Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пирĕн туссем
27 Кӑрлач 2023, 17:18

Ватăсен çуртĕнче хаваспах «Урал сассине» вулаççĕ

Ватăсен çуртĕнче ытларах камсем пурăнаççĕ?  Паллах,  тĕрлĕ сăлтавсене пула çемье çавăрса ĕлкĕрейменнисем,  вăрăм ĕмĕрлисем, хăйсен ачисемсĕр тăрса юлнисем. Çаплах  ачисене, тăванĕсене кирлĕ пулманнисем.  Кун пирки те сивлесе калаçма кирлĕ мар, пурнăçра сăлтавсем тĕрлĕрен пулма пултараççĕ.

Ватăсен çуртĕнче хаваспах «Урал сассине» вулаççĕ
Ватăсен çуртĕнче хаваспах «Урал сассине» вулаççĕ

Пишпÿлек районĕнчи Кенгер-Менеуз ялĕнчи аслă ÿсĕмри çынсене тата инвалидсене социаллă пулăшу паракан стационарта тĕрлĕ шăпаллă 38 çын пурăнать. Паллах, ватăсен çуртĕнче условисем лайăх, пурăнма та кăмăллă, хăтлă. Апла пулин те вĕсем тăван килшĕн, çывăх çыннисемшĕн тунсăхлаççĕ. Пурнăç çапла килсе тухнăшăн кулянаççĕ.

 - Ватлăха çакăнта кĕтсе илме тивĕç пулнисене пурне те ăшă сăмах, тимлĕх кирлĕ. Кунта пурăнма килсен адресĕ те ватăсен çурчĕ пулса тăрать. Çавăнпа та аслă ăрури çынсене килти пек условисем туса пама тăрăшатпăр. Вĕсене валли тĕрлĕ мероприятисем йĕркелетпĕр, занятисем ирттеретпĕр. Мучисемпе кинемисем ÿкерме, тĕрлĕ ал ĕçĕсем тума юратаççĕ. Стационарти 38 çынран 11-шĕ чăваш. Ырă кăмăллă çынсем  ватăсен çурчĕ ячĕпе кăçал икĕ экземпляр «Урал сасси» хаçат çырăнса пачĕç. Курасчĕ сирĕн тăван чĕлхепе тухакан кăларăма вĕсем епле килĕштерсе вуланине. Тав çын нушисене ăнланакансене,  - тет ватăсен çурчĕн директорĕ Раиса Рахимова.  

Ватăсен çуртĕнче хаваспах «Урал сассине» вулаççĕ
Ватăсен çуртĕнче хаваспах «Урал сассине» вулаççĕ
Ватăсен çуртĕнче хаваспах «Урал сассине» вулаççĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: