Пур хыпар та
Пирĕн туссем
18 Сентябрӗн 2024, 14:05

Туссен пултарулăхĕ

Хисаметдин Шарафутдинович Исмагилов Пушкăртстан Республикинчи Çтерлĕпуç районĕнчи Гулюм ялĕнче 1953 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче çуралнă.

Туссен пултарулăхĕ
Туссен пултарулăхĕ

Ялти пуçламăш шкулта, унтан Эмир, Çтерлĕпуç шкулĕсенче пĕлÿ пухнă. Совет Çарĕнче Афганистанра хĕсметре тăнă. Ветеринари техникумĕнчен, Пушкăрт ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă.
1980-1983 çулсенче – Пелепей районĕн тĕп ветеринари врачĕ. Каярах вăл Çтерлĕпуç районĕнчи ветеринари участокне ертсе пынă. Паянхи кун Турмай ялĕнче пурăнать.
Республика прессинче пичетленет. 2013 çулта Пушкăртстанри «Китап» кĕнеке издательствинче унăн повеçсен «Зимагурлар» сборникĕ пичетленсе тухнă. 2023 çулта «Казан утлары» журнал издательстви Исмагиловăн çĕнĕ «Никах» повеçне пичетлесе кăларнă.
Литературăна вăл пурнăçра пысăк опыт пухнă хыççăн пырса кĕнĕ, вулакансен юратнă авторĕ пулса тăнă.
Аяларах Пушкăртстанра пурăнакан тутар çыравçин чăвашсем çинчен калакан калавӗпе паллашма сӗнетпӗр.

ЯВУРАЙ

Ку паллашу эпĕ аслă шкул хыççăн «Искра» колхозра ĕçлеме тытăнсанах пулнăччӗ. Пĕррехинче колхоз председателĕ Габдельхак абзы Кунафин хăй патне чĕнтерчĕ:
– Исмагилов тăванăм, пыр-ха, час кăна Тетĕрпуçĕнчен çав Егорова лартса кил, – тет.
– Юрать, анчах та эпĕ вăл ăçта пурăннине те пĕлместĕп-çке, – тетĕп.
– Склад пуçлăхĕ Клавдий сана кĕтсе тăрать, унтан ыйтса пĕл, – тет.
Лаши питĕ çивĕчскер. Ветеринари тухтăрĕнче ĕçлекенскер, колхозри чи лайăх ăйăра суйласа илтĕм. «Ай» тесе ĕлкĕриччен Тетĕрпуç ял урамĕнчи çĕнĕ лавкка умне пырса та çитрĕм. Тетĕрпуç Турмай ялĕнчен виçĕ çухрăмра çеç вĕт. Лавкка умĕнче темиçе арçын тата хĕрарăмсем тăраççĕ. Вĕсене сывлăх сунса хĕрарăмсем енне çаврăнтăм.
– Мана склад пуçлăхĕ Клавдия аппа кирлĕччĕ, – тетĕп. Лешсем кулса ячĕç, хăйсем хушшинче чăвашла тем калаçаççĕ. Эпĕ аптрасах кайрăм, мĕн пулса тухнине ăнланмастăп. Тĕрĕс мар ыйтрăм-ши е ятне тĕрĕс мар каларăм-ши? – тетĕп хам ăшра. Хĕрарăмсем хушшинче çулланнă арçынна асăрхарăм. Вăт, ача, ятне каланă чух йăнăшрăм-ши? Склад пуçлăхĕ ку арçын мар-и ха, тесе те шутласа пăхатăп. Çав абзырен:
– Эсир склад пуçлăхĕ пулмарăр-и? – тесе ыйтрăм.
Вăл хирĕç чĕнме васкамарĕ, пуçĕпе çеç сĕлтрĕ:
– Эсĕ вара çĕнĕ тухтăр, выльăх тухтăрĕ-и? – тет.
– Çапла, – тесе хуравлатăп.
– Апла пулсан пыр, Явурайна кайса ил те склада кил, эпĕ çавăнта пулатăп, – тет ку.
– Юрать, манăн ăйăр чаплă вĕт? – урăх ним калама аптраса тăратăп.
– Бей, эсĕ манран ята ыйтрăн вĕт-ха ĕнтĕ. Эпĕ Алексеев Клавдий пулатăп, – тет. Эпĕ аптăратăп:
– Чăн яту мĕнле вара? – тĕпчетĕп.
– Чăн ят та, юри ят та Клавдий манăн, аттесем çав ята панă, – терĕ мана тĕлĕнтерсе.
Эпĕ ĕнтĕ Егоров ячĕ Явурай пулнине ăнлантăм. Хам аптăратăп: чăваш ячĕсем е Николай, е Геннадий, е Александр, ытти вырăс ячĕсем пулма тивĕç. Каярах çеç пĕлтĕм: кунта Рашит та, Финур та, Еварис ятлă çынсем те пур иккен...
Склад пуçлăхне:
– Явурай çурчĕ ăçтине пĕлместĕп вĕт-ха, – тетĕп.
– Камран ыйтсан та каласа парĕç. Пысăк хапхаллă, сенкер чÿречеллĕ çуртра пурăнать вăл, урамăн сулахай енче, – ăнлантарать çĕнĕ тус.
– Юрĕ апла, халех лартса килетĕп, – терĕм те кайрăм. Эпĕ Тетĕрпуçĕн ку тĕп урамĕнче пирвайхи хут çеç-ха. Пырап çапла, пысăк хапха, сенкер чÿрече шыратăп. Хапхасем вара, ачам, пурте пысăк, чипер те матур. Тĕрĕлесе пĕтернĕ, тĕрлĕ тĕспе сăрланăскерсем куçа илĕртеççĕ. Эпĕ çуралнă Гулем, халĕ пурăнакан Турмай ялĕсенче хапхасем ун пекех мар, ансатрах. Ку ялта вара вĕсен кашнийĕн хăйĕн сăн-пичĕ, кашнийĕ хăйне евĕрлĕ илемлĕ, çуталса тăраççĕ, йĕри-таврана пайăркасем сапаççĕ пек. Чăваш хĕрĕсен уяв тумтирĕ, капăрĕсем пек. Хапхасем вырăнне çав хĕрсем тăрса хăнана кĕме йыхăраççĕ тейĕн. Кашни хапхан хăйне евĕр кĕвви пур тесе те калас килет. Питĕ пысăк асамлăх, тĕлĕнтермĕш çакă. Ахальтен мар чăваш халăхĕ питĕ ĕçчен те пултаруллă теççĕ ахăр. Çакна хапхасем, çуртсен эрешĕсем те çирĕплетеççĕ.
Куçа илес килмест, чăн-чăн илемлĕх, ăсталăх, маçтăрлăх вĕсенче.
Çавăн пек шухăшсен ытамĕнчен мана хирĕç килекен хĕрарăма асăрхани уйăрчĕ. Эпĕ чăвашла пĕр сăмах та пĕлместĕп, çавăнпа ăна вырăсла сывлăх сунса Явурай пирки ыйтрăм. Хĕрарăм нимĕн чĕнмесĕр ман çине пăхса тăрать, вăрахран çеç, ыйтăва ăнланманнине палăртса:
– Урысча пĕлмеп, – терĕ те куçĕсене чăлт-чăлт хупкаласа, ман çине тинкерчĕ.
Аптранипе тутарла:
– Егоров ăçта пурăнать? – тетĕп.
– Эсир тутар иккен, мĕншĕн паçăрах çапла ыйтмастăр? – тет ку. Эпĕ Егоров çурчĕ пирки кăсăкланатăп.
– Пирте Егоровсем питĕ нумай, хăш Егоров кирлĕ сире? – сăмах хушать чăвашла акцентпа.
– Явурай Егоров.
– Унăн çурчĕ ав, хирĕçех. Хăй те картишĕнче çÿрет ахăр, – терĕ вăл урам урлă ларакан вырăсла пысăк хапха çине кăтартса. Унтан хăвăрт çаврăнчĕ те урам тăрăх утса кайрĕ. Эпĕ ăна тав туса та ĕлкĕреймерĕм. Картишĕнчи арçын пирĕн калаçăва илтсе-и е урăх сăлтавпа хăех хапхаран тухрĕ, мана асăрхаман пек пулса хапха питĕркӗчне юсамçи турĕ.
– Мана Явурай абзы кирлĕччĕ, ăна председатель чĕнтернĕ, – тетĕп.
Вăл çаврăнса та пăхмарĕ, пуçлăх пек хыттăн, тĕрĕсрех каласан, командир сассипе вырăсла калаçма пуçларĕ.
– Пĕрремĕшĕ – сывлăх сунатăп, çамрăк çыннăм. Иккĕмĕшĕ – эпĕ Явурай мар, Еврей. Виççĕмĕшĕ – эпĕ Егоров Андрей Михайлович. Эсĕ вара Турмай ялĕнчи ветеринари участокĕнче ĕçлекен, – терĕ те вăл тÿрленсе тăчĕ, унтан ман еннелле çаврăнчĕ, салтак пек чыс пачĕ, питне йăлтăр кулăпа çиçтерсе аллине тăсса пачĕ.
– Акă мĕн. Эсĕ мана юрат тата хисепле, мĕншĕн тесен эпĕ районта чи ватти, – тесе ман алла чылайччен чăмăртарĕ. Унтан тутарла калаçма пуçларĕ:
– Ну, каласа пар, çамрăк çыннăм...
(Малалли çитес номерте).
Евгений ТУРХАН тутарларан куçарнă.

Туссен пултарулăхĕ
Туссен пултарулăхĕ
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас