Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Пирĕн туссем
27 Октябрӗн 2021, 10:15

«Тăванпа калаçнă пекех туйăнать»

«Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем çырăнтару кампанийĕсем вăхăтĕнче республикăри ялсем тăрăх çÿресси йăлана кĕнĕ пулăм. Çакна, паллах, вĕсем кăларăм тиражне ÿстерес, çĕнĕ туссем тупас тата почтальонсене пулăшас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Чăн та çапла туни хăйĕн тухăçне парать, ăна пытарма кирлĕ мар.

«Тăванпа калаçнă пекех туйăнать»
«Тăванпа калаçнă пекех туйăнать»

Черетлĕ командировка Ермеккей районĕнчи Кăратмас ялĕнче иртрĕ. Шăпах çавăн чухне эпир Вера Николаевна Ванюшинапа 93 çулхи ĕç ветеранĕпе, хаçатăн тусĕпе çывăхрах паллашрăмăр. Сăмах ваклама ăста кинемее редакци ятĕнчен парне панă май, (ăна хаçата çырăнса илнĕшĕн лотерея вылявне хутшăнса тивĕçнĕ) вăл хăйĕн çинчен те каласа пачĕ.
– Эпир колхоз тума çуралнă ăру, анчах та халь колхозне пĕтерчĕç. Ĕнепе лашана колхоза панине астăватăп. Анне питĕ кулянса йĕчĕ, – иртнине пăшăрханса аса илчĕ 1928 çулта çуралнă Вера Николаевна.
Çавăн пекех кил хуçи хăй шкулта ултă класс вĕреннине, 13-14 çулта чухнех колхозра ĕçлеме пуçланине пĕлтерчĕ. Мăшăрĕпе, Геннадий Петровичпа, вĕсем çемьеллĕ пулсан икĕ ывăл çитĕнтернĕ, вăрах вăхăт Казахстанра Кызыл Орда хулинче пурăннă. 1997 çулта вара чăваш хĕрарăмĕ пĕччен тăван тăрăха таврăннă.
– Икĕ ывăлпа упăшкана унтах пытарма тÿр килчĕ. Тăван тăрăха таврăнсан ял пурнăçне тепĕр хут хăнăхрăм. Çав вăхăтран пуçласа сирĕн хаçата çырăнса илетĕп. Тăван чĕлхепе тухакан кăларăма вуласан тăванпа калаçнă пекех туйăнать, – шалти туйăмĕсене уçса пачĕ вуннăмĕш теçетке çула такăрлатакан кинемей.
Эпир Вера Николаевнăпа çĕр çула çитме ырлăх-сывлăх сунса уйрăлтăмăр. Вăл та пире куç курнă чухне «Урал сассинчен» уйрăлмасса шантарчĕ.
Çак ялти хаçатăн тепĕр тусĕ çинче те чарăнса тăрас килет. Ку вăл – Татьяна Васильевна Каримова. Хĕрарăм вырăс çынни пулсан та кашнинчех хăйĕн мăшăрĕ (вăл чăваш) валли хаçата çырăнса илет. Çакăн евĕр пулăма сайра курма пулать. Иван Витальевич «Эко Нива АПК Холдинг» ОООра ЗАВ операторĕ пулса ĕçлет, çавăнпа та ăна килте сайра хутра çеç курма пулать. Ăна ĕç хыççăн алла «Урал сассине» тытма тăван чĕлхене пĕлни хистет. Хаçата çырăнса илесси вара кил хуçи арăмĕн тивĕçĕ.
Çапла, килтен-киле çÿресе эпир хамăр вулакансемпе çывăхрах паллашатпăр, вĕсене хумхантаракан ыйтусене ăша хыватпăр, май килсен татса пама тăрăшатпăр. Чи кирли вара вулаканпа редакци хушшинчи чĕрĕ çыхăну татăлманни.
Юрий СНЕГОПАД.
Ермеккей районĕ,
Кăратмас ялĕ.

«Тăванпа калаçнă пекех туйăнать»
«Тăванпа калаçнă пекех туйăнать»
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: