Пур хыпар та
Паян та стройра
15 Майӑн 2019, 12:56

Вăрçă паттăрĕ мирлĕ пурнăç çинчен ĕмĕтленет

Вăхăт шăвать, унпа пĕрлех Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунисем сахалланса, пурăнаканнисен çулĕсем хутшăнса пыраççĕ. Хаяр вăрçă çулăмĕ витĕр тухнисем халĕ пурте тенĕ пекех тăхăрвуннăран иртнĕ ĕнтĕ. Ишимбай тăрăхĕнчи Йĕкенпуç (Васильевка) ялĕнче пурăнакан вăрçă тата ĕç ветеранĕ Александр Васильевич Николаев çак кунсенче хăйĕн 95 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет.

Александр Васильевич 1924 çулхи май уйăхĕн 18-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çулĕ çитсен ялти ытти шăпăрлансемпе пĕрле Йĕкенпуçĕнчи çичĕ класлă шкула кайнă. Шкултан вĕренсе тухсан пĕр вăхăт колхозра тăрăшнă, унтан ăна ФЗОна ĕçлеме янă. Вăрçă пуçлансан çамрăк каялла Йĕкенпуç ялне таврăннă. 1942 çулхи август уйăхĕнче ăна Алкинăри çар чаçне илсе кайнă. Кунта салтаксене çар ĕçне хăнăхтарнă, унтан вăрçă хирне ăсатнă. Ишимбай тăрăхĕнчи чăваш каччине связистсен шкулне вĕренме суйласа илеççĕ. Çак специальноçе алла илнĕ хыççăн (1943 çулта) 19 çул та тултарайман Санькка Курск патĕнчи çапăçăва лекет. Белгород облаçĕнчи Кивĕпе Çĕнĕ Оскол хулисене, Донецк облаçĕнчи Шахта, Михайловское ялĕсене ирĕке кăларнă çапăçусене хутшăнать. Михайловка ялне ирĕке кăларнă чухне вăл йывăр аманнă. Пĕр хушă госпитальте сипленнĕ хыççăн татах малти линие кайнă, нимĕçсен çĕрĕ тăрăх Пĕрремĕш Украина фрончĕн йышĕнче утнă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă паттăр тĕрлĕ орден-медальсене тивĕçнĕ.
Килне 1947 çулта (икĕ çул хушши салтакра служба иртнĕ хыççăн) таврăннă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен колхозра тăрăшнă: прицеплă комбайнпа ĕçленĕ, тырă сăвăрнă, шофер та пулнă. Çемье çавăрса çурт лартнă, ачи-пăчине çĕршыва юрăхлă çынсем туса ÿстернĕ. Ачисемпе мăнукĕсен ăшшипе юратăвне туйса пурăнать паян ветеран. Вĕсем мирлĕ пурнăçпа пурăнччăр, нихăçан та вăрçă ан курччăр тесе ĕмĕтленет.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Ишимбай районĕ,
Йĕкенпуç ялĕ.