Пур хыпар та
Патриотизм
7 Августӑн 2025, 09:00
1

Пур ăрури пограничниксене халалласа

Мияки тăрăхĕнчи Еспуç ялĕнче чаплă лару-тăрура «Пур ăрури пограничниксене халалласа» асăну комплексĕ уçнă. Ăна шкул çурчĕ умĕнчи лапамра вырнаçтарнă.

Пур ăрури пограничниксене халалласа
Пур ăрури пограничниксене халалласа

РСФСР, каярах Совет Союзĕ, унтан Раççей патшалăх чиккисене хуралланă чух паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ салтак-пограничниксене халалласа лартнă палăк виçĕ пайран тăрать: юпа, йытă тата паттăрсен ячĕсене çырнă асăну хăми. Асăннă палăк Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçĕсене паттăррăн тата чыслăн пурнăçланине çирĕплетекен паллă пулса çĕршыв чиккине хÿтĕлекен паттăрсене аса илтерĕ. Тăван çĕршыва кирек хăш самантра та хÿтĕлеме хатĕр çынсем, пограничниксем, пур чухне пирĕн çĕршыв вăйлă, эпир вара хăрушсăрлăхра.
Палăка уçассипе çыхăннă церемоние Мияки район администрацийĕн пуçлăхĕ Наиль Гумеров, Мияки районĕнчи пограничниксем, Мияки тата Çтерлĕпуç районĕсен çар комиссариачĕн ертÿçи Шохрух Умурзаков, Р.Галиев запасри майор, ачасемпе çамрăксен «Парус» клубĕн ĕçченĕсем, «Барс» çарпа патриотизм кружокĕн воспитанникĕсем-юнармеецсем, ял çыннисем, Еспуç шкулĕнче вĕренекенсем пуçтарăнчĕç.
Мероприятие уçнă май салам сăмахĕсемпе Мияки район администрацийĕн пуçлăхĕ Наиль Гумеров, Пысăк Каркалă ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Рузина Тимербулатова, Мияки тата Çтерлĕпуç районĕсен çар комиссариачĕн ертÿçи Шохрух Умурзаков тухса калаçрĕç. Пуçтарăннисем СССР тата Раççей Федерацийĕн патшалăх чиккисене хÿтĕленĕ май çар заданийĕсенчен таврăнайман салтак-пограничниксене шăплăх минучĕпе асăнчĕç.
Ун хыççăн палăк лартас ĕçе пуçарса яраканĕсенчен пĕри, Çурçĕр Кавказра служба иртнĕ пограничник Игорь Дмитриев сăмах илчĕ.
– Палăка лартас шухăш 2024 çулта Пограничниксен кунне паллă тунă чух çуралчĕ. Кашни пограничник çак ĕçе май пур таран тÿпе хыврĕ. Асăннă ĕç пĕрлĕх патне тунă черетлĕ утăмсенчен пĕри пулса тăчĕ, – терĕ вăл.
Малашне пограничниксен çарĕнче служба иртнисем çак вырăнта тĕл пулма, çарти тусĕсене аса илме пултарĕç. Паттăрлăх, хăюлăх тĕслĕхĕсем, тирпейлĕ палăксемпе асăну вырăнĕсем, вил тăприсем урлă историйĕн пĕр пайне çитĕнекен ăру валли упраса хăварма, хамăр паттăр ентешсен ячĕсене ĕмĕрех асра тытма пултарăпăр.
Асăну палăкне хатĕрлесе вырнаçтарас ĕçе хутшăннисене пурне те медальсемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Ун хыççăн пур ветеран-пограничниксем палăк умне чечексем хучĕç.
Çавăн пекех мероприятие вырăнти артистсемпе «Илем» фольклор ушкăнĕн концерт номерĕсем илем кÿчĕç. Митинг пурте пĕрле сăн ÿкерчĕк тунипе вĕçленчĕ.
Людмила МАКАРОВА, вулавăш ĕçченĕ.
Мияки районĕ, Еспуç ялĕ.

Пур ăрури пограничниксене халалласа
Пур ăрури пограничниксене халалласа
Пур ăрури пограничниксене халалласа
Пур ăрури пограничниксене халалласа
Пур ăрури пограничниксене халалласа
Пур ăрури пограничниксене халалласа
Пур ăрури пограничниксене халалласа
Пур ăрури пограничниксене халалласа
Пур ăрури пограничниксене халалласа
Пур ăрури пограничниксене халалласа
Пур ăрури пограничниксене халалласа
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас