Урал сасси
+24 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Патшалăх пулăшăвĕ
16 Кӑрлач 2019, 17:27

Петряевсен çемйи - ăнăçуллисенчен пĕри

Хальхи вăхăтра патшалăх кил-çурт хăпартас текенсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать. Ытларах чухне укçи-тенкине федераллă бюджетран уйăраççĕ, ăна çамрăк çемьесемпе специалистсем илме пултараççĕ.

Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕнче пурăнакан Петряевсен çамрăк çемйи çак кунсенче çĕнĕ çурт лартма социаллă пулăшу паракан хута (сертификат) алла илме тивĕçнĕ. Асăннă свидельствăна «Çамрăк çемьесене кил-çурт хăпартма е туянма парăнакан пулăшу» тĕп мероприятин Раççей шайĕнчи патшалăх программине пăхăнса параççĕ.
Юрийпе Ольга Петряевсем икĕ ача ÿстереççĕ. Çемье пуçлăхĕ «Башнефть» тытăмĕнче вăй хурать пулсан, унăн мăшăрĕ ялти шкулта ачасене физкультура урокĕсене вĕрентет. Çамрăксене социаллă пулăшу илме тивĕçнĕ сертификата район администрацийĕн пуçлăхĕ Ильшат Райманов чаплă лару-тăрура парса чысланă. Сăмах май, асăннă программăпа Суккул ял хутлăхĕнче пурăнакансем (унта тăхăр ял кĕрет) тухăçлă усă кураççĕ.
- Юлашки 2-3 çул хушшинче пилĕк çемье çурт лартрĕç. Малашне те çак енĕпе вырăнти халăхăн хастарлăхĕ чакмĕ. Эпир вара вĕсене май çитнĕ таран кирлĕ хутсене хатĕрлеме пулăшăпăр, - пĕлтерчĕ Суккул ял администрацин ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Татьяна Тихонова.
Ирида НОВИКОВА. Ермеккей районĕ.
Читайте нас: