Палăка лартас шухăш вырăнта пурăнакан Владимир Андреев пуçĕнче кăçалхи сентябрь вĕçĕнче çуралнă. Хăй вăхăтĕнче вăл Одесса облаçĕнчи Болград хулинче сывлăшпа десант çарĕсенче хĕсметре тăнă. Унăн шухăшне Роза Васильевна мăшăрĕ те ырланă. Вĕсем кĕске вăхăт хушшинчех палăк валли укçа-тенкĕ пухма пултарнă. Спонсорсен шутĕнче Ишимбай хулинче пурăннă А.Р. Баширов (халĕ Мускав хулинче никĕсленнĕ), Çтерлĕ хулинчи сывлăшпа десант çарĕсенче хĕсметре тăнă ĕнерхи десантниксем, вырăнти халăх тата Андреевсен çемйи пулнă.
Палăка уçас церемоние Ишимбай хулинчи кадет шкулĕн воспитанникĕсем хисеплĕ караулта тăма килнĕ. Мероприятие Петровский ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Александр Летунов, Ишимбай хулипе районĕн сывлăшпа десант çарĕн ветеранĕсен ассоциаци председателĕ Евгений Наумов, район депутачĕсен Канашĕн председателĕн çумĕ Олег Агафонов, Ишимбай районĕнчи ветерансен Канашĕн председателĕ Салават Султанмуратов, Амир Баширов спонсор, Йĕкенпуç часавайĕн настоятелĕ Дионисий атте, Раççей Федерацин чăваш наципе культура автономи Канашĕн пайташĕ Владимир Яковлев, Ишимбайпа Çтерлĕ хулисенчен килнĕ сывлăшпа десант çарĕсен ветеранĕсем, вырăнти халăх хутшăннă.
Халĕ ялти асăну паркĕн сулахай енче уçнă парашютпа икĕ çар самолетне сăнланă стела аякранах курăнса ларать. Унăн икĕ хĕррипе «Десантник-салтаксене халалланă» тата «СВО паттăр салтакĕсене чыс та мухтав» тесе çырнă хăмасем пур.
Роза Васильевнапа Владимир Александрович Андреевсен çемйи ялшăн нумай ырă ĕç тăваççĕ. Вĕсен пуçарăвĕпе маларах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă салтаксене халалланă паркра Çĕнтерĕве 80 çул çитнĕ тĕле тирпей-илем кĕртнĕ, палăка çĕнетнĕ, çĕнĕ тимĕр карта тытнă, сукмаксене брусчатка сарнă. Çавăн пекех вĕсем çемье вăйĕпе часавай хăпартнă, Турă çурчĕ йĕри-тавра симĕс чăрăшсемпе хурăнсем лартнă.
Инга ВАСИЛЬЕВА. Ишимбай районĕ.