Урал сасси
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пирĕн туссем
29 Июнӗн 2022, 09:05

Павловкăсем «Урал сасси» çырăнаççĕ

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче эпир «Урал сасси» çырăнтарас ĕçе хастар хутшăннă чăваш çыннисем, Давлекан районĕнчи Чуйăнчă-Николаевка ялĕнчи педагогика ĕçĕн ветеранĕ Ирина Ильинапа ППУ Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнчи студенчĕ Елена Алексеева, çинчен çырса пĕлтернĕччĕ.

Павловкăсем «Урал сасси» çырăнаççĕ
Павловкăсем «Урал сасси» çырăнаççĕ

Вĕсен ырă тĕслĕхне малалла тăсакансем татах та пур. Куюргазă районĕнчи Павловка ялĕнче пурăнакан чăвашсемшĕн те «Урал сасси» хаçат чи юратнă кăларăмсенчен пĕри пулса тăрать, çавăнпа та вĕсем унăн шăпишĕн пăшăрханаççĕ.
«Хаçат урлă республикăра пурăнакан чăвашсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашатпăр, хамăр тăрăхри тĕрлĕ пулăмсем, ентешсен çитĕнĕвĕсем çинчен вуласа пĕлетпĕр, савăнатпăр. «Урал сассине» чунтан парăн нă вулакансем хальхинче те хастарлăх кăтартрĕç – вĕсем 2022 çулăн иккĕмĕш çур çулне хаçат çырăнса илмелли кампание хутшăнчĕç. Павловка ял вулавăшĕ хаçата çырăнса илекенсем хушшинче парнесем те выляттарчĕ. Лотерея вылявне Куюргазă районĕнчи чăвашсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Л.С. Иванова хутшăнчĕ. Шăпа пÿрнипе чи телейлисем Александра Егорова, Тамара Николаева, Николай Николаев, Ольга Федорова пулса тăчĕç…», – çыраççĕ павловкăсем.
Куюргазă тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсене хамăр халăха аталантарас тĕллевпе пурнăçлакан ырă та пархатарлă ĕçшĕн чунтан тав тăватпăр. Эсир пулăшнипе хаçат ĕмĕрĕ вăрăм пуласса, вăл кашни чăваш килне килсе тăрасса шанатпăр.
Надежда РОДИОНОВА.
Куюргазă районĕ,
Павловка ялĕ.

Павловкăсем «Урал сасси» çырăнаççĕ
Павловкăсем «Урал сасси» çырăнаççĕ
Павловкăсем «Урал сасси» çырăнаççĕ
Павловкăсем «Урал сасси» çырăнаççĕ
Павловкăсем «Урал сасси» çырăнаççĕ
Павловкăсем «Урал сасси» çырăнаççĕ
Павловкăсем «Урал сасси» çырăнаççĕ
Павловкăсем «Урал сасси» çырăнаççĕ
Павловкăсем «Урал сасси» çырăнаççĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: