Пур хыпар та
Патриотизм
13 Мартӑн 2019, 17:55

Çарта хĕсмет иртĕпĕр

Кашни арçын ача пĕчĕкренех çарта служба иртме ĕмĕтленет. Пирĕн пепкесем те ыттисенчен юласшăн мар.

Февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçисен кунне халалласа 1№ «Айгуль» ача садĕнчи пĕчĕк ачасен ушкăнĕн воспитателĕсем О.И. Буренко тата М.А.Кулякова «Эпир пулас салтаксем» ятлă йăпанмăш (развлечение) ирттерчĕç. Педагогсемпе ачасен тумтирĕнче çар формин элеменчĕсем палăрчĕç: гимнастерка‚ пилоткăсем‚ бескозыркăсем тата камуфляж. Ачасем хаваспах «Салтаксем пулатпăр»‚ «Самолет» юрăсене шăрантарчĕç‚ «Матроссен ташшине» ташларĕç‚ çар техники çинчен сăвăсем вуларĕç‚ пĕчĕк ялавсем тытса маршпа утрĕç. «Снарядсене пух»‚ «Тăрса тух» вăйăсенче воспитанниксем хăйсен çивĕчлĕхне‚ хăвăртлăхне тата тимлĕхне кăтатрĕç. Хĕр ачасем вара хăйсен аллисемпе парнесем хатĕрлерĕç. Йăпанмăш вĕçĕнче вĕсене çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисене парнелерĕç. Телейпе савăнăç туйăмĕсем кашнинче палăрчĕç.
Шăпăрлансемпе çакăн евĕр мероприятисене ирттерни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем кашни ачан чунĕнче патриотизм‚Тăван çĕршыва юратас туйăмсем çуратаççĕ.
Людмила АРЕФЬЕВА, аслă воспитатель.
Пелепей хули.
Читайте нас: