Йĕркелÿçĕсем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ пулнине шута илсе концерта фашизма çĕнтернĕ тата паянхи кун Раççее хÿтĕлекен паттăрсене халалланă.
Патриотла концерт Мускаври «Ентеш» ансамблĕ халăх юррине шăрантарнинчен пуçланчĕ. Чăваш наци телевиденийĕн паллă та çамрăк ертÿçи Эльтияр (вăлах концерта ертсе пычĕ – авт.) шăхличпе халăх кĕввине каларĕ. Акă, сцена çине ытармалла мар Алена Силпи тата унăн ĕçтешĕсем тухрĕç. Вĕсем çак каç залра ларакансене патриотла юрăсемпе сăвăсем парнелерĕç. «Шевле» ансамблĕ юрланă «Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем» юрă чун-чĕре хĕлхемĕсене пырса тиврĕ. Даша Жеваго «Дети блокады» сăвва илемлĕ вуласа пачĕ. Мĕн чухлĕ ырату, хуйхă тата шанчăк палăрмарĕ-ши çак сăвăра…
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕшĕн Ольга Оболенскаяшăн патриотизм теми уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ольга куракансене «Голос Левитана», «Ты – вернулся», «Защитники Отечества», «Дядя Вася» авторла юрăсем парнелерĕ.
– Пирĕн хамăр паттăрсене яланах асра тытмалла. Вĕсем пулман пулсан паян эпир те кунта лармăттăмăр. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ пулнине шута илсе патриотла программа хатĕрлеме йышăну турăмăр. Эпир Аленăпа сире Пушкăртстан Республикинче пурăнакан ентешĕмĕрĕн Зинаида Сурпанăн «Слезы солдата» сăввипе паллаштарасшăн, – терĕ юрăçăн мăшăрĕ Олег Максимов подполковник.
Сăвва дуэтпа вуларĕç, Алена вара «Слезы матери» (сăмахĕсем – А.Юрату) юрă парнелерĕ. «Çăлтăр тăкăнать» çĕнĕ патриотла юрра пушкăрт çĕрĕнчен килнĕ ентешĕмĕр Ирина Саригель истори наукисен докторĕ, профессор шăрантарчĕ. Ман шутпа, ку мĕнпур юрăсенчен куççуль кăлараканни пулчĕ. Сăмах май, нумай пулмасть Алена Силпи асăннă патриотла программăпа Пушкăртстанри ял-хуласенче пулчĕ.
Алена кашни юрра тулли чун-хавалпа шăрантарать, унăн ытла та илемлĕ тумĕсем вара куçа илĕртеççĕ. Залра ларакансем артистăн пултарулăхне тăвăллăн алă çупса хакларĕç, чечек çыххисемпе парнесем парнелерĕç. Юрăçăн аслă ывăлĕ Савелий «Дай ему сил» (ST рэперăн юрри) юрăпа сцена çине тухни пуриншĕн те пысăк парне пулчĕ. Тивĕçлĕ ăру çитĕнет. Савелий – Пĕрремĕш Мускав кадет корпусĕн вице-сержанчĕ.
Патриотла концертăн команди хăйне евĕрлĕ «Вилĕмсĕр полк» та йĕркелерĕ. Сцена çинчен тăван çĕре хÿтĕлесе пуç хунă пирĕн асаттесен, паянхи паттăрсен сăн ÿкерчĕкĕсене кăтартрĕç…
Мĕнле уяв вилĕмсĕр «Катюша» юрра шăрантармасăр ирттĕр-ха? О.Оболенская, И.Музыкантова тата А.Силпи халăх юратакан юрра хаваспах юрларĕç. Вĕсемпе пĕрле Эльтияр та аллине микрофон тытрĕ.
Раççей Геройĕ, генерал-лейтенант, Раççейри чăвашсен федераллă наципе культура автономийĕн председателĕ Николай Гаврилов пултаруллă юрăç ячĕпе чылай ăшă сăмах каларĕ.
– Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнă çулталăкра патриотизм, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи тема уйрăмах актуаллă. Алена – офицер мăшăрĕ, Ольга офицер званине тивĕçнĕ. Малашне те пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем тума сунатăп, – терĕ Николай Федорович.
Çавăн пекех юрăçа «Сыны Отечества» офицерсен юлташлăхĕнчен Э.В. Васильев, В.В. Шакин общество деятелĕ тата Мускав хулинчи чăваш культура обществин председателĕ Л.П. Смирнова саламларĕç.
Пирĕн çĕршыв хÿтĕлевçисем – Раççейĕн тата пирĕн нацин мăнаçлăхĕ. Çакна пирĕн ялан асра тытмалла.
Альбина СТЕПАНОВА.
Мускав хули.