Пур хыпар та
Патриотизм
1 Майӑн 2025, 13:00
1

«Паттăрлăха чĕрепе туяр»

Авăркас районĕнчи Юламан ялĕнче Çтерлĕри патшалăх театрпа концерт пĕрлешĕвĕнчи «Сарпи» чăваш эстрадăпа фольклор ансамблĕн «Паттăрлăха чĕрепе туяр» ятлă концерчĕ иртрĕ. Ăна Тăван çĕршыв хÿтĕлевçине тата СВОна хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене пулăшмалли çулталăка халалланă.

«Паттăрлăха чĕрепе туяр»
«Паттăрлăха чĕрепе туяр»

Программăна хатĕрлес ĕçре «Сарпи» ансамблĕн илемлĕх ертÿçин ПР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн Лира Файзуллинан тата ушкăн ертÿçин Олеся Пескован тÿпи пысăк.
Ял çыннисем клуба концерт пуçланиччен чылай малтан пуçтарăнчĕç. Нумайăшĕ концерт курма çемйисемпех килнĕ. Кÿршĕ ялсем те пулчĕç.
Концерт Натали Спиридонова ертÿçĕн чуна хумхантаракан сăвă сăмахĕсемпе пуçланчĕ. «Сарпи» хĕрĕсем «Манăçми салтаксем» (сăввипе кĕвви Юрий Кашкăрăн-Петуховăн) юрра юрланă чух куракансен куçĕсем шывланчĕç. Ăна чылайăшĕ ура тăрсах итлерĕç.
Артем Ильясов филармони артисчĕ тĕрлĕ вăхăтри сумлă салтак юррисене шăрантарчĕ. Экран çинче куракансем Тăван çĕршыв историне сăнама пултарчĕç. Анна Данилова, Татьяна Петрова, Диана Макеева, Кристина Суслова, Ляйсан Федорова юрăçсем пĕрин хыççăн тепри ылмашăнса çĕнĕ салтак юррисем юрларĕç. Çавăн пекех вĕсем куракансене илемлĕ кĕвĕллĕ чăваш юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç.
Ташă театрĕн солистки Гульсия Хисматтуллина куракансене тĕрлĕ халăх – пушкăрт, чăваш, таджик – ташшисене пултаруллă ташласа хăйĕн ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕ.
«Сарпи» ансамбль юрăçисем, пурте тенĕ пек, Авăркас тăрăхĕнчи (Юламан, Пишкайăн, Наумкино, Шланлă, Треппел) ялсенче çуралса ÿснĕ. Ляйсан Федорова – Треппел ялĕн кинĕ.
Артистсем ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксен амăшĕсене, арăмĕсене уйрăм тав сăмахĕсем каларĕç. «Сирĕн ывăлăрсемпе мăшăрăрсем Тăван çĕршыва, пирĕн мирлĕ пурнăçа хÿтĕлеççĕ. Вĕсем – чăн-чăн паттăрсем!» – терĕç вĕсем. Залра «Макс» (Сергей Максимов), «Третьяк» (Владислав Александров) тата ытти салтаксен ашшĕ-амăшĕсем, тăванĕсем пурччĕ.
Сцена çине вăхăтлăха отпуска килнĕ Виталий Максимов СВО салтакĕ хăпарчĕ. Халăх ăна ура çине тăрса тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕ. Алёна Федорова клуб ĕçченĕ ăна ял-йыш ятĕнчен çирĕп сывлăх, хастарлăх, çутă тÿпе сунчĕ, парнесем пачĕ. Салтак та куракансене тав сăмахĕсем каларĕ. Сăмах май каласан, Авăркас районĕн волонтерĕсем гумконвойпа 600-ре яхăн маскировка сечĕ, çавăн чухлех окоп çуртисем, типĕ душ пуххисем тата ытти кирлĕ япаласене ăсатнă.
Куракансем кăмăллă та çÿллĕ шайра иртнĕ концертшăн артистсене чĕререн тав турĕç, çирĕп сывлăх, ăнăçу, мирлĕ те лăпкă пурнăç сунчĕç.
Нина ФЕДОРОВА.
Авăркас районĕ, Юламан ялĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас