Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пирĕн туссем
12 Декабрӗн , 11:00

Çамрăк пулин те хăйĕн ячĕ-сумĕпе палăрнă

Çтерлĕпуç районĕнчи Тетĕрпуç ялĕнчи «Çеçпĕл» вокал ушкăнĕ «Уяв» чăваш халăх уявне илем кÿнĕ, республика шайĕнчи «Салам» чăваш искусствин фестивальне хутшăнса «Чăваш эстрада юррине ушкăнпа юрлани» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă. Федоровка тăрăхĕнчи Теней ялĕнчи культура çурчĕн сцени çинче ыркăмăллăх концерчĕ йĕркелеме те мехел çитернĕ. Çакăн хыççăн ансамбль пайташĕсен пултарулăхне курса-илтсе хавхаланнă çынсем ăшă сăмахсем каланине шута илсе «артистран та кая мар» текен шухăш çирĕпленчĕ.

Çамрăк пулин те хăйĕн ячĕ-сумĕпе палăрнă
Çамрăк пулин те хăйĕн ячĕ-сумĕпе палăрнă

Пултарулăх ушкăнĕ чăмăртаннăранпа вăхăт нумай та иртмен-ха. Икĕ çул çеç. Апла пулин те çеçпĕлсем районта, таврари ялсенче ырăпа палăрма ĕлкĕрнĕ. Вокал ушкăнĕ районта иртекен кашни конкурс-ăмăртура, смотрта, уявра юрлать, ташлать, ыттисене тĕслĕх кăтартать. Кÿршĕ ялсенче пурăнакансем те вĕсем концертпа килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
«Çеçпĕл» вокал коллективĕн ĕçне-хĕлне йĕркелесе, ертсе пыракан Ирина Петровапа тĕл пулнă май коллектива мĕншĕн çапла ят панине, унăн пайташĕсем камсем пулнине ыйтмасăр чăтаймарăм.
– Ушкăна мĕнле ят парассине вăрах шухăшларăмăр. Чылай калаçнă хыççăн ĕлĕкрех ялта тĕвĕленнĕ ушкăн ятнех пама йышăнтăмăр, – тет Ирина Петровна. – Тĕп шăнăр, паллах, вокал ансамблĕн пайташĕсем. Вĕсем – алла çывхарнă хĕрарăмсем. Çав шутра: Елена Андреева, Галина Спиридонова, Ирина Спиридонова, Земфира Петрова, Алена Петрова, Татьяна Павлова, Лира Никифорова. Ушкăн хĕрĕсем питĕ маттур, вĕсемпе вутпа çулăм витĕр тухма пулать. Çакăншăн эпĕ питĕ савăнатăп.
Сăмах вакланă май пÿлĕме куçпа пăхса çаврăнатăп. Стена çинче вокал ушкăнĕн сăн ÿкерчĕкĕсем çакăнса тăнине асăрхарăм.
– Артист сцена çине тухса тунă çитĕнĕвĕн 60 проценчĕ тумран килет тенине илтнĕ. Сирĕн кĕпесем питĕ илемлĕ те капăр. Сцена çине тухмалли çи-пуçпа тум ыйтăвне мĕнле татса пама май килчĕ?
– Пенза облаçĕнче пурăнакан Артем Спиридонов депутат (пĕртăванăн ывăлĕ, пĕр ял çынни) пулнă май 50 пин тенкĕ пулăшу туса пачĕ. Ильдар Гаскаров атă-пушмак туянма пулăшрĕ. Хĕрĕм, Екатерина Петрова, мăй çыххисем туса пачĕ. Масмаксене вара ятарлă станоксем туса кашнийĕ хăйне валли хатĕрлерĕ. Кирлĕ пулсан хамăрах касма та, çĕлеме те пултаратпăр, – пытарса тăмарĕ «Çеçпĕл» ушкăн ертÿçи.
Итлетĕп, итлетĕп те тĕлĕнни вăйланса ÿссе пырать. Ăçтан çавăн чухлĕ вăй-хăват тапса тăма пултарать çак хĕрарăмсенче? Йывăрлăх кашни утăмрах. Тум çĕлеттерме те, смотр-конкурса е кÿршĕ яла концертпа кайма транспорт тытма та, тĕрлĕ уяв, мероприяти ирттерме те тăкакланма тивет. Вĕсен кашнин çемье, ачисем пур. Çакăн пек çынсем пуртан тытăнса тăрать те ĕнтĕ ялсенче культура пурнăçĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Çтерлĕпуç районĕ, Тетĕрпуç ялĕ.

Çамрăк пулин те хăйĕн ячĕ-сумĕпе палăрнă
Çамрăк пулин те хăйĕн ячĕ-сумĕпе палăрнă
Çамрăк пулин те хăйĕн ячĕ-сумĕпе палăрнă
Çамрăк пулин те хăйĕн ячĕ-сумĕпе палăрнă
Çамрăк пулин те хăйĕн ячĕ-сумĕпе палăрнă
Çамрăк пулин те хăйĕн ячĕ-сумĕпе палăрнă
Çамрăк пулин те хăйĕн ячĕ-сумĕпе палăрнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: