Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Патриотизм
10 Кӑрлач , 11:19

Денис Алексеева сума суса асăну хăми уçнă

Иртнĕ çул вĕçĕнче Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнче ятарлă çар операцинче пуç хунă Денис Алексеев кĕçĕн сержанта сума суса асăну хăми уçрĕç. Çав ятпа ялта чаплă митинг иртрĕ.

Денис Алексеева сума суса асăну хăми уçнă
Денис Алексеева сума суса асăну хăми уçнă

Денис 1997 çулхи февраль уйăхĕн 4-мĕшĕнче Пелепей хулинче çуралнă. 2009 çулта çемье Эрехĕррине куçса килнĕ. Кунта вăл вăтам шкул пĕтернĕ. Пелепейри 89№ лицейра професси пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн çара кайнă. Салтак аттине тăхăннă май, Денис çирĕпленнĕ, тĕрекленнĕ, Тăван çĕршыва хÿтĕлес ĕçре пĕрремĕш утăм тунă. Çамрăк каччă РФ Хĕç-пăшаллă вăйсемпе контракт алă пуснă. Ун чухне «Искандер» ракета установкин водителĕ пулса контрактпа служба иртекен пиччĕшĕ уншăн тĕслĕх пулса тăнă. Денис Абхазинче артиллери дивизионĕ йышĕнче çар тивĕçне пурнăçланă. Çемье çавăрнă. Мăшăрăн пĕрин хыççăн тепри Даниил тата Илья ывăлĕсем çуралнă.
Ятарлă çар операцине вăл 2022 çулхи март уйăхĕн 17-мĕшĕнчен хутшăннă. Малтан «Град» БМ-21 РСЗО çар машинин наводчикĕ пулнă. Танк батальонĕ йĕркелеме тытăнсан пĕрремĕш пулса унта çырăннă. Сакăр кун хушшинче механик-водитель ăсталăхне алла илсе çар задачисене пурнăçлама пикеннĕ. Хĕсметре пĕрле тăнă юлташĕсен асаилĕвĕсем тăрăх, вăл нимрен те хăраман, кирек хăçан та пулăшу аллине тăсма пултарнă. Яланах малашлăх çине хавхаланса пăхнă, малти позицире пулнишĕн пĕрре те ÿкĕнмен. 2022 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче кĕçĕн сержант Херсон облаçĕнче присягăна парăнса паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă. Çапăçусенче пысăк паттăрлăх кăтартнăшăн ăна вилнĕ хыççăн Хăюлăх орденĕпе наградăланă.
Çак çухатăва-ыратăва пĕр япала кăна кăшт çемçетме пултарать – астăвăм, ăнлану, хисеп… Денис çĕр çинче лăпкăлăх тата мирлĕ пурнăç пултăр тесе пуç хунă. Митинга çар çыннин тăванĕсем, район тата ял хутлăх администрацийĕсен пуçлăхĕсем, çамрăк армеецсем, вырăнта пурăнакансемпе шкул ачисем хутшăнчĕç.
Сăмах тухса калакансем астăвăма упрассине чи пысăк тивĕç шутне кĕртрĕç. Раççей Геройĕсем ĕмĕрлĕхех пирĕн чĕресенче упранĕç. Ахаль яшсем паттăрлăхпа çирĕплĕх кăтартаççĕ, сывлăшран автоколоннăсене хÿтĕлеççĕ, аманнисене хиртен илсе тухаççĕ, Украина нацисчĕсене штурмлаççĕ, юлашки сывлăш тухиччен мирлĕ пурнăçшăн кĕрешеççĕ.
Ермеккей район администрацийĕн пуçлăхĕ Ильшат Райманов Денис Алексеев пуриншĕн те Тăван çĕршыва юратнин тĕслĕхĕ пулса тăнине палăртрĕ. Шкул умĕнче асăну хăми вырнаçтарса унăн ятне ĕмĕрлĕхех ял историне çырса хăварассине пĕлтерчĕ. Вăл пире Денисăн паттăрлăхĕпе хăюлăхне, çар тивĕçне чыслă пурнăçланине аса илтерĕ.
Эрехĕрри ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Зарянова каччăн ашшĕпе амăшне тата вĕрентекенĕсене Дениса тивĕçлĕ çын туса ÿстернĕшĕн, çынри паха енсене аталантарнăшăн тав турĕ. Паттăрсен мухтавлă ĕçĕсене пулас ăру асра тытмаллине те палăртрĕ. Сăмах май, паянхи кун малти позицинче тăракансен ячĕсене те асăнса хăварчĕ. Вĕсем вуннăн. Григорий Семенов вара контракт вĕçленнипе килне таврăннă.
– Кашни кун, кашни çеккунт вĕсем хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр Украинăри неонацизма хирĕç кĕрешеççĕ. Шел, эпир Дениса çухатрăмăр. Вăл – чăн-чăн патриот. Хĕсметре пĕрле тăнă юлташĕсем ăна шанчăклă пулнăшăн, ĕçченлĕхĕпе ырă та тÿрĕ кăмăлĕшĕн хисепленĕ. Пирĕн ентешĕмĕр командовани лартнă задачăсене пурне те кирлĕ пек пурнăçланă. Вăл çынсем мирлĕ вăхăтра пурăнччăр, пурнăçа хаклама пĕлччĕр тесе пуçне хучĕ. Денисăн паттăрла ĕçĕ çамрăксемпе шкул ачисемшĕн тĕслĕх пулса тăрĕ, – куççульне тытса чараймасăр каларĕ Ольга Владимировна.
Ермеккей район администрацийĕн информаципе аналитика секторĕн заведующийĕ, «Здесь и сейчас» волонтер клубĕн ертÿçи, районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Энже Шафикова паянхи кун пĕр тĕвве пухăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Пулăшу паракан ырă чунлă çынсене тав турĕ.
Асăну хăмине уçма паттăрăн амăшне Ирина Петровнана, мăшăрне Надина Витальевнана тата район администраци пуçлăхне Ильшат Райманова ирĕк пачĕç. Пухăннисем асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Кĕçĕн сержанта шăплăх минучĕпе асăнчĕç.
Митинг вĕçĕнче шкулта Денис Юрьевич Алексеевăн асăну кунĕ иртрĕ. Мероприятин пултарулăх номерĕсене шкул ачисемпе «Илем» халăх фольклор ансамблĕ хатĕрлерĕç.
Надежда ПОПОВА.
Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ.

Денис Алексеева сума суса асăну хăми уçнă
Денис Алексеева сума суса асăну хăми уçнă
Денис Алексеева сума суса асăну хăми уçнă
Денис Алексеева сума суса асăну хăми уçнă
Денис Алексеева сума суса асăну хăми уçнă
Денис Алексеева сума суса асăну хăми уçнă
Денис Алексеева сума суса асăну хăми уçнă
Денис Алексеева сума суса асăну хăми уçнă
Денис Алексеева сума суса асăну хăми уçнă
Денис Алексеева сума суса асăну хăми уçнă
Денис Алексеева сума суса асăну хăми уçнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: