Пур хыпар та
Перепись-2020
12 Нарӑсӑн 2020, 18:09

Халăх çыравĕ харпăр уйрăм çыннăн даннăйĕсене шута илмĕ

Интернет ĕмĕрĕнче харпăр кашни çынпа çыхăннă информацие хÿтĕлес ыйту çивĕч тăрать. Çавăнпа эпир çак статьяра Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ мĕншĕн хупă иртнине‚ ăна уйрăм çынсем çинчен информаци интереслентерменнине уçса парăпăр.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ кăçал октябрь уйăхĕнче иртĕ. Анчах çитме йывăр районсенче вăл апрель уйăхĕнчех пуçланĕ. Çырав листисем вара анонимлă пулĕç. Статистиксем цифрăсемпе ĕçлеме тытăннă ĕнтĕ. Вĕсене шута илсе тĕп шухăшсене палăртĕç. Кăçалхи халăх çыравĕн тĕп тĕллевĕ – ăна ирĕклĕ ирттересси (е харпăр ирĕкĕ). Урăхла каласан‚ статистиксем çынсене ахалех шанĕç. Вĕсем респондентсем каланă пур даннăйсене çырав листисем çине çырса пырĕç. Каланине çирĕплетме вара пĕр документ та кирлĕ пулмĕ.
- Эпир тулли‚ çав вăхăтрах деперсонифициленĕ информаципе ĕçлетпĕр: Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн анкетинче çыннăн ячĕпе унăн тупăшĕ çинчен ыйтусем пачах та пулмĕç. «Госуслуги» порталпа усă куракансем тата переписчиксем электронлă çырав листисене пайăр мар (обезличенная) информацие çеç кĕртĕç‚ – тесе палăртнă Ростат ертÿçи Павел Малков.
Халăх çыравĕн кăтартăвĕсене налук службине те‚ Пенси фондне те‚ ытти ведомствăсене те ярса памаççĕ. Хальччен Раççейри статистиксен историйĕнче пĕр-пĕр çын çинчен информаци тухнă пулăма шута илмен. Каярах, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пичетлесе кăларсан‚ çырав листисене пăрахăçлаççĕ.
Çитес перепись кăтартăвĕсем тăрăх çынсем халăх шучĕпе наци йышне пĕлнисĕр пуçне‚ регионсенчи‚ хуласемпе ялсенчи социаллă экономика процесĕсене те курма пултарĕç.
Пĕтĕм тĕнчери харпăр даннăйсене хÿтĕлекен куна Европа Канашĕн Конвенцине алă пуснă чухне çирĕплетнĕ. Конвенци уйрăм даннăйсен шайĕнче çын правине хÿтĕлекен халăхсен хушшинчи инструмент шутланать. Асăннă документ 1985 çулта вăй илнĕ. Раççей ăна 2001 çулта çеç алă пуснă.
Пĕтĕм Раççейри халăхсен çыравĕ октябрь уйăхĕн 1-31-мĕшĕсенче иртĕ. Ăна йĕркелеме цифрăллă технологисемпе усă курĕç. Перепиçĕн тĕп çĕнĕлĕхĕ – Раççейре пурăнакансем Пĕрлĕхлĕ порталта (Госуслуги) хăйсем тĕллĕн электронлă çырав листисемпе паллашма пултараççĕ. Переписчиксем килĕрен çÿренĕ чухне планшетри ятарлă программăпа усă курĕç. Унсăр пуçне перепись участокĕсем ĕçлĕç‚ нумай функциллĕ центрсенчи пÿлĕмсенче те халăх çыравĕ ирттерĕç.
Ирида МАТНИЯЗОВА хатĕрленĕ.