Совет Союзĕнче пирĕн атте-аннесем, асатте-асаннесем çуралнă. Мĕнле çĕршыв пулнă-ха вăл? Çав вăхăтри пурнăç халăх асĕнче мĕнпе асра юлнă?
Çак кунсенче Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи клубра «Ман адрес - Совет Союзĕ» пĕлÿ программинчен йĕркеленĕ тĕлпулу иртрĕ. Пухăннисем вăхăтлăха иртнĕ саманана таврăнчĕç: аслисем хăйсен ачалăхне аса илчĕç, ачасем иртнĕ ĕмĕр историне тĕпчерĕç, октябреноксемпе пионерсем, комсомолецсем камсем пулнипе паллашрĕç. Çавăн пекех совет çыннисем мĕн патне ăнтăлни, мĕн çинчен ĕмĕтленни, мĕнле çитĕнÿсем туни çинче чарăнса тăчĕç. Мероприяти вăхăтĕнче ырă совет мультфильмĕсене те аса илчĕç, «Çунатлă сăмах çаврăнăшĕсем» аукцион, «Аббревиатура», «Çăмха» («Моталочка») конкурссем ирттерчĕç.
Тăван çĕршыва юратни вăл паянхипе киленни, мăнаçланни çеç мар, иртнине асра тытни те пулса тăрать. Мĕншĕн тесен пуласлăха иртнисĕр тăваймастăн.
Ирина ВАСИЛЬЕВА. Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.