Нумаях пулмасть Чăваш наци конгресĕ пуçарнипе чăваш хастарĕсем Эрĕнпур облаçĕнче салтаксем вырнаçнă вĕренÿ полигонĕнче пулчĕç. Делегацине ЧНК президенчĕ Валерий Клементьев ертсе пычĕ. Çав шута пирĕн республикăран Пелепей тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Владимир Яковлев тата çак йĕркесен авторĕ те кĕчĕç.
Маларах конгресс Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕпе калаçса татăлса çар çыннисем патне каяс ыйтăва татса панă. Çывăх кунсенче ятарласа ирттерекен çар операцине тухса кайма хатĕрленекен салтаксемпе офицерсем валли гуманитарлă пулăшу пухса хатĕрленĕ. Шăпах çак япаласене (тушенка, çăратнă сĕт, эмелсемпе медицина хатĕрĕсем, огнетушитель тата ытти те) вырăна илсе çитерес тата хамăр чĕлхепе шăранакан юрăсемпе хавхалантарас тĕллевпе делегаци çула тухнă та.
Вырăна çитсен пире «Атăл» батальон тата унăн командирĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Петров майор (хушаматне улăштарнă) кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Ун хыççăн гуманитарлă пулăшăва кирлĕ çĕре çитертĕмĕр. Салтаксемпе офицерсем тăван тăрăхри юлашки хыпарсемпе интересленчĕç, кучченеçсемшĕн тав турĕç, хăйсемпе паллаштарса кулленхи служба çинчен кĕскен пулсан та каласа пачĕç.
Кунта пурте хăй ирĕкĕпе, контрактпа, килнĕ çар çыннисем хĕсметре тăраççĕ. Çакна кашнин мăйĕ çине çакнă тимĕр жетон та çирĕплетет. Пĕрисем – политика идейишĕн, теприсем – ĕçлесе тупăш илессишĕн. Çакна пытарма кирлĕ мар. Салтаксемпе сержантсем çар комиссариачĕ урлă тăватă е ултă уйăха килĕшÿ тунă, офицерсем – виçĕ тата пилĕк çула. Салтак-офицерсен ÿсĕмне пăхас пулсан, вĕсем 22 çултан пуçласа 53 çула çитнисем. Пурăнмалли условисем тивĕçтереççĕ, апат-çимĕç енчен те çитменлĕхсем çук. Çар çыннисемпе пĕрле эпир те столовăйĕнче апатлантăмăр. Кирек мĕнле блюдăна та хăвна килĕшнине суйласа илме пулать. Салтаксемпе офицерсем пĕр çĕртех апатланаççĕ.
Чăваш Енрен килнĕ çар çыннисемпе савăнăçлă лару-тăрура тĕл пулассине 500 ытла çын вырнаçакан залра йĕркелерĕç. Вăл шăп та лăп кăнтăрла иртни виçĕ сехетре пуçланса икĕ сехете тăсăлчĕ. Кунта Пушкăртстанпа Тутарстанри, Пенза облаçĕнчи чăвашсемпе те паллашрăмăр. Чăваш эстрада артисчĕсем Валерий Клементьев, Ирина Лампасова, Алена Акăшпи, Андрей Емельянов тата Людмила Засыпкина çĕршыв хÿтĕлевçисене чăн-чăн концерт кăтартса савăнтарчĕç. Куракансем тĕлпулу хыççăн саланма васкамарĕç, килнĕ хăнасемпе сăн ÿкерчĕксем турĕç. Чăваш арĕсем вăхăтлăха хăйсене тăван килте пулнă пек туйнине, кăмăл çĕкленнине пĕлтерчĕç.
Залри тĕлпулу умĕн эпир Владимир Яковлевпа Минигали Шаймуратов Раççей Геройĕ ячĕллĕ батальона çитсе куртăмăр. Тем тесен те ентешсемпе курса калаçас килчĕ. Кунта уйăх каялла республика пуçлăхĕ Радий Хабиров та пулнă. Пушкăртстанăн паттăрĕсем чăвашсем пекех уйрăм казармăра вырнаçнă, вĕсем мотострелоксем шутланаççĕ (Чăваш Енрисем – связистсем).
Çутă та таса пулĕмсене кĕрсе куртăмăр. Килти лару-тăру мар пулин те, казармăри условисем пур енчен те тивĕçтереççĕ. Батальон командирĕ (ятне хушаматне палăртма юрамасть) подразделенинче 400 ытла çын, тĕрлĕ халăхсем тĕрлĕ районпа хуларан пулнине пĕлтерчĕ. Кунтах эпир чăваш ачисемпе паллашрăмăр. Вĕсем Мияки тата Авăркас районĕсенчен. Шел, ячĕсене палăртма пултараймастпăр. Вĕсем тăван кĕтесе салам илсе çитерме хушрĕç, çĕнтерÿпе таврăнасса шантарчĕç.
– Мана тĕрĕссипе укçи те кирлĕ мар, кил-çуртра пурте пур – тăватă ача, юратнă мăшăр, машина, хуçалăх çирĕп тата ытти те. Эпĕ малтан та БМП çинче оператор-наводчик пулса хĕсметре тăнă. Çавăнпа та çак ĕç маншăн çĕнĕлĕх мар. Çĕршыва пирĕн пеккисем хÿтĕлемесен кам хÿтĕлĕ? Нацистсене тĕп тумаллах, вĕсем чамине пĕлмеççĕ, – шалти туйăмсене уçса пачĕ ыран-паян çапăçу хирне кĕмелли салтак. Вăл Мияки районĕнчен пулнине палăртса хăварар.
Батальонăн штаб ертÿçипе Евгеньевичпа (пире хăйне çапла чĕнме хушрĕ) унăн пулĕмĕнче тĕл пулса калаçрăмăр. Кунта çар тивĕçне пурнăçлама пурте хатĕр, сĕтел çинчи карттăран пуçласа бронежилетпа каска таран. Автоматпа гранатăсем çеç урăх çĕрте, юнашарти пÿлĕмре, упранаççĕ. Бронежилет тенĕрен вăл пĕр 15 килограм таять пулĕ. Çакна офицер ирĕк панипе пурне те пĕлме ăнтăлакан Яковлев (сăн ÿкерчĕкре) хăй çине тăхăнса пăхнă хыççăн пĕлтерчĕ. Пĕтĕмĕшле çар хатĕр-хĕтĕрĕсемпе вăл 30 килограмм таять. Штаб ертÿçи каланă тăрăх салтаксемпе офицерсем çар ĕçĕнче кашни кун çĕннине вĕренеççĕ, пÿлĕмсенче çеç мар, хирлĕ-вăрманлă вырăнсенче те тăтăшах пулма тÿр килет.
Батальонти ентешсемпе сывпуллашса вĕсене ăнăçу суннă май уçă сывлăша тухрăмăр. Пуçра «Хут çине алă пуснă çыннăн хăйĕн тивĕçне пурнăçламаллах. Вăрçă вара çухатусăр пулмасть. Вăл икĕ енне те пырса тивет. Ентешсем ырă-сывă çеç таврăнмалла пултăрччĕ. Турă сыхлатăр вĕсене» текен шухăшсем çаврăнчĕç. Вĕсем Пушкăртстана каялла таврăннă чухне те çул çинче пĕрре мар пырса кĕчĕç, чĕрене канăç памарĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Пушкăртстан –
Эрĕнпур облаçĕ.