Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Патшалăх пулăшăвĕ
29 Сентябрӗн 2021, 11:07

«Пушкин картти» çинчен ăнлантарса пани

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе кăçалхи кĕркунне çĕршывра «Пушкин картти» проект хута ячĕç. Çакă 14-22 çулхи çамрăксемшĕн питĕ пысăк пулăшу. Унпа вĕсем концертсемпе спектакльсене, тĕрлĕ куравсене патшалăх шучĕпе, тÿлевсĕр, çÿреме пултараççĕ.

«Пушкин картти» çинчен ăнлантарса пани
«Пушкин картти» çинчен ăнлантарса пани

Карттăна епле илмелле?
Ку питĕ çăмăл. «Госуслугинче» регистраци иртĕр. Çакна смартфон е компьютер приложенийĕ урлă онлайн мелĕпе тумалла. Сире СНИЛС номерĕ тата паспорт кирлĕ пулать. Ун хыççăн çырса хунине (учетная запись) çирĕплетмелле. Ăна онлайн-банк урлă, почта уйрăмĕнче е МФЦ офисĕнче тума пулать. Телефон çине «Госуслуги. Культура» приложени вырнаçтарăр». Тепĕр хут регистраци иртме кирлĕ мар. «Госуслугинчи» логинпа тата парольпе кĕмелле.
Карта виртуаллă. Ахаль банк картти пек мар
Уйрăм карта кирлех те мар. Приложени те çителĕклĕ. Интернет магазинти евĕр унпа ăçта кăмăл пур, çавăнта кайма билет илме пултаратăр. Кăмăлăр пулсан ахаль пластик картта тутарма та юрать. Ун валли «Почта Банк» офисне (вĕсем почта çуртĕнчех вырнаçнă) çеç çитмелле. Тен, килес çул çак проекта хутшăнма кăмăл тăвакан банксен шучĕ тата та ÿсĕ. Хăвăрпа пĕрле паспорт тата СНИЛС илмелле. Сире пластик картта параççĕ. Ăна хута янă хыççăн смс урлă пин-код килет. Вăл тÿлевсĕр. Уншăн сиртен укçа илмĕç.
Мана мĕн чухлĕ укçа параççĕ тата ăна мĕнле тăкаклама пулать?
Кăçал «Пушкин картти» çине 3000 тенкĕ хураççĕ. Çитес çул пилĕкшер пин пулĕ. Вĕсемпе пĕтĕм çĕршывĕпе иртекен культурăллă мероприятисене кайса курма пулать. Карта Ĕпхÿ хулинче те, Санкт-Петербургра та ĕçлет. Унта кинона тата цирка билет илсе пулмасть. Анчах та кулянма кирлĕ мар. Списокра интереслĕ музейсем, куравсемпе концертсем нумай. Вĕсем çĕнелсех тăраççĕ. Мероприятисен списокне «Культура. РФ» сайтра «Госуслуги. Культура» приложенинче пăхма пултаратăр.

Пĕлмешкĕн. «Пушкин карттипе» дебет тата кредит картти пек усă курса пулмасть. Карттăпа магазинта апат-çимĕç туянма, шкулта апатланнăшăн тÿлеме, ун çине ытти карттăсенчен укçа куçарма, банк урлă укçа хума май çук. Банк карттипе «Госуслуги. Культура» сайтра панă списокри культура мероприятийĕсене çеç тÿлесе пулать. 


Мĕнле мероприятисене кайма юрать?
«Пушкин карттипе» Ĕпхÿ хулинчи пысăк музейсемпе театрсене çыхăнтарнă. Çав шутра: Оперăпа балет театрĕ, Вырăс драма театрĕ, Пушкăрт драма театрĕ, Тутар драма театрĕ, Пуканесен театрĕ, Çамрăксен театрĕ, Пушкăрт филармонийĕ, Ĕпхÿ планетарийĕ, Наци музейĕ, Нестеров музейĕ, «Пушкăртстан» патшалăх концерт залĕ, Ф. Гаскаров ячĕллĕ халăх ташшисен ансамблĕ тата ыт.те.
Мероприятие çапла суйласа илмелле: «Культура.РФ» сайта кĕмелле, «Пушкинская карта» кнопка çине пусмалла, «Посмотреть все события» тата «Республика Башкортостан» пайсене тупмалла. Мероприятисене тĕсне кура суйласа илме те пулать. Тĕслĕхрен, концертсем, хăш кун пуласси, хакĕ. «Пушкин карттипе тÿлесе татасси» çине пусатăр та билет сирĕн кĕсьере. Ку питĕ меллĕ те çăмăл.

Билета хăвăр тăванăрсемпе юлташăрсене валли туянма юрать-и?
Çук. Программа тăрăх билета ыттисем валли туянма юрамасть. «Пушкин карттипе» илнĕ билетсем пурте ятлă. Мероприятисене кайнă чух сиртен документсем ыйтма пултараççĕ.
Карта çинчи укçана тăкакламасан мĕн пулать?
Карта çине пĕр çулта пĕрре, январь уйăхĕн пĕрремĕшĕнче, укçа хураççĕ. Ăна тÿрех усă курса пĕтеретĕр-и, пайăн-пайăн-и, хăвăрăн ирĕк. «Пушкин картти» çинче укçа пуçтарăнмасть. Сăмахран, эсир кăçал 1000 тенкĕ тăкакланă. 2022 çулта лимита çĕнетеççĕ те сирĕн карта çинче пилĕк пин пулать, çичĕ пин мар.
«Пушкин карттине»
регионсенче шутлă çынсене кăна параççĕ-и?
Çук. «Пушкин карттине» Раççейĕн 14-22 çулхи пур гражданĕсем те тивĕçеççĕ.
Ашшĕ-амăшĕ ачисене «Госуслугинче» регистраци иртме пулăшма пултараççĕ, анчах «Пушкин карттине» ача хăй ячĕпе уçмалла.
Паспорт çук пулсан «Пушкин карттине» епле уçмалла?
Саккун тăрăх, 14 çул тултарнă пур РФ гражданĕ те паспорт илме тивĕç. Çавăнпа та малтан паспортлă пулмалла, унтан тин «Пушкин карттине» илме регистраци иртмелле.
Паспорт улăштармалла пулсан «Госуслуги. Культура» приложенинчи даннăйсене епле çĕнетмелле?
Мобильлĕ приложени даннăйсене сыхламасть. Паспорт даннăйĕсене «Госуслугинче» улăштармалла.
«Пушкин карттипе» мерприятин пĕр пайне çеç тÿлеме юрать-и?
Çук, ун пек пулмасть. Карттăпа усă курас тесен, мероприятийĕн тулли хакне тÿлемелле.
ПР «Республика
Башкортостан»
Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: