Пур хыпар та
Патриотизм
27 Нарӑсӑн 2025, 11:00
1

Виçĕ ăру тĕлпулăвĕ

Февраль уйăхĕн 19-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинчи 9№ библиотекăра Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă «Виçĕ ăру тĕлпулăвĕ» историпе пĕлÿ сехечĕ иртнĕ.

Виçĕ ăру тĕлпулăвĕ
Виçĕ ăру тĕлпулăвĕ

«Эльдорадо» ача-пăчапа çамрăксен клубне çÿрекенсем патне Афганистан тата Чечен çар тытăçăвĕсен ветеранĕсем, Раççей çар ветеранĕсем, Çтерлĕри Чăваш наципе культура автономи пайташĕсем М.С. Трифонов, Г.С. Степанов, Ю.А. Петров килнĕ. Чи малтан Кавказри çар тытăçăвĕсен участникне Георгий Степанова сăмах панă. Георгий Дмитриевич А.Ф. Можайский ячĕллĕ çарпа космос академинче вĕреннĕ, унтан Крымра космос аппарачĕсен управлени уйрăмĕнче,«Байконур» космодромра службăра тăнă. Çар çынни ачасене ракетăна космоса яни, вăл мĕнрен тăни çинчен каласа панă. Çавăн пекех Лунодром çинче пĕрремĕш Лунохода тĕрĕслени çинчен аса илнĕ. Ун чух уйăх çинчи пек кратерсем тума Хура тинĕсрен чул хысакне ватса килнĕ. Георгий Дмитриевич Раççейри «Боевое братство» организацин Çтерлĕ хулинчи уйрăмĕн ертÿçи шутланать.

Ачасем Михаил Трифонов интернационалист-аслă прапорщик каласа панине кăсăкланса итленĕ. Вăл шкул хыççăн Эрĕнпурта прапорщиксен шкулĕнче вĕренни, вĕсене Афганистана ăсатма хатĕрлени çинче чарăнса тăнă. Михаил Сергеевич 1981-1983 çулсенче Кабулта зенитпа ракета çарĕнче хĕсметре тăнă, сывлăш чиккине сыхланă.
Юрий Петров офицер Чечен Республикинчи хирĕç тăрусене хутшăннă. Хăй хĕсметре пулни, куç умĕнчех юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем вилни çинчен аса илнĕ, сăн ÿкерчĕксем кăтартнă. Чикĕри çарта тăнă хыççăн милицире, ОМОНра службăра тăни, приказпа талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче йывăр лару-тăру вырăнне тухса кайни çинчен те асăнса хăварнă.
Тĕлпулу вăхăтĕнче ветерансем çарти служба, кăсăк самантсем çинчен астунă, сăн ÿкерчĕксем кăтартнă. Ачасем çар, СВО çинчен сăвăсем каланă. Хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене ветерансене панă, кăкăрĕсем çинчи медальсемпе орденсене тытса пăхнă, вĕсене мĕншĕн пани çинчен ыйтса пĕлнĕ.
Гульнара МОГИЛЬНИКОВА.
Çтерлĕ хули.

Виçĕ ăру тĕлпулăвĕ
Виçĕ ăру тĕлпулăвĕ
Виçĕ ăру тĕлпулăвĕ
Виçĕ ăру тĕлпулăвĕ
Виçĕ ăру тĕлпулăвĕ
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас