Пур хыпар та

«Эпир пулас салтаксем!»

Совет çыннисем Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа Мелеуз хулинчи И.Я. Яковлев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центрта тĕрлĕ мероприятисем сахал мар иртеççĕ.

Çав шутра «Ĕмĕр асра!» ветерансемпе тĕл пулу, «Аты-баты. Эпир пулас салтаксем!» конкурс программи. Çавăн пекех Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пулнă мăн асаттесемпе кукаçисен сăн ÿкерчĕкĕсемпе, биографийĕсемпе усă курса çар кĕтесĕ, композици йĕркелерĕмĕр.
Асăннă мероприятисене ыт ахальтен ирттермен. Унăн тĕп тĕллевĕ – çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çинчен каласа парасси, вăрçă паттăрĕсемпе паллаштарасси, Аслă Çĕнтерĕвĕн пĕлтерĕшне уçса парасси, Совет Çарĕн паттăрла тĕслĕхĕсем çинче Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентесси.
Вăрçă пирки çырнă калавсем, Аслă Çĕнтерĕве, вăрçă ветеранĕсене тата тăван тăрăха халалланă юрăсемпе сăвăсем ашшĕ-амăшĕсен, аслашшĕ-асламăшĕсен чунĕсене пырса тиврĕç. Сăвăсемпе юрăсем вырăсла та, чăвашла та, тутарла та янăрарĕç. Ачасем ташлакан савăнăçлă «Катюша» ташă пурне те култарчĕ те, савăнтарчĕ те. Максим Самарин ултă орденпа медаль илме тивĕçнĕ мăн кукашшĕ Сергей Терентевич Русаков разведчик, миномет взвочĕн командирĕ çинчен çырнă сочиненине мăнаçланса вуласа пачĕ. Мероприятие тыл ĕçченне, вăрçă ветеранĕн тăлăха юлнă мăшăрне, 94 çулхи Евдокия Павловна Митюкована, йыхравланăччĕ. Вăл ачасене хăйĕн паттăрла пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Пурне те ырлăх-сывлăх, мирлĕ пурнăç сунчĕ.
Ачасем хаваспах вăрçă тематикиллĕ вăйăсене, конкурссене хутшăнчĕç, Аслă Çĕнтерĕве туптама пулăшнă пулăмсем çинчен сахал мар çĕннине пĕлчĕç.
Аслисем курни-илтнипе хавхаланса хăйсен шухăшĕсене ятарлă кĕнеке çине çырса пĕлтерчĕç. Çитĕнекен ăру хăй халăхне питĕ юратнине, вăрçă ветеранĕсене хисепленине палăртрĕç. Апла пулсан лăпкă çывăрма пулать. Мероприятие хутшăннă ачасене Хисеп хучĕсем тата пылак кучченеçем парса хавхалантарчĕç.
Ольга САМАРИНА,
И.Я. Яковлев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центр педагогĕ.
Мелеуз хули.