

Пушкăртстанри Социаллă фонд уйрăмĕ йĕкĕрешсен 1148 ашшĕ-амăшне тата виçĕ йĕкĕреш ачаллă 10 ашшĕ-амăшне çулсерен паракан тÿлеве уйăрса парĕ. Пурĕ асăннă фонд республикăра пурăнакан 35 пин çынна 972 млн тенкĕлĕх тÿлевсемпе тивĕçтернĕ.
Асăннă пулăшу мери 2026 çулхи июнь уйăхĕнчен пурнăçа кĕме пуçланă. Ăна икĕ е виçĕ ача çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕсем, усрава илнĕ çынсем, опекунсемпе попечительсем илме пултараççĕ. Пулăшăва 18 çула çитмен, куçăн мелпе вĕренет пулсан 23 çула çитмен ачаллă çемьесене параççĕ.
Тÿлеве тивĕçес тесен заявлени паракан çын Раççей гражданинĕ, ялан çĕршывра пурăнакан, алимент парăмĕсемсĕр пулмалла. Ашшĕ-амăш прависĕр хăварнă е çав енпе чарусем пур çынна тÿлев памĕç. Чи кирлĕ услови – иртнĕ çулшăн тупăш налукне (НДФЛ) тÿлени.
Заявление пăхса тухнă чух иртнĕ календарь çулĕнчи тупăша шута илеççĕ. 2026 çулхи заявленисем валли 2025 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа декабре çитичченхи тапхăра шута илеççĕ. Çемье тупăшĕ республикăра çын пуçне пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен пĕрре çурă хутран ытла пулмалла мар. Пушкăртстанри пурăнмалли минимум шайĕ 23 673 тенкĕпе танлашать. Унсăр пуçне пĕрлехи пособи панă чухнехи пек пĕтĕм пурлăха хак параççĕ.
Тÿлев виçине çирĕплетмен, ăна кашни çын валли уйрăм шутласа кăлараççĕ. Ăна илекене иртнĕ çул чăннипе тÿленĕ тупăш налукне (12%) тата çав виçерен 6% ставкăпа пулнă хисеп хушшинчи уйрăмлăха тÿлеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ кашни хăй заявлени пама пултарать, ун валли пĕр-пĕрин хушшинче калаçса татăлни çеç кирлĕ. Вĕсем мăшăрлă е уйрăм пурăнни, ача кампа пулни кирлех мар.
Тÿлев илес тесен заявление кашни çул июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен Госуслуги портал урлă, Нумай функциллĕ центрта (МФЦ) е Социаллă фонд уйрăмĕнче парса пулать. Йышăнăва 10 ĕç кунĕнче тăваççĕ, кирлĕ документсене кĕртсе памалла чух срока 30 кунччен тăсма пултараççĕ. Заявление ырланă хыççăн укçа-тенкĕ счет çине пилĕк кун хушшинче килĕ.
Раççей Социаллă фондăн Пушкăртстанри уйрăмĕн специалисчĕсем çулсерен уйăракан çемье тÿлевĕ пирки тÿлевсĕр 8-800-100-00-01 телефонпа консультаци пама пултараççĕ.
Республикăри Социаллă фонд уйрăмĕн пресс-служби.