Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Патриотизм
20 Июнӗн 2023, 11:55

«Сутăнчăксем пулман, пулас та çук»

Ятарлă çар операци зонинчен икĕ эрнелĕхе отпуска республика паттăрĕсем таврăнни, каннă хыççăн каялла каясси малалла пырать. Кану кунĕсем шутлă, анчах вĕсем кирлĕ. Салтаксене район тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем кĕтсе илеççĕ, ăсатса яраççĕ.

«Сутăнчăксем пулман, пулас та çук»
«Сутăнчăксем пулман, пулас та çук»

Нумай пулмасть Пелепей çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ «Сулим» тесе чĕнекен паттăрпа калаçма тÿр килчĕ. Вăл сакăр уйăх ытла хăйĕн çемйине курман. Арçын уйрăлу вăхăчĕ часах çитессине асра тытса мăшăрĕпе тата ачисемпе ирттернĕ кашни саманта хаклама тăрăшать. Сăмах вакланă май эпĕ салтак пурнăçĕ çинчен ыйтса пĕлтĕм.
– Каласамăр, ятарлă çар операци пыракан зонăна епле майпа лекрĕр? Мĕнле должноçра тăратăр?
– 2022 çулхи сентябрь уйăхĕнче мобилизаци йĕркипе çар ретне чĕнсе илчĕç. Чăн малтан водитель тивĕçне пурнăçларăм, халĕ – сапер.
– Ятарлă çар операцийĕ пуçланиччен сирĕн çар опычĕ пулнă-и?
– Эпĕ хăй вăхăтĕнче çарта хĕсметре (Сывлăшпа десант çарĕсем) тăнисĕр пуçне Иккĕмĕш Чечен вăрçине хутшăннă, виçĕ хутчен командировкăра пулнă.
– Сирĕн подразделени мĕн тăвать?
– Подразделени вырăнсенче минăсем лартать, пĕр-пĕр лаптăка вĕсенчен тасатать. Пĕр сăмахпа каласан, инженерпа сапер тĕллевĕсене пурнăçлать.
– Эсир хăш вырăнта çар тивĕçне пурнăçлатăр?
– Пирĕн подразделени Запорожье облаçĕнче вырнаçнă.
– Ятарлă çар операцийĕн тĕллевĕсене пурте ăнланаççĕ-и? Сутăнчăкла тĕслĕхсем тĕл пулмаççĕ-и?
– Пурте ăнланаççĕ. Халиччен пирĕн хушăра сутăнчăксем пулман, пулас та çук.

– Салтаксен ĕçпе кану режимĕ мĕнлерех? Пурăнмалли условисем пирки мĕн каланă пулăттăр?
– Кашни подразделенийĕн хăйĕн режимĕ. Пирĕн база фронтран темиçе çухрăмра вырнаçнă. Малтанхи вăхăтра юхăннă кирпĕч çуртра пурăнтăмăр, халĕ – вăрманта. Кунта та условисем начар мар. Талăкне виçĕ хутчен апат çитереççĕ, вырăн таврашĕпе тивĕçтереççĕ. Тăтăшах хамăр та апат пĕçеретпĕр.

– Вăй-хал енчен е мораль тĕлĕшĕнчен ывăннине мĕнле сирсе яратăр?
– Раççей салтакĕсем вăй-хал тата мораль енчен илсен патвар. Пусăрăнчăк кăмăла çемьепе калаçни, ачасен çырăвĕсене вулани уйрăмах çĕклет.
– Унта кайма хатĕрленнисене мĕн каланă пулăттăр?
– Çар задачисене пурнăçлама вăй-хал енчен тата мораль тĕлĕшĕнчен хатĕр пулăр. Эсир наградăсемпе регалисем илес тесе мар, йывăр ĕç пурнăçлама каятăр.
– Тавах хăвăр çинчен кăштах каласа панăшăн.
Хăçан тата мĕнле тапăну (наступление) операцийĕсене хутшăнни, вĕсем мĕнпе вĕçленни çинчен «Сулим» питех сăмах вакламарĕ. Мĕншĕн тесен çар вăрттăнлăхĕ тенине никам та пăрахăçламан. Пирĕн кĕçĕн сержанта каялла ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел таврăнма сунасси çеç юлать.
Ирида НОВИКОВА калаçнă.

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: