Патриотизм
12 Апрелӗн , 10:00

«Çамрăк армеецсен» ретне

Çтерлĕ районĕнчи Рощинский ялĕнчи ача садĕнче чуна пырса тивекен пулăм пулса иртрĕ – ача сачĕн воспитанникĕсене «Çамрăк армеецсен» ретне йышăнчĕç. Шăпăрлансемшĕн ку вăйă мар, пурнăç шкулĕ, патриотизм, туслăх, яваплăх ăнлавсемпе паллашмалли пĕрремĕш утăм пулчĕ.

«Çамрăк армеецсен» ретне«Çамрăк армеецсен» ретне
«Çамрăк армеецсен» ретне

Церемони пуçланас умĕн физкультура инструкторĕ Н.В. Васильева строй хатĕрлевне тĕрĕслерĕ. Пĕчĕк урасем харăссăн утăм хыççăн утăм тăваççĕ, янăравлă сассисем тăрăшсах саламлаççĕ. Ачасен куçĕнче ашкăнчăк туйăмĕ çеç мар, чăн-чăн салтаксем пек пулас ĕмĕт курăнать. Вĕсем пысăк яваплăха туйса утни чун-чĕререн савăнтарчĕ. Анчах вăй-хала, чăтăмлăха тĕрĕслемесĕр çар уявĕ пулать-и? Тĕп тĕрĕслевсенчен пĕри хаваслă эстафета пулчĕ. Командăсем чăрмавлă йĕрсене хĕрсе кайсах парăнтарчĕç, пĕр-пĕрне «çар хатĕрĕсем» пачĕç, туслăх туйăмне çирĕплетрĕç. Çавăн пек самантсенче кашни ачан кăмăлĕ уççăн палăрать: хăшĕ çапăçăва талпăнать, хăшĕ юлташĕсене пулăшать. Паллах, туслăх çĕнтерчĕ, ачасен кулли вара тăрăшнăшăн чи лайăх награда пулса тăчĕ.

Асăннă мероприяти çитĕнекен ăрăва ачаранах Тăван çĕршыва юратма, çĕршыв хÿтĕлевçисене хисеплеме вĕрентни пысăк пĕлтерешлĕ пулнине аса илтерчĕ. Çак пулас салтаксем çине пăхсан шантарсах калама пулать: çĕнĕ ăру çирĕп те сывлăхлă, хавхалануллă кăмăл-туйăмлă ÿсет.

Эпир вара вĕсен чĕрисене патриотизм вăрлăхĕсем акрăмăр. Вĕсем шăтса тухса пирĕн çĕршыв ырлăхĕшĕн пуян калча парасса кĕтмелли çеç юлать.

Надежда ВАСИЛЬЕВА физкультура инструкторĕ, Елена ГРИГОРЬЕВА, Айгуль КУРБАНГАЛИЕВА воспитательсем.
Çтерлĕ районĕ, Рощинский ялĕ.

Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас