Пур хыпар та
Пирĕн туссем
4 Кӑрлач 2025, 13:00

Пире Вадим Соколов депутат саламлать

Кивĕ çула вĕçлесе çĕннине ярса пуснă май çак кунсенче Чекмагуш районĕнчи «СП Базы» тулли мар яваплăхлă пĕрлешÿре (ООО) пултăмăр. Асăннă хуçалăха 30 çул ытла ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕ, РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, Салават Юлаевпа Халăхсен туслăх орденĕсен кавалерĕ Вадим Соколов ял хуçалăх наукисен кандидачĕ ăнăçлă ертсе пырать.

Пире Вадим Соколов депутат саламлать
Пире Вадим Соколов депутат саламлать

Хăнасене яланах тарават хуçа ытлашши сăмах ваклама юратмасть, çавăнпа та чылай ыйту çине кĕскен те тивĕçлĕ хурав пама тăрăшрĕ. Хальхи вăхăтра чылай ĕçсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе çыхăннă пулсан та хирте ĕçсем пĕтмен-ха – сахăр кăшманне завода ăсатасси пырать. Çывăх вăхăтра вăл вĕçленмелле.
Тĕлпулу вăхăтĕнче çĕнĕ çул умĕн пире, редакци ĕçченĕсене, Вадим Васильевича коллектив ячĕпе тав сăмахĕсем илсе çитерме те кăмăллă пулчĕ. Çак вăтăр пилĕк çул хушшинче вĕсем «Урал сасси» çемйине пĕрре мар пулăшнă: хаçата халăх хушшинче сарассипе те, редакцинчи ытти ыйтусене татса парассипе те. Çавăнпа та ятарласа хатĕрленĕ Тав çырăвне çак кун хуçалăх ертÿçине алăран тыттарма май килчĕ.
– Сире, Пушкăртстанри чăваш хаçатĕнче ĕçлекенсене тата унăн вулаканĕсене, Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламлатăп. Çĕнĕ çулта çĕнĕ çитĕнÿсем тума, тухăçлă ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунатăп. Кашни çемьере килĕшÿпе татулăх хуçалантăр, ĕмĕтленнисем пурнăçа кĕрсе пыччăр. «Урал сасси» редакципе «СП Базы» ООО хушшинчи çыхăну çирĕп пуласса шанатăп. Эпир, çĕр ĕçченĕсем, хамăрăн хаçата пулăшма яланах хатĕр. Пурне те ăнăçу сунатăп, – терĕ Вадим Васильевич пирĕн тав сăмахĕсене йышăннă май.
Юрий МИХАЙЛОВ, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас