Пур хыпар та
Патриотизм
11 Мартӑн 2025, 13:30
1

Эрехĕрри ялĕнче патриотизм митингĕ иртнĕ

Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнче пултаруллă ăстаçă Александр Ильинăн ĕçчен аллисем юртан туса лартнă арт-объект умĕнче патриотизм митингĕ иртнĕ. Александр Михайлович кашни хĕлле хăйĕн çурчĕ умĕнче юртан кĕлеткесем тăвать.

Эрехĕрри ялĕнче патриотизм митингĕ иртнĕ
Эрехĕрри ялĕнче патриотизм митингĕ иртнĕ

Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа лапамăн тематики тата ял ăстин ĕмĕт-шухăшĕсем тĕппипех улшăннă. Унччен маларах Çĕнĕ çул тата юмах сăнарĕсем пулнă пулсан, юлашки виçĕ çул хушшинче унăн ĕçĕсенче патриотизм сĕмĕ палăрать. Çапла майпа Александр Ильин ятарлă çар операцине хутшăнакансене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пулăшу парать. Унăн ĕçĕсем ăнланмалла, сăлтавĕ те пур: пирĕн геройăн ывăлĕ Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен ретĕнче тăрать, паянхи кун ятарлă çар операцине хутшăнать.
Çак кунсенче ывăлĕ тăракан çар чаçĕн командованийĕ Тăван çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçине тивĕçлĕ воспитани панăшăн ашшĕ-амăшне Тав çырăвĕ ярса панă. Митингра вĕсене кĕске отпуска таврăннă Винсер хушма ятлă çар çынни çырăва парса хисеп тунă. Çавăн пекех районти ветерансен канашĕн председателĕ Исмагил Сабиров район администрацийĕ ятĕнчен çитĕнĕкен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тата хастар граждан позициллĕ пулнăшăн Ильинсене Тав çырăвĕ парса чысланă. Унăн сăмахĕсене митинга хутшăнакансем – чикĕ çарĕсен районти ветеранĕсен союзĕн председателĕ Расуль Абдуллин, Ермеккей районĕнчи «Çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн социаллă кординаторĕ Винер Винокуров, Эрехĕрри ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ольга Зарянова тата Ильинсен ывăлĕн пĕрремĕш вĕрентекенĕ Елизавета Исаева – çирĕплетнĕ.
Вĕсем пурте Ильинсем пек çынсем обществăра патриотла кăмăл-сипет тата пĕрлĕх йĕркелес ĕçе хутшăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Тухса калаçакансем хăйсен сăмахĕсенче çар çыннисемпе вĕсен çемйисене пулăшу парасси, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен паттăрлăхне асра тытасси тата çак хаклăха çамрăк ăрăва парасси çинчен каланă. Митинга пухăннисем Александр тунă скульптурăсем искусство ĕçĕ кăна мар, халĕ малти линире çапăçакансене чĕнсе калани – Çĕнтерÿ пирте пулĕ – пулса тăнине те палăртнă.
Татьяна СЕРГЕЕВА.
Ермеккей районĕ,
Эрехĕрри ялĕ.

Эрехĕрри ялĕнче патриотизм митингĕ иртнĕ
Эрехĕрри ялĕнче патриотизм митингĕ иртнĕ
Эрехĕрри ялĕнче патриотизм митингĕ иртнĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас