Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пирĕн туссем
4 Декабрӗн 2019, 14:27

«Урал сасси» хаçата Кăратмас ялĕпе çыхăнтаракан

Пушкăртстан Республики пĕчĕк мар. Çавăнпа та эпир, «Урал сасси» хаçатăн ĕçченĕсем, тем пек тăрăшсан та унăн кашни кĕтесне те час-часах çаврăнса çитейместпĕр. Хаçатра вара пур тăрăхри чăвашсен ĕç-хĕлне те çутатса памалла, никама та кÿрентерес килмест. Çак ĕçре пире штатра тăман корреспондентсем питĕ нумай пулăшаççĕ.

Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Зоя Колесникова – «Урал сасси» хаçата Ермеккей тăрăхĕнчи Кăратмас ялĕпе çыхăнтараканĕ. Вăл Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул çулне çитсен Ярмулайĕнчи вĕренÿ çуртне пĕлÿ илме çÿренĕ. Малтанхи вĕрентекенĕ Михаил Петрович Сидоров (вăл та хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ, - авт.) хăйсемпе питĕ тимлĕ пулни, кашни ачанах ăнланма тăрăшни, пĕр-пĕринпе туслă пулма, йывăр вăхăтра пулăшма вĕрентнисем, çут çанталăка, тăван тавралăха сăнама, хăйсем курнине, шухăш-туйăмĕсене хут çине çырса хума хăнăхтарнисем хĕр ачан ăс-тăнне, чĕрине ĕмĕрех кĕрсе вырнаçнă, пурнăç тăршшĕпе те сахал мар пулăшнă. «Çырас туртăм та шăпах пĕрремĕш вĕрентекенренех пуçланнă», - тет Зоя Николаевна. Михаил Петровичăн тивлечĕпех хĕр ача шкул саккинченех кĕнекесем вулама, сочиненисем çырма юратнă. Ӳсерехпе çырас ăсталăха Людмила Ефремовна Петрова (Овчинникова) чăваш чĕлхи, Вера Александровна Сидорова вырăс чĕлхи учителĕсем туптанă. Çаплах З.Н. Колесникова шкулта вĕреннĕ çулсенче кун кĕнеки (дневник) илсе пынине, çакă çырас ăсталăха ытларах ÿстерме пулăшнине палăртать. Кукамай пулнă май, халĕ мăнукĕсене те çаплах вĕрентет.
Вырăнти шкулта тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн пултаруллă хĕр ача Пелепейĕнчи педагогика училищине çул тытнă. Ăна ăнăçлă вĕçлесе алла диплом илнĕ çамрăк специалист Пелепей тăрăхĕнчи Этĕл ялĕнче аслă пионервожатăй, Кирилловкăри сакăр класлă шкулта пуçламăш класс учителĕ пулса ĕçлет. 1982 çулхи июнь уйăхĕнчен Зоя Николаевна Кăратмас шкулĕн сукмакне такăрлатма пуçлать (çемьери лару-тăрăва пула мăшăрĕн тăван ялне, Кăратмаса, куçаççĕ - авт.). Çав çулах вăл куçăн мар мелпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетне историпе филологи факультетне вĕренме кĕрет. 1984 çулта ачасене тăван чĕлхе урокĕсене вĕрентме пуçлать. Аслă категориллĕ вĕрентекен шкулта вăй хунă çулсенче «ПР вĕрентÿ ĕç отличникĕ» (2004 ç.) хисеплĕ ята, ПР Вĕрентÿ министерствин Хисеп хучĕсене, ПР Президенчĕн Тав çырăвне тата ыт.те тивĕçнĕ.
- Хăвăр çырнă пĕрремĕш заметкăна ас тăватăр-и? - ыйтатăп Зоя Николаевнăран.
- Паллах. Хаçат валли çырасси шкулта ĕçленĕ çулсенче пуçланчĕ. Пĕрре çапла район хаçатĕнче анне темăпа çырнă материал тухнăччĕ. Вăл мана интереслентерсе ячĕ пулмалла. Хамăн шухăша çырса пĕлтерме шутларăм. Каярах Шупашкарта тухса тăракан «Пионер сасси», «Хатĕр пул», «Тетте» журналсемпе çыхăну тытма пуçларăм. Ачасене хавхалантарас тесе вĕсен ĕçĕсене ярса параттăм. Нумай материал, паллах, ĕçпе çыхăннăччĕ. «Урал сасси» хаçат тухма пуçласан унпа çыхăну тытма пуçларăм, - тет кăмăллăн чăвашлăхшăн чунне пама хатĕр хĕрарăм.
Зоя Николаевнан темисем пĕр енлĕ кăна мар. Вăл кивĕ сăн ÿкерчĕксемпе усă курса ял-йыш, кÿршисем, тăванĕсем çинчен çырса кăтартма кăмăллать. Чăвашлăхпа, кăмăл-сипетпе çыхăннă çивĕч ыйтусене те хускатать. Ачасемпе ĕçленĕскершĕн воспитанипе çыхăннă ыйтусем те ют мар. Пултаруллă, кăмăллă, ĕçчен çынсем çинчен каласа пама юратать. Вĕсен йышĕнче механизатор, доярка, рабочи, çĕр ĕçченĕ, выльăх тухтăрĕ, медицина ĕçченĕ, паллах, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем пур. Вулакансем кашни статьянах кăмăлласа йышăнаççĕ. Зоя Николаевна «Урал сасси» хăйĕн Вера хĕрĕпе пĕр çулта пулнине те палăртать. Хĕр ача 1989 çулхи октябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. Халĕ ĕнтĕ вăл Вера мар, Вера Владимировна. Çемье çавăрса икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтерет. Амăшĕн çулĕпе кайса педагог профессине алла илнĕскер Пелепей хулинчи «Звездочка» ача садĕнче вăй хурать. Кăçалхи кĕркуннерен «Çăлтăрта» чăваш кружокĕ ĕçлеме пуçланă. Ăна вара пирĕн хаçатăн тантăшĕ, амăш пекех чăвашлăхшăн çунакан Вера Владимировна ертсе пырать. Вăл 12 ачана тăван чĕлхене, культурăна ăша хывма вĕрентет.
- Хам вĕрентнĕ ачасен ачисем тĕрлĕ концертсенче тăван чĕлхепе юрланине, сăвă каланине илтсен, ташланисене курсан, кăмăл тулса каять, апла пулсан эпĕ тăрăшни сая кайман, - тет çак кунсенче хăйĕн 60 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ Зоя Николаевна.
Эпир те, хаçат ĕçченĕсем, ăна çак ятпа саламласа çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Надежда РОДИОНОВА.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.
Читайте нас: