Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Пирĕн туссем
5 Сентябрӗн 2023, 10:03

«Юратнă кăларăма вăтăр çул алăран ямастăп»

Авăркас тăрăхĕнчи Трепел ялĕнче пурăнакан Владимир Макаровичпа Евгения Васильевна Даниловсем республикăри чăвашсен пĕртен-пĕр кăларăмне, «Урал сасси» хаçата, мĕн тухма пуçланăранпах çырăнса илеççĕ, вулаççĕ.

«Юратнă кăларăма вăтăр çул алăран ямастăп»
«Юратнă кăларăма вăтăр çул алăран ямастăп»

– «Урал сасси» хаçат урлă район тата республика хыпарĕсемпе туллин паллашатпăр. Уйрăмах пĕлекен çынсем çинчен çырнисене кăсăкланса вулатпăр, калавсем, «чăн пурнăçран» рубрика кăмăла каяççĕ. Хаçат-журнал – тус пекех, унта нумай ыйтăвăн хуравне тупатăн. Кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Тĕрлĕ ыйтăва çутатать-çке вăл: ял хуçалăх, çамрăксемпе ватăсен пурнăçĕ, культура, юрă-кĕвĕ тĕнчи, интереслĕ пулăмсемпе хыпарсем, усăллă канашсем – пĕтĕмпех пур унта.
Ку хаçата алла тытсанах вăй кĕрсе кайнă пек туйăнать, – тет йăл кулса пилĕк ачана пурнăç парса ура çине тăратнă Евгения Васильевна.
Тăван чĕлхепе вулама юратакан Даниловсем районта тухса тăракан «Авăркас хыпарçи» хаçата та кăмăлласах вулаççĕ, хаçат кăларакансене юратнă кăларăмсемшĕн чунтан тав тăваççĕ. Çавăн пекех аслă ăрури çынсем асăннă кăларăмсен ĕмĕрĕсем вăрăм пулма пиллеççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Авăркас районĕ,
Трепел ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: