Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Патшалăх пулăшăвĕ
25 Августӑн 2021, 11:00

Ялти пурнăç хуларинчен нимпе те кая мар

Ял пуласлăхĕ йăлтах паянхи çамрăксенчен килет. Çавăнпа та вĕсене яла таврăнма условисем туса парасси çине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Çамрăк çемьесене‚ пултаруллă специалистсене вăл çулсерен тĕрлĕ программăсем йышăнса тĕрлĕ енлĕ пулăшма тăрăшать.

Ялти пурнăç хуларинчен нимпе те кая мар
Ялти пурнăç хуларинчен нимпе те кая мар

Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç ялĕнче пурăнакан Виталий Квинтильяновичпа Дарья Федоровна Васильевсем тĕслĕхлĕ çемьесенчен пĕри шутланать. Мăшăр çамрăк пулин те хăтлă кил-çурт хăпартса 3 ача çитĕнтерет. Асли - Ева (5 çулта), вăтамми - Виталина (3 çулта)‚ кĕçĕнни - Василиса (3 уйăхра). Аслисем ача садне ĕçе çÿренĕ пек çÿреççĕ. Дарья ялти вăтам шкулта кĕçĕн классен вĕрентекенĕ тата вырăс чĕлхи учителĕ пулса ĕçлет (паянхи кун вăл декрет отпускĕнче). Виталий вара К.Иванов ячĕллĕ СПКра механизатор пулса вăй хурать. Ялта çуралса ÿснĕ каччăпа хĕр (Виталий - Слакпуçĕнчен‚ Дарья - Знаменкăран) хăйсен шăпине ял пурнăçĕпе çыхăнтарнăшăн пĕрре те ÿкĕнмеççĕ. Çамрăксем çемье çавăрсан Тутарстан Республикинчи Нижнекамск хулинче пурăнса пăхнă. «Хваттерĕн тăватă стени хушшинче кун кунлама тата сывлама йывăр пулчĕ»‚ - тет çемье пуçĕ. Çавна пула çамрăксем яла таврăннă та.
Мăшăрăн хăйсен пурăнмалли кĕтесĕ пулман пирки «Ял территорисене çирĕппĕн аталантарасси» федераллă программăн «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» хушма программăпа усă курса çут лартма шутланă. Вĕсем Пелепей район администрацин пурăнмалли çурт-йĕр комитетне кирлĕ документсене пĕтĕмпех тăратнă. Анчах Васильевсен çемйине çурт-йĕр условисене лайăхлатма тивĕçлисен шутне кĕртмен. Сăлтавĕ вара çакăнта: Дарья Знаменка ялĕнче‚ Виталий ашшĕ-амăшĕ патĕнче пропискăра тăнă. Иккĕшĕн те пурăнмалли условисем пулнă. Чылай пуç ватнă хыççăн çемье пĕр адреспа прописка тунă. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курас тесе каллех документ пухнă. Кирлĕ хутсемшĕн чупни ахаль пулман. Çемьене черете тăратнă. Çурт-йĕр условисене лайăхлатма тивĕçлисен шутĕнче тăнăранпа виçĕ çул иртнĕ. Мăшăрăн иккĕмĕш хĕрĕ çуралнă. Шăпах çав çулхине Виталийпе Дарья çÿлерех асăннă программăпа килĕшÿллĕн 1‚4 млн тенкĕлĕх ятарлă сертификат илме пултарнă. Çакă çамрăк çемьешĕн пысăк савăнăç пулнă. Çемье пуçĕ К.Иванов урамĕнче çурт лартма çĕр лаптăкĕ туяннă. Туймазă хулинчен тара илнĕ строительсен бригади пулăшнипе Виталий Квинтильянович çурт хăпартнă. Пÿрт ăшĕнчи ĕçсене вара чăваш арĕ хăйĕн аллипе тунă. Çапла çине тăрса тăрăшнă хыççăн 2020 çулхи сентябрь уйăхĕнче çамрăксем хăтлă та илемлĕ‚ капмар çĕнĕ çурта пурăнма кĕнĕ.
- Строительство ĕçĕсем пĕтмен-ха. Картишне те тивĕçлипе тирпей-илем кĕртмен. Ĕçрен пушă вăхăтра мунча хăпартма тăрмашатăп. Даша вара кил картине илем кĕртет. Малтан кунта кивĕ пÿрт ларатчĕ‚ хуçисем çурт çумĕнчи çĕр лаптăкне тивĕçлипе пăхман. Паянхи кунччен çÿп-çап тасататпăр. Хам енчен çакна çеç каласшăн: ялта хуларинчен пĕрре те кая мар пурăнма пулать. Хулана ĕçпе кайсан та часрах тăван яла - киле таврăнас килет‚ - терĕ кил хуçи.
Ирида НОВИКОВА.
Пелепей районĕ,
Слакпуç ялĕ.

Ялти пурнăç хуларинчен нимпе те кая мар
Ялти пурнăç хуларинчен нимпе те кая мар
Ялти пурнăç хуларинчен нимпе те кая мар
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: