Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Патриотизм
21 Нарӑсӑн 2023, 13:00

Ман та атте пек пуласчĕ…

«Ман та атте пек пуласчĕ» тĕрленчĕке «Çамрăк журналист – 2022» конкурс çĕнтерÿçи, Авăркас тăрăхĕнчи Шланлă шкулĕнчи 7-мĕш класс вĕренекенĕ Радик Федоров çырнă. Арçын ача ашшĕ ятарлă çар операцине кайма пуçтарăннă саманта сăнласа парать.

Ман та атте пек пуласчĕ…
Ман та атте пек пуласчĕ…

Тулли мар мобилизаци…Ҫак сăмахсене эпĕ халиччен илтмен те, ăнланман та, анчах кăҫал, сентябрь уйăхĕнче эпĕ ҫак сăмахсен пĕлтерĕшĕсене туллинех ăнласа илтĕм.
Вăхăт каҫ енне сулăннă ĕнтĕ. Атте тултан выльăх пăхса кĕчĕ те аннене мĕн-тĕр каларĕ, эпĕ ăнлансах ĕлкĕреймерĕм. Анне, тем пулнă тейĕн, ҫавăнтах ĕсĕклесе макăрма тытăнчĕ. Эпĕ ун ҫумне пырса тăтăм, анчах нимĕн те ăнланмарăм. Атте: «Ман каймаллах, макăрнипе нимĕн те тăваймăн», – тенине ҫеҫ ăнкарса илтĕм. Кайран тин ăнлантăм, аттене вăрҫа илсе каяҫҫĕ иккен, анчах ман атте хăрушлăх умĕнче пĕртте хăраса тăмарĕ, мĕн ачаран йывăрлăхсемпе пиҫĕхнĕскер, хăй ирĕкĕпе Тăван ҫĕршыва хӱтĕлеме тухса кайрĕ. Чи йывăрри атте килтен тухса кайнă самант пулчĕ. Аннепе Диана йăмăк макăраҫҫĕ, Владик шăллăм, пĕчĕкскер, анне ҫумне йăпшăннă та, ним ăнланмасăр пăхса тăрать. Эпĕ вара тӱсрĕм, хам хумханнине те, куляннине те аттене кăтартмарăм, пĕлтĕр терĕм, пирĕн килте чăн-чăн арҫын ӱсет. Атте мана: «Эсĕ халь килте чи асли вырăнне юлатăн», – тесе калани те кăмăла ҫирĕплетме, хама хам алăра тытма пулăшрĕ.
Ман аттене Денис Валерьевич Федоров тесе чĕнеҫҫĕ, вăл 1986 ҫулхи ноябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Авăркас районне кĕрекен Березовка ятлă ялта ҫуралнă. Вăл ăратлă лашасем ĕрчетет. Пушкăртстан Республикинче тата ун тулашĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнать. Лашасем патне туртăнасси унăн ачаранах пуҫланнă. Час-часах уроксем хыҫҫăн колхоз лашисем патне ҫӱренĕ, унта вăхăт ирттернĕ. Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чух вăл пуҫласа ăмăртăва хутшăннă. Халĕ унăн ҫирĕм пилĕк ăратлă лаша, атте вĕсене питĕ юратать, пĕчĕк ачасене пăхнă пек пăхать, пурне те ятран чĕнет. Час-часах эпĕ те ăна лашасене пăхма пулăшатăп.
Кăҫалхи май уйăхĕнче атте Баймак районĕнче иртнĕ пушкăрт ăратлă лашасен фестивальне хутшăнчĕ, ҫирĕм ҫухрăмлă дистанцире Монгол ятлă урхамахĕпе пĕрремĕш чупса килчĕ, ăмăрту ҫĕнтерӱҫи пулса тăчĕ. Ҫакăншăн Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров ăна Бейге ятлă пушкăрт ăратлă ăйăрне парса чысларĕ.
Ман атте – питĕ ĕҫчен те тăрăшуллă. Вăл пĕрре те йывăрлăхсенчен хăраса тăмасть, мана та хастар пулма вĕрентет. Хамăн аттепе эпĕ мăнаҫланатăп, ман та атте пек пуласчĕ…
Радик ФЕДОРОВ.
Авăркас районĕ, Шланлă ялĕ.


Редакцирен. Ку тĕрленчĕке çырнă хыççăн тепĕр уйăхран çĕнĕ хушу тухрĕ. Унпа килĕшÿллĕн нумай ачаллă ашшĕсене ятарлă çар операцине ярассине пăрахăçларĕç. Хусанта çар ĕçне вĕренекен Денис Федорова килне янă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: