Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пирĕн туссем
21 Декабрӗн 2023, 12:34

Чунтан парăннă вулакан

Эпĕ вулакансене пирĕн çемье «Урал сасси» хаçатăн яланхи вулаканĕ пулса юлнипе кĕскен паллаштарасшăн.

Чунтан парăннă вулакан
Чунтан парăннă вулакан

1996 çул. Эпĕ – тин кăна шкул директорĕн ĕçне пуçăннă çын. Кĕр кунĕсенчен пĕринче шкула 4-5 çынран тăракан ушкăн килсе кĕчĕ те учительсене пухма ыйтрĕ. Пухура вĕсем мĕн сăлтавпа кунта килсе çитни паллă пулчĕ – «Урал сасси» хаçата мĕнле те пулсан халăх хушшинче сармалла. Чи малтан вара кашни учитель, ку ĕçре тĕслĕх пулса, халех хаçата çырăнмалла.
Мĕн каласси, вăл вăхăтра хаçат сăнĕ илĕртÿллех марччĕ. Çавăнпа-ши е хистесе çырăнтарас тенипе-ши пухăннă вĕрентекенсем хаçата çырăнасшăнах пулмарĕç.
Директор пÿлĕмĕнче ыйтăва мĕнле татса памалли çинчен сăмах малалла тăсăлчĕ. Мана кирлĕ чухлĕ хистесе çырăнтарайманшăн айăплама та пăхрĕç. Н.П. Игнатьев чăваш хастарĕ хаçатра илемлех мар сăнласа пама пултарни çинчен те асăрхаттарчĕ: «Хаçата отрицательный геройсем пулни те кирлĕ», – терĕ.
Эпĕ кăларăма çырăнасси, коллектива та çырăнма ÿкĕте кĕртме тăрăшасси, анчах манăн ĕç принципĕ хушса мар, канашласа ĕçлемелле пулни çинчен пĕлтертĕм.
Ыйтăва çывăх вăхăтра чиперех татса патăмăр. Хам вара паянхи кунччен, пĕр çул сиктермесĕр çырăнса илетĕп, хаçатăн чунтан парăннă вулаканĕ пулса юлатăп.
Альбина ПЕТРОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Авăркас районĕ, Шланлă ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: