Галина Маркеловна Гордеева (Кондратьева) Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнче пурăнать. Хаçатăн шанчăклă çырăнаканĕ шутланать, кăларăмпа вăрах вăхăт туслă.
– Хаçата мĕн тухма пуçланăранпах çырăнса илетĕп. Почта ещĕкĕнчен кăларсанах пăхса тухатăп. Çĕнĕ номере илсен чи малтан куçсем интереслĕ калавсемпе сăвăсене, усăллă канашсене шыраса тупаççĕ, каярах ытти материалсемпе паллашатăп. Хам Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕнче çуралса ÿснĕ май ентешсем çинчен çырнă статьясене курсан савăнатăп. Тăван чĕлхепе тухса тăракан хаçатпа питĕ кăмăллă, малалла та ăна çырăнса илме шутлатăп, – хăйĕн шухăшĕпе паллаштарчĕ Галина Маркеловна.
«Урал сассин» парни – ура массажерĕ – тивĕçлĕ канури хĕрарăма вырăнлă пулĕ тесе шутлатпăр. Сăмах май каласан, хаçата вуланă май та, телевизор пăхнă чух та урасене ун çине хурса кантарса пулать-çке.
Хисеплĕ вулакансем, лотерея вылявне кашни çырăнтару кампанийĕ хыççăн йĕркелетпĕр. Сентябрь уйăхĕнче çĕнĕ çырăнтару кампанийĕ пуçланчĕ. Хаçата çырăннă хыççăн квитанцине редакцине ярса пама ан манăр. Шăпа сире те парне илме май парĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА. Пелепей районĕ.