Пур хыпар та
Патриотизм
17 Апрелӗн 2025, 09:30
1

Паттăрсем пулса çуралмаççĕ, паттăр пулаççĕ

Çурхи каникул вăхăтĕнче Пишпӳлекри 2№ вăтам шкулта аслă классенче вĕренекенсемшӗн «Пирĕн паттăр» ятпа класс тулăшĕнчи паттăрлăх урокĕ иртрĕ. Ăна 1990 çулта çак шкултан вĕренсе тухнă артиллери çарĕсен аслă лейтенантне, пĕрремĕш Чечен кампанийĕ вăхăтĕнче Çурçĕр Кавказра çар тивĕçне пурнăçласа паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ Игорь Николаева халалланă.

Паттăрсем пулса çуралмаççĕ, паттăр пулаççĕ
Паттăрсем пулса çуралмаççĕ, паттăр пулаççĕ

Камуфляж тумĕсемлĕ аслă класра вĕренекен каччăсемпе хĕрсем валли ирттернĕ класс тулашĕнчи çарпа патриотизм мероприятине асăннă шкул выпускникĕн Игорь Николаевăн 52-мĕш çуралнă кунне халалланă. Паттăрлăх урокне «Шкул историйĕ» шкул музейĕн ертÿçи, РСФСР çут ĕç отличникĕ, ПР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, аслă категориллĕ вĕрентекен тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ Елена Ивановна Андреева йĕркелесе ирттерчĕ. «Тăван çĕршыва хÿтĕлемелли хăрушсăрлăх никĕсĕ» («Основы безопасности защиты Родины» кабинета шкул музейĕнче упранакан экспонатсем: Игорь Николаевăн сăн ÿкерчĕкĕсемлĕ стенд, унăн электрогитари, видеороликсем кăтартмалли экран вырнаçтарнă, хисеплĕ хурал тăратнă. Сĕтел çинче пысăк асăну çурти çунатчĕ. Тĕлпулăва Игорĕн ашшĕпе амăшне, Дорофей Федоровичпа Зинаида Николаевна Николаевсене, Дмитрий Николаевпа Владислав Мульдряков иккĕмĕш сыпăкри тăванĕсене чĕннĕччĕ. Çавăн пекех хисеплĕ хăнасен шутĕнче «Игорь çăлкуçĕ» юрра çырнă тата кĕвĕленĕ Владимир Смоловпа Раиль Едиханов пулчĕç.
Елена Ивановна паттăрлăх урокне «Мĕншĕн эпир Игоря паттăр тесе шутлатпăр?» ыйтуран пуçларĕ. Вĕренекенсем çак ыйту çине тулли хурав пачĕç. Урăхла пулма та пултараймасть. Игорь Николаев çирĕм ытла çул районпа республика мăнаçлăхĕ шутланать. Вăл присягăна çирĕп пăхăннă, Раççей патшалăхĕн интересĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен офицерĕн çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Каччă 1973 çулхи апрель уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ Дорофей Федорович мăшăрĕпе хăйсен пĕрремĕш ачин ятне епле суйланине каласа пачĕ. Ăна авалхи вырăс патшалăхĕн тивĕçлĕ хÿтĕлекенĕ пулнă Игорь князь ятне панă. Амăшĕ Зинаида Николаевна ывăлĕ çĕрлехи икĕ сехетре юлашки хут шăнкăравланине аса илчĕ. Игорь батарея командирĕ пулса тин çеç çар ретне тăнă 150 салтакпа пĕрле çичĕ вертолетпа Чечняна тухса кайнă. Амăшĕн чĕрине улталаймăн. Зинаида Николаевна инкеке сиссе телефон урлă ывăлне вăрçă тамăкне каймасса кăшкăра-кăшкăра тархасланă. Ывăлĕ ашшĕне çуралнă кунпа саламланă та чунĕ хушнипе хăйĕн сăваплă тивĕçне пурнăçлама тухса кайнă. Игорĕн биографине анлăрах уçса пама мультимедийлă экран çинче кăтартнă видеороликсем те пулăшрĕç. Кунта ача садĕнчи, шкулти малтанхи утăмсем, туй сăн ÿкерчĕкĕсем, сумлă ăру-тăванлăх йывăççи, пĕрремĕш вĕрентекенĕн Мария Михайловна Алексееван, çар ĕçĕсене вĕрентекен Николай Петрович Анищук шкулта çара кайичченхи взвод командирĕ пулнă Игорь Николаева аслă çар училищине вĕренме кĕме çырнă характеристикăсем, арçын ачана математикăпа, вырăс чĕлхипе тата литературăпа çирĕп пĕлÿ панă юратнă вĕрентекенĕсем сăнланнă. Паянхи кун шкул музейĕнче Игорь Николаева халалланă «Вăл пултаруллă ача пулнă» стенд пур, шкул çуртне кĕнĕ çĕртре вара ăна халалласа гранит плита вырнаçтарнă.
Хăйсен иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ пирки Дмитрий Николаевпа Владислав Мульдряков, тивĕçлĕ канăва тухиччен музыка преподавателĕ пулса ĕçленĕ Раиль Едиханов аса илчĕç. Кĕске çар отпускĕнче пулнă май Игорь Николаев яланах шкула çитсе юратнă вĕрентекенĕсемпе тĕл пулнă. Вăл ултă хĕлĕхлĕ гитарăпа питĕ ăста каланă. Раиль Едиханов Владимир Смоловпа пĕрле çырнă «Игорь çăлкуçĕ» юрă епле çурлани пирки каласа пачĕ. Пуçтарăннисем çак юрра итлесе пăхрĕç. Вăл пурин чунне те пырса тиврĕ. Аслă класра вĕренекен Данил Емельянов пур шкул ачи ятĕнчен те парне туса Олег Митяевăн «Как здорово, что все мы здесь сегодня собрались» юрра гитарăпа каласа кăтартрĕ.
Паттăрлăх урокĕн ертÿçи Елена Ивановна тĕлпулăва паянхи пурнăç чăнлăхĕ çине ăнăçлă куçарса çĕршывра хамăрăн чикĕсене хÿтĕлесе виççĕмĕш çул ятарлă çар операцийĕ пыни, унта та çар тивĕçĕсене пурнăçласа салтаксем пуçĕсене хуни, Игорь Николаевăн паттăрла ĕçне 2№ шкулăн 16 выпускникĕ малалла тăсни пирки пĕлтерчĕ. Вĕсенчен саккăрăшĕ – вилнисем, тепĕр саккăрăшĕ хыпарсăр çухалнисен шутне кĕреççĕ. Тĕлĕнмелле пулин те паттăрсенчен пĕрремĕшĕ – Кандрыкуль ялĕнче пурăннă, 2023 çулта паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ Игорĕн иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ Дмитрий. Халĕ шкула кĕнĕ çĕрте Николаев пĕртăвансене халалланă икĕ гранит хăма çакăнса тăрать.
Çар тивĕçĕсене пурнăçласа пуç хунă паттăрсене шăплăх минучĕпе асăнни пирки пĕлтерчĕç. Çарпа патриотизм мероприятийĕ асăнмалăх сăн ÿкерчĕк тунипе вĕçленчĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпӳлек ялĕ.

Паттăрсем пулса çуралмаççĕ, паттăр пулаççĕ
Паттăрсем пулса çуралмаççĕ, паттăр пулаççĕ
Паттăрсем пулса çуралмаççĕ, паттăр пулаççĕ
Паттăрсем пулса çуралмаççĕ, паттăр пулаççĕ
Паттăрсем пулса çуралмаççĕ, паттăр пулаççĕ
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас