăсаннă: Александр Егорович, Василий Егорович (манăн атте), Петр Егорович, Михаил Егорович.

Тăван ялне  самолетпа вĕçсе килнĕ
Тăван ялне самолетпа вĕçсе килнĕ

Манăн атте Василий тата Михаил пичче вăрçăран Çĕнтерÿпе сывă таврăннă. Александр пичче 1943 çулта хыпарсăр çухалнă. Петр пичче çинчен аттепе анне каланинчен çеç пĕлетĕп.
Петр Егорович Андреев 1921 çулта Пишпÿлек районĕнчи Йăлпăлак ялĕнче çуралнă. Вăрçă пуçлансан 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче ăна çара илсе кайнă. Техникăна лайăх ăнланаканскере 300 стрелок дивизин 264 гварди стрелок полкне летчик пулса илнĕ. Çулĕсемпе çамрăк пулсан та Петр Андреев сержант отделени командирĕ тивĕçне пурнăçланă. Çакă вăл яваплă та хăюллă пулнине çирĕплетет.
Унăн пурнăçĕнчи пĕр пулăм маншăн чи кăсăкки шутланать. Вăл хăйне шанса панă самолетпа тăван ялне вĕçсе килнĕ. Мĕн чухлĕ вăхăт пулма пултарнă-ши вăл тăван килĕнче, калама пултараймастăп. Ахăртнех, темиçе минут çеç, мĕншĕн тесен унăн маршручĕ тăван кĕтесĕпе юнашар иртнĕ. Тăванĕсемпе тĕл пулнă çак курнăçу Петĕр пиччешĕн юлашки пулнă. Вăл çарта çулталăк ытла пулнă. 1942 çулхи декабрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Петр Егорович Андреев паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Унăн вил тăприйĕ Сталинград облаçĕн Нижняя Кулика хуторĕнче упранать. Мухтав паттăра! Асăну ĕмĕрлĕхе!
Зинаида ИВАНОВА.
Пишпÿлек районĕ, Йăлпăлак ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас в