Пур хыпар та
Пирĕн туссем
15 Августӑн 2025, 10:00

Синди йытă çĕнтерÿçе кăларнă

Дарья Максимова «Урал сасси» хаçат ирттернĕ «Чĕр чунсем – пирĕн туссем» конкурсăн «Килти выльăх-чĕрлĕх» номинацин çĕнтерÿçи. Асăннă конкурса вăл хăйĕн тăватă ураллă тусне Синди пудельне кăларнă.

Синди йытă çĕнтерÿçе кăларнă
Синди йытă çĕнтерÿçе кăларнă

Максимовсем хаçатăн конкурсĕсене маларах та хутшăннă, ку хутĕнче вара çĕнтерÿçĕсен шутне тухнă. Вун тăхăр çулти хĕр Ĕпхÿ хулинче ашшĕпе тата амăшĕпе пурăнать, вырăнти автотранспорт колледжĕнче вĕренет. Тепĕр çул вĕренĕве вĕçлесе (хĕр хĕрлĕ дипломпа пырать) малалла стюардесса профессине алла илме ĕмĕтленет. Çавăнпа та акăлчан чĕлхине тĕплĕн тĕпчет. Сăмах май каласан хĕрĕн аслашшĕ Мияки районĕнчи Федоровка ялĕнче çуралса ÿснĕ. Конкурсри сасăлавра çамрăк хĕре тăванĕсем, юлташĕсем, пĕлĕшĕсем пулăшнă. Парнене илме Максимовсем ятарласа Пелепей хулине килчĕç.
– Хĕрĕн тавракурăмне анлăлатас тесе ятарласа «Урал сасси» чăваш хаçачĕ калăплакан редакцие, типографие килсе курас терĕмĕр, – хăй шухăшне уçса парать Дарйăн амăшĕ Елена Николаевна. – Сасăлав ăмăртăвĕ хĕрÿ пулчĕ. Пур тăвансене, пĕрле ĕçлекенсене, пĕлĕшсене те шăнкăравласа сасăлама ыйтрăмăр. Хăй вăхăтĕнче Даша 16 çулта чух Глория Джинс магазин сетĕнче фотомодель пулнăччĕ, телефон номерĕ сыхланса юлнă пулнă. Вĕсем те хăйсен сассисемпе пире пулăшрĕç. Конкурса тăратнă сăн ÿкерчĕкре – пирĕн Синди йытă. Вăл питĕ ырă кăмăллăскер. Маларах пирĕн килте кушак пурччĕ. Вăл çураласан Синди унăн çурисене амăшĕ пекех пăхрĕ. Кушак ами ачисене ĕмĕртетчĕ пулсан, ытти чух пĕчĕкскерсем вăхăтне йыттăн ытамĕнче ирттеретчĕç. Синди дачăна кайсан мунча кĕме юратать, мĕнле вĕри пулсан та лапка çинче ларать. Конкурса тăратнă сăн ÿкерчĕке хам çуралнă кунра тунă. Мăшăр мана чечек çыххи парнеленĕччĕ. Вĕсем Синдие те килĕшрĕç пумалла. Ама йытă пулнă май вăл чечексене пырса шăршларĕ, çак кăмăллă саманта ÿкерсе илтĕмĕр те.
Эпир, редакци ĕçченĕсем, Дарья Максимована конкурсра çĕнтернĕ ятпа ăшшăн саламлатпăр. Çамрăк хĕре хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртме тăрăшулăх, хавхалану тата тÿсĕмлĕх сунатпăр. Пурнăçра малалла та çĕнĕ çĕнтерÿсем, çитĕнÿсем, савăнăçлă самантсем чылай пулччăр!
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Синди йытă çĕнтерÿçе кăларнă
Синди йытă çĕнтерÿçе кăларнă
Синди йытă çĕнтерÿçе кăларнă
Синди йытă çĕнтерÿçе кăларнă
Синди йытă çĕнтерÿçе кăларнă
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас