«Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçал «Асра тытма иртнине пĕлмелле» («Знать, чтобы помнить») конкурса Раççейри 82 регионтан 2300 заявка тăратнă. Вĕсенчен 92-шĕ лауреат ятне тивĕçнĕ. Вĕсем музейсене аталантарма 200-500 пин тенке тивĕçĕç.
Çĕнтерÿçĕсен шутне Пелепей хулинчи тăван тавралăхăн иртнипе хальхи вăхăт паллисене упракан чăваш гимназин Историпе этнографи музейĕ кĕни уйрăмах кăмăллă пулăм.
– Пирĕн музее 2001 çулта никĕсленĕ. Унта таврапĕлÿ енĕпе ĕçлетпĕр. «Гимнази историйĕ», «Пирĕн çитĕнÿсем», «Вĕсем Тăван çĕршывшăн çапăçнă», «Паллă ентешсем» «Чăвашсен кулленхи пурнăçĕнчи япалисем», «Чăваш халăх костюмĕ», «Ятарлă çар операцине хутшăннисем» тата ытти пайсем пур.
Музейра ĕлĕк кил-çуртра усă курнă япаласем, ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи хĕрарăмсен чăваш халăх тумĕсем те сумлă вырăн йышăнаççĕ. «Вĕсем Тăван çĕршывшăн çапăçнă» пайра Пелепей хулинче пурăннă концлагере лекнĕ çыннăн дневникĕ, тахçанхи сăн ÿкерчĕксем, автомат гильзисем, салтак каскипе фляжки, пульăсем шăтарнă котелок упранаççĕ, – каласа парать музей ертÿçи Вера Алексеева.
Конкурса Мария Дзюбо вĕренекен хатĕрленĕ «Аслă Çĕнтерÿ пирĕн çемье историйĕнче» («Великая Победа в истории нашей семьи») видеоролика тăратнă. Проекта хĕр ача иртнĕ çул хăй тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чух хатĕрленĕ. Унта вăл хăйĕн мăн аслашшĕн пурнăçĕ тата вăрçăри çулĕсем çинчен каласа парать. Марийăна çак ĕçре амăшĕ Татьяна Евгеньевна тата Светлана Хайдаровна Исхакова вĕрентекен пулăшнă.
– Пушкӑртстанра истори еткерлӗхне упрас, ҫамрӑксене патриотла воспитани парас тата йӑлана кӗнӗ хаклӑхсене ҫирӗплетес енӗпе нумай ĕçлеççĕ. Асăннă юхăм «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Халӑх программин тӗп ҫул-йӗрĕсенчен пӗри шутланать. Пушкӑртстанри вӗрентӳ учрежденийӗсенчи музейӗсен «Асра тытма иртнине пĕлмелле» конкурсри ҫитӗнӗвӗ педагогсемпе вӗренӳ заведенийӗсен ӗҫченӗсем ҫамрӑксенче патриотизм тата гражданла яваплӑх туйӑмне аталантарас ĕçре хастар ĕçленине çирĕплетет, – тесе палӑртнă «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрăмĕн ӗҫтӑвком ертӳҫи Руслан Насретдинов.
Пĕлсе тăма. 2018 ҫултан пуҫласа 2025 ҫулччен «Историллĕ астăвăм» проект витĕмĕпе Раççей шайĕнчи шкул музейĕсен ултă тĕрлĕ конкурсне ирттернĕ: таврапĕлÿ, цифрăллă, шыравпа тĕпчев, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине тата ятарлӑ ҫар операцине халалланӑ конкурссем. 2025 ҫулхи «Асра тытма иртнине пĕлмелле» конкурсăн тĕллевĕ – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен, блокадниксен, концлагерь тӗрмисенче нуша курнисен тата тыл ӗҫченӗсен кун-ҫулӗпе паттӑрлӑхне тӗпчесси, асра тытасси.
Светлана ПРОКОФЬЕВА. Пелепей хули.