Çак кунсенче Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче пурăнакансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи çулĕсенчех телейлĕ те ирĕклĕ малашлăхшăн пурнăçне панă Василий Павлович Васильев ентешне юлашки çула ăсатрĕç.
Смоленск облаçĕнчи Холм-Жирковский поселокĕнчи «Эхо» шырав отрячĕ çуркуннехи экспедици вăхăтĕнче хĕрлĕ армеецăн шăммисене шыраса тупнă. Вăл пирĕн ентеш, 1907 çулта Слакпуç ялĕнче çуралнă Василий Васильевич Павлов, пулса тăнă.
Август уйăхĕн 14-мĕшĕнче Смоленск облаçĕнче салтак ÿчĕн юлашкисене чаплă лару-тăрура унăн ентешĕсен аллине парасси пулса иртрĕ. Унта Пушкăртстан Республикин делегацийĕ тухса кайрĕ. Çав шутра Слакпуç ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Дмитрий Андреев, Пишпÿлек районĕнчи «9-мĕш рота» шырав отрячĕн аслă ертÿçи Владимир Чернов тата Слакпуç ялĕнчи Александр Маркелов пулчĕç. Салтак ÿчĕн юлашкисемпе пĕрле унăн котелокне тата саперсен кĕреçине, çавăн пекех тивĕçлĕ наградăсене илсе ĕлкĕреймен салтаксен паттăрла ĕçĕсене асăнмалăх ятарласа йышăннă «Шагнувшие в бессмертие» медаль панă. Çак япаласем, паттăр салтака çĕре панă кун, унăн мăнукне куçрĕç.
Август уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртнĕ хурлăхлă митинга ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ Марат Шафиков, Пелепей районĕнчи депутатсен Канашĕн председателĕ Сергей Лущиц тата Канаш секретарĕ Артур Садыков, Пушкăртстанри вăрçă, ĕç ветеранĕсен, хĕç-пăшаллă тата йĕрке хуралçисен органĕсенче вăй хунă ветерансен Пелепей хулипе районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Александр Буйлов, Пелепейпе Ермеккей районĕсенчи çар комиссариачĕн вăрттăн чаçĕн пуçлăхĕ Евгений Ильясов, Пишпÿлек район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алексей Данилов, Слакпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Дмитрий Андреев, Пишпÿлек районĕнчи «9-мĕш рота» шырав отрячĕн аслă ертÿçи Владимир Чернов, Пишпÿлек районĕнчи вăрçă тата ĕç ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Елена Андреевапа Слакпуç ял хутлăхĕнчи ветерансен Канашĕн ертÿçи Вера Павлова, хыпарсăр çухалнă салтакăн тăванĕсем, çарпа-патриотизм çул-йĕрĕллĕ обществăлла пĕрлĕхсем тата ял çыннисем хутшăнчĕç. Паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ салтака шăплăх минучĕпе чысларĕç.
Хăрушă пулăмсем хыççăн сакăр вунă ытла çул иртсессĕн унăн тăван çĕрĕ çинче хĕç-пăшал залпĕ янăраса кайрĕ. Паттăр салтак чунĕ тăван çĕрте канлĕх тупрĕ. Унăн вил тăпри çине малашне ял-йыш, тăванĕсем пырса çÿреме пултарĕç, ячĕ вара ĕмĕрлĕхех халăх асĕнче юлĕ.
Ольга АНДРЕЕВА,
Слакпуç ялĕнчи музей комплексĕн кĕçĕн ăслăлăх сотрудникĕ.
Пелепей районĕ.