Пур хыпар та
Пирĕн туссем
16 Декабрӗн 2025, 09:00

«Маншăн Мускав хулинчен пуçласа Камчатка таран сасăларĕç»

Нумай пулмасть редакцине Авăркас районĕнчи Пишкайăн ялĕнче пурăнакан, вăрах вăхăт вырăнти шкулта ĕçлекен Владимир Николаевичпа Елена Васильевна Савельевсем парне илме килсе кайрĕç.

«Маншăн Мускав хулинчен пуçласа Камчатка таран сасăларĕç»
«Маншăн Мускав хулинчен пуçласа Камчатка таран сасăларĕç»

Елена Васильевна «Урал сасси» хаçат ирттернĕ «Аннен ытарайми сăнарĕ» конкурсра 560 сасă пухса пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Вăл салатниксен пуххине илме тивĕçрĕ. Хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Надежда Родионова инçетрен килнĕ хăнасене пичет çурчĕ тăрăх экскурси ирттерчĕ.


– «Урал сасси» хаçата нумай çул çырăнса илетпĕр. Конкурс пирки хыпара социаллă сетьсенче куртăм. Юлашки вăхăтра çемьере пысăк хуйхă пулса иртнипе конкурссене хутшăнманччĕ (Савельевсем пĕр çул каярах СВОра кĕçĕн Никита ывăлне çухатнă – авт.), ку хутĕнче сăн ÿкерчĕке редакцине ярса парас терĕм. Конкурс сасăлавĕ питĕ пăлхануллă иртрĕ. Пире ĕлĕкхи пек ăмăрту хавалĕ (дух соревнования) тыткăнларĕ. Пĕтĕм тăвансемпе, юлташсемпе, ĕçтешсемпе, тус-пĕлĕшсемпе, вĕренекенсемпе хамшăн сасăлама ыйтса çыхăнма тÿр килчĕ. Мускав хулинчен пуçласа Камчатка çыннисем таран маншăн сассисене пачĕç. Çакăншăн вĕсене пурне те пысăк тав. Пелепей тăрăхне килсе каяс шухăш тахçанах пуçра пурччĕ. Конкурсра çĕнтерни çакна тума васкатрĕ çеç. Çула май Слакпуç ялне К.В. Ивановпа Я.Г. Ухсай музейĕсене, Константин Ивановăн çĕнетнĕ паркне кĕрсе курасшăнччĕ, – пĕлтерчĕ Елена Савельева.


Елена Васильевна Савельева Авăркас районĕнчи Пишкайăн ялĕнчи вăтам шкулта 35 çул тăрăшать, чăваш чĕлхипе литература урокĕсене илсе пырать. Тĕрлĕ конкурс-ăмăртусене, олимпиадăсене хутшăнать, ачасене те явăçтарать. Унăн ĕçне Раççей, Чăваш Ен, Пушкăртстан шайĕнчи Хисеп хучĕсемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысланă. Тăван чĕлхене чи лайăх вĕрентекенĕ шутланнă май иртнĕ çул вăл Пушкăртстан Республикин правительствин Грантне çĕнсе илнĕ, укçан премине тивĕçнĕ.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас